Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Мĕн çинчен калаçаççĕ хумсем?
26.07.2010, 13:15
Карай ялне е Вăрманкас, е Хурăнлă Карай, е Чиркÿллĕ Карай тетчĕç. Йывăçлăран Вăрманкас, хурăн нумай пулнăран Хурăнлă Карай, аякранах чиркÿ курăнса ларнăран Чиркÿллĕ Карай тенĕ ĕнтĕ. Халь вара вăл та, ку та çук — ун пек те, кун пек те каламаççĕ. 
Малтанхи çынсем кунта, çырма-çатра пуçламăшне, ХVII ĕмĕрте килсе вырнаçнă. Çурт хыççăн çурт лартнă. Пурăна киле ял чăмăртаннă. Çывăхри кÿлĕ те ку вырăна çав тери илемлĕх кÿнĕ. Ăна "Улан кÿлли" тенĕ. Ас тăватăп, кÿлĕ тавралла хăмăшлăх кашласа ларатчĕ. Кайăк кăвакалсем нартлатни илтĕнсе тăратчĕ.
Ентешсем яла кĕрекен çырмана пÿлсе пĕве тунă. Каярахпа кив пĕве хыçне колхоз тепĕр пĕве турĕ. Халь вăл пĕр пĕве пек курăнса выртать. Юпписем анкартисем хыçне çитиех тăсăлаççĕ.
Эпĕ пĕве пуçĕпе иртсе пыратăп. Хумсем умлăн-хыçлăн çырана пырса перĕнсе тем çинчен калаçнă пек туйăнчĕ мана. Мĕн çинчен-ши? Эпĕ шухăша путрăм. Куç умне вăтăр-хĕрĕх çул каяллахи пурнăç тухрĕ. Пĕве тăвиччен ку вырăна униче теттĕмĕр. Хĕлле сĕвек сăртран çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнса киленеттĕмĕр. Çăва тухсан симĕс курăк çинче выльăх-чĕрлĕх çÿресе савăнатчĕ. Халь шыв хупласа выртать те, кунта нихăçан та нимĕн те пулман пек курăнать. Хăй вăхăтĕнче кунта та ĕç вĕресе тăнă. Лашасемпе саман (улăмпа хутăш тунă хĕртмен кирпĕч) çăрнă. Вĕсене витнĕ йĕтем çине илсе кайса типĕтнĕ. Электростанци çурчĕ, выльăх-чĕрлĕх вити купаланă. Штукатурка тунăскерсем шап-шуррăн курăнса ларнă. Пĕве пуçнерехри варта кирпĕч калăпланă. Ăна И. Медов бригади хĕртнĕ. Ытлашши хĕртсе ярасран асăрхасах тăнă.
Ф. Ефимов ушкăнĕ тата И. Афанасьев хуçалăхĕ çывăхĕнчи çырма хĕрринче çĕре чавса лартнă така хуранĕсемпе кантăр çăвĕ вĕретнĕ. Ăна ĕç кунĕ тăрăх валеçсе панă.
Çапла, пурнăç кашни кун улшăнса пырать. Пулни-иртни асра кăна юлать.

Николай КАРАЙ
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 370 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024