Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Пурнăç шăпи
24.04.2012, 19:01

Эпĕ, Любовь Васильевна Ефремова, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнчи Кушар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Пулайкасси ялĕнче пурăнатăп. Хаçат-журнал вулама юрататăп. Чăваш наци радиовĕшĕн тав тăватăп. Пĕррехинче радиопа октябрĕн 30-мĕшĕ политика репрессийĕсене лекнисене асăнмалли кун терĕç. Кун çинчен эпĕ ним те пĕлмен. Питĕ тĕлĕнтĕм. Куç умне ача чухнехисем тухса тăчĕç. Аттене тытса тухса кайни шухăша ячĕ. 

1. Аттене эпĕ урăх курман 

Атте ун чухне Кушкă ялĕнче вĕрентнĕ. Ирпе ĕçе кайнă. 
Пÿрте лашапа тăрантас урапапа килнĕ çынсем кĕчĕç. Анне вутă хутнăччĕ. Пÿртре сăпка çакăнса тăрать. 3-мĕш хĕрача, 2 çулхискер, сăпкара çыврать. Шырарĕç, ухтарчĕç. Кăмака айне пăхрĕç, унта анне е атте турăш хунă пулнă. Ку мĕн тума кунта выртать тенине астăватăп. Çемьепе çаптарнă сăн ÿкерчĕке илчĕç. Эпĕ ун чух 7 çулта пулнă. Малтан вĕсем пĕр учителе лартса килнĕ, Турикасси ялĕнчен тетчĕç. (Кайрантарах анне пĕлнĕ вăл учителе, ун хĕрĕсем вĕренсе тухнă, районта ĕçлетчĕç). Атте сăпкари хĕр ачана катăклă сахăр тыттарса хăварчĕ. Пурте макратпăр. Анне пирĕн Етĕрне районĕнчен. Ирçе (Чебаково) ялĕнчен качча килнĕ. Атте вĕреннĕ чух паллашнă пуль. Ун чух пирĕн енче те çав вăхăтри пек пăтраннă. Вĕреннĕ çынсене нумайăшне персе пăрахнă. Кайран анне каласа паратчĕ, Кушкăри Михаилсен ашшĕне те илсе кайнă тетчĕç. Астăватăп, Михаил Ильич Мăн Шетмĕре вĕренетчĕ. Ун чух калаçма вăтаннă. (Кайран калаçас-ха тесе шутланăччĕ, анчах хаçатран вăл пурнăçран уйрăлнине пĕлтĕм). Ялта анне катаран килнипе тăван пулман. Питĕ йывăр пулчĕ анннене пире, 4 ачана, ÿстерме. Тата вăрçă тухса кайрĕ. Анне 27 çулта юлчĕ мăшăрсăр, эпир аттесĕр. Атте те 27 çулта пулнă хупнă чух. 
Тем те памаллаччĕ патшалăха, заем çырăнтаратчĕç. Аш, çăмарта, çу памаллаччĕ. Шкулта та вăрçа кайнисен ачисене çăмат е тумтир паратчĕç. Юрать-ха колхоз аптраман, çук çынсене валли ампара ятарласа тырă хурса хăваратчĕç. Анне пирĕн колхозра, е лашасем пăхнă çĕрте, е фермăра, май килсен бригадăна та каятчĕ. Эпир те çитĕнсе пытăмăр ĕнтĕ. Аннене пулăшма каяттăмăр. Кивçен илсе çитерсе пурăнатчĕ те — кĕркунне пирĕн тырри те тухмастчĕ. Аттене илсе кайнă чух анне тăваттăмĕш ачипе çире юлнă. Малтанхисем 3 хĕр. Кайран ывăл çуратрĕ. Асаттепе асанне мĕнле хĕпĕртерĕç. Ун чух ывăл хаклă пулнă. Атте çыру янă, хĕр пулсан çав ятлă, арçын ача пулсан çав ятлă хурăр тесе. Унне судне те час туман, тетчĕ анне. Ним те туман, çын вĕлермен тетчĕ. 
Тепĕр çулне судне Çĕрпÿре турĕç. Пире пурне те илсе кайрĕ анне, сăпкари ачи чупать, ывăл ачи упаленет. Суд тунă чух никама та кĕртмерĕç. Тăхтав вăхăтĕнче эпир, ачисем, кĕреттĕмĕрччĕ, аттене канфет параттăмăрччĕ, вăл пире каялла паратчĕ. Аннене кайран унпа тĕл пулма ирĕк пачĕç. 7 çуллăх пачĕç. Çыруне Архангельскран çырать. Михаил Ильич ашшĕ Улатăртах вилнĕ, тетчĕ анне. 
Анне калатчĕ: районтан илсе кайиччен атте патне кайсан 14 учитель арăмĕ упăшкисемпе тĕл пулма пынă. 

2. Хам çинчен 

Малалла хам çинчен çырам-ха. Эпĕ ун чух 7 çулта, шкула каймастăп. Пирĕн аннене шкула ачасен ашшĕ-амăшĕсен пухăвне кайма суйланă (анне каланă тăрăх). Эпир кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр, каç пулать, анне çаплах çук. Эпĕ Мăн Шетмĕне шырама кайрăм, ял хушшинче тăтăм, тĕттĕм те аннене тупаймарăм. Каялла килтĕм. Çынсенчен ыйтма та пĕлмен та-ха. Киле килсен вутă хутас терĕмĕр, юман вутă турттарса килнĕччĕ. Вуттине тапаçланса пÿрте илсе кĕрсе хутрăмăр. Кăмакана çĕр улми пăрахрăмăр. Шутлатпăр, анне хĕпĕртет-ха тетпĕр. Вырăн çинче икĕ хĕр ачи пĕр ура вĕçне, эпĕ ывăл ачипе тепĕр ура вĕçне çывăрма выртрăмăр. Эпĕ çывăрса кайман — пĕр хĕрарăм кĕрсе тухса кайрĕ. "Сире сĕрĕм тивмест-и?” тенине илтрĕм. Вăл юшкине уçса хăварман пулĕ ĕнтĕ. Анне килнĕ, пире тăратать. "Тăрăр, ачасем, булка илсе килтĕм”, — терĕ. Эпĕ пĕчĕк ачана йăтса тухрăм тепĕр пÿлĕмрен, ачипех ÿкрĕм. "Ай,тур-тур, сире сĕрĕм тивнĕ”, — тет анне. Кайран урайне тумтирсем пăрахнă, пурте тăрса ларнă, булка çисе ларатпăр. Пуçа лĕпке çине йĕпетсе тăвар хунă. Чĕрех юлтăмăр. 
Пирĕн умра тăвайкки пур, хĕлле унта нумай ача ярăнать. Пирĕн çунашка та, йĕлтĕр те çук. Урине çăпатасăр пуçне тăхăнмалли çук. Хушăран ярăнтаратчĕç. Шăнса ÿслĕк ерсен кăмакара сухан пĕçерсе вĕрилле çитеретчĕ — черет тăраттăмăрччĕ. Ун чух тем чирĕ те вĕлермеллех килетчĕ. Варвитти чирĕ. Шатра чирĕ. Трахом, кĕçĕ. Нумай ача вилетчĕ. Эпир больницăна пĕрре те кайман. Аттен пиччĕшĕн пĕр ачине пытарса килнĕ, апат çиетчĕç, тепри пÿртумĕнче вилсе кайнă. 6 ачи вилнĕ, кайран 4 ывăл çуратнă, вĕсем пурăнаççĕ. 
Пирĕн пÿрчĕ питĕ кивĕччĕ. Кантăксем çÿлтен шăнса ларатчĕç. Вутти çук. Улăм хутаттăмăрччĕ. Спички те çук. Çынсен тĕтĕм тухнине пăхаттăмăрччĕ те кăвар патне кайса килсе тин чĕртнĕ. Керосин та çук. Укçи те çук, ун чух ĕçĕ укçалла мар. Кун шутне пĕр кун, çур кун тесе çырнă. Кăранташ илме те укçа çук, сутмалли те çук. Астăватăп, анне арча сутрĕ, çĕвĕ машини сутрĕ. Аттен кĕнекисене илсе кĕрсе çырман хушшисене çыраттăмăрччĕ. Хăрăмран чернил туса та пăхнă. Юрĕ-ха анне хăй çăпата тума пĕлетчĕ. Çĕрле вăрмана йĕлтĕрпе каятчĕç. Йĕпремрен иртсех каймалла. Çăпата пушăтсăр пулмасть. Ыран валлиех кирлĕ чух чĕрĕлле те туса тăхăнтартатчĕ. Çуркунне çăпата тĕпне йывăçран куплак туса тăхăнатчĕç. Пирĕн туса паракан çук. Çăпата тĕпне хурăн хуппи хурса каяттăмăрччĕ шкула. Тепĕр чух йĕп-йĕпех пулатчĕç. 
Пирĕн аттен, кĕçĕннин, тĕп киле юлмалла пулнă. Пиччĕшĕ вĕренмен те, уйрăлса тухсан вăл пурăнаймасть тесе, ăна тĕп килне хăварнă. Аттене асатте пиччĕшĕн килне кăларнă. Нушалантăмăр эпир ÿснĕ чух. Анне çапла каласа паратчĕ. Асанне хĕрхенсе пире хĕвне çăкăр таткисене чиксе килсе çитеретчĕ. 
Тата тепре çакна астăватăп. Пурăнмалла выляттăмăр. Пускил ачисем иккĕн, эпир тăваттăн. Пĕр-пĕрин патне ларма каяттăмăрччĕ. Кĕнчеле арланă пек. Хăшĕ çĕртре, хăшĕ кровать çинче, хăшĕ кăмака çинче "пурăнаттăмăр”. Кроватьпе юнашар кăмакаччĕ. Кровать çинче тахăшĕн кĕнчелеççи. Краççын çутнă трубасăрри. Çав кĕнчелеççи тивсе кайрĕ кăмака çине хăпарнă чух. Сÿнтеркелерĕмĕр. Анне вăл фермăра, тепĕр чух дежурство тăмаллаччĕ. 
Ачисене пĕрне те чиркĕве илсе кайса ят хуман. Атте çук чух вăрттăн яла килнĕ пачăшкăпа пĕрне ят хунă. Кайран Канаша лашапа кайса тепĕр иккĕшне ят хунă. Мана каллех хăварнă. Аслатиллĕ çумăр килсен ман çумран таратчĕç. Вăл вăхăтра ачасен вылямаллисем те пулман. Хамăрах пукане туса выляттăмăр. Çăпата çине курăк татса тултарса туртаттăмăрччĕ. Ют пукане татăкĕ курсан анне халех леçсе парăр тетчĕ. Нихçан та вăрă шутне тытман ним те çук пулсан та. Мĕн çинĕ эпир? Çулла кĕпçе, серте, çĕмĕрт вăхăтĕнче çĕмĕрт çинĕ. Хĕлле çĕр улми. Кайран пирĕн анкартине лартма та юлмастчĕ. 

3. "Сана турах пулăшнă пуль” 

Пĕррехинче анне шĕвĕрĕлчен эмелĕ илсе килнĕччĕ. Пурне те шутлă пачĕ. Юлашкине шкапа хучĕ. Тепĕр кун валли. Тепĕр кунне анне хăшĕ çирĕр тесе ыйтма пуçларĕ. 2-мĕш хĕрĕ. Пирĕн пÿртне штукатурка тунăччĕ, çав хĕр ача койка айне кĕрсе ларса пĕрмай тăм çиетчĕ. Кĕсйине тăп-тулли тултарса тухатчĕ. Хайхи анне хытах ыйтма пуçларĕ. Ача йышăнчĕ. Вăл çисе янă пулнă, тÿми пылакчĕ. Ачан тула тухас килсе кайрĕ пулмалла. Ун чух 3 çулта пулнă. Ăшĕнчен çыххипе, 85 шĕвĕрĕлчен тухрĕ, тетчĕ анне. 
Халăхăн ун чух тепĕр нуша. Пыйтă аптрататчĕ. Ĕçлеме уя çум çумлама ачи-пăчипех тухатчĕç. Канма ларсан та пуçне пыйтă пăхтаратчĕç. Эп каçхине, анне çук чух, хамран кĕçĕннисен пыйтисене вĕлерсе, çывăрма вырттараттăм. Пирĕн мунча пулнă. Анне пирĕн питĕ ыр кăмăллăччĕ. Ун чух ялсем тăрăх килĕрен пуçтаракансем çÿретчĕç. Хăшĕсем ачисемпех тухаççĕ. Анне каласа хăваратчĕ, пирĕн çăкри çук-ха, килсен е çĕр улми, е пĕртак тăвар та пулин парса ярăр тетчĕ. Анне хăй пур чух çывăрма хамăр патах килĕр тесе яратчĕ. Ват çын шыв патне кайнине курсан, тухса пулăшăр-ха, тетчĕ. 
Шкула иккĕн кайма пуçларăмăр. Тепĕр кун шкулта çиме кăмакана пăрахнă 3-шер çĕр улмине чиксе хураттăмăр. Шкултан килсен каçхине анне мĕн вĕрентрĕç тесе ыйтатчĕ. Ларма кĕнчеле арлама пыратчĕç. Эпир вĕсене юрласа-ташласа кăтартаттăмăр. Çĕмĕрт тăрринче те юрлаттăмăр. Анне пире ан кĕрлĕр-ха тесе курман. Каçхине çывăрма выртсан юмах ярса çывратса яратчĕ. Пĕр кун çынсен ачисем иккĕш те килнĕччĕ выляма. Пĕр ачи тутăр хунă пуçне. Каялла, малалла пуç çинче туртать. Анне пăхрĕ те - пыйтă нумайланса кайнă пулнă. Анне часрах махорка шывне вĕретрĕ те пуçне çуса ячĕ. Çав ача çывăрса кайрĕ те киле те каймарĕ. Тепре çав ачанах шăлĕ ÿкмелле пулнă. Тутан аял шал енчен çĕнни тухнă, кивви тутана шăтарнă, тулалла тухма тытăннă. Анне киввине туртса кăларчĕ, аслă ачине "эс тута хĕррине шалалла тĕк пĕрмаях” терĕ. Чипер хитре туталлах, лайăх ачасем ÿсрĕмĕр эпир. "Сана турах пулăшрĕ пуль, сан пурте пурăнчĕç”, — тенĕ çынсем аннене. Пире ни çăпан тухман, ни трахома аптратман. Ирпе тăрсан куçусене шăкпа çăвăр тетчĕ. Больницăна пĕрре те кайнине астумастăп.

4. Чăваш наци радионе тав тăватăп 

Эпĕ аннене хывнă пуль тетĕп. Çынна пулăшма юрататăп. Юрлама кăмăллатăп. Кулянмалли пулсан, тулалла каятăп ĕçлеме, юрă ăша кĕрсе çÿрет. 
Çитĕнсе çитсен эпир нумай кулянмалли тупса патăмăр аннене. Манăн, аслин, хамăн нуша пурнăç пуçланчĕ. Çи-пуç çук, укçа çук. 7 класс пĕтерсен, Мăн Шетмĕри 10 класс вĕренмелли шкула хупрĕç. Района кайрăм. Çур çул вĕренсен, анне 150 тенкĕ тÿлеймест. Тепĕр çул Муркаш районне кайрăм, каллех анне тÿлеймест. Каллех пăрахрăм.
Яла вербовщик килчĕ, торф кăларма илсе каять. Ялти яшсенчен нумайăшĕ, вăл шутра ман йăмăк та, договор тунă. Çине тăхăнма ним те çук. Эпĕ те килĕшрĕм. Тухса кайрăмăр Свердловска. Эпĕ 20 çулта чух чиркĕве кайса тĕне кĕтĕм. Çавăнтанпах турра ĕненетĕп. Турă пулăшнипе эпĕ 10 хутчен вилĕмрен сыхланса юлтăм. Икĕ туяпа çеç утатăп. Чăтма вăй-хал парса тăрать турă. Çынсем анкартинче ĕçсем пуçтараççĕ, ман пĕчченех кая юлма лекет, анчах турри те мана валли кун туса парать. Эпĕ çамрăксене ĕçлеме тăрăшмалла тесшĕн. Ĕçке мала хумалла мар. Пирĕн пĕчĕк ялтах пирĕн вăхăтрисем, 13—14 çын пурах, ĕçсе чирлесе кайса вилсе пĕтрĕç. Ĕçни мĕн усси, атте-аннене хуйăх туса паратпăр çеç. Хам анненех хĕрхенетĕп. Эпĕ пурăнатăп, йăмăк 79 çулта, Мускавра пурăнать. 3-мĕш хĕрĕ качча кайрĕ, 4 ывăл çитĕнтерсе, 49 çултах çĕре кĕчĕ. Шăллăм эрех ĕçсех чирлесе вилчĕ. Аннене шалкăм çапрĕ. Ахаль çапман вăл чир, чĕререн куляннă вăл. Миçе ача, çавăн чухлĕ хуйăх. 
Ырă кăмăлпа пурăнмалла. Юрламашкăн çÿремелле. Ĕçкĕн виçи пулмаллах. Ытлашши ĕçмесен хальхи çамрăксем те пирĕн çулах çитĕç. Табакне те туртма пăрахмалла. Унăн усси çук. 
Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçланăшăн савăнатăп тата тав тăватăп. Вăл ман хуйха-суйха ирттерсе ярать. 

5. Пур-и юрату? 

Маншăн юрату çук пек туйăнать. Эпĕ тĕрмене кайнă çын хĕрĕ пулнă, çав та чăрмантарнă пуль. Ялтанах пĕр каччă аннене мана килĕштерни çинчен пĕлтернĕ. 
Анне мана çапла каларĕ: "Асăрханса çÿрĕр, арçын ача вăл макăрса кăтартма та пултарать”. Çав каччă пĕр-ик каç ăсатса янине астăватăп. Виççĕмĕш каçхине вăл салтака кайма повестка панине пĕлтерчĕ. Вăл салтака кайрĕ, эпĕ Етĕрнене вылăх-чĕрлĕх пăхакан курсĕнче вĕренме çулталăклăх тухса кайрăм. Вăл салтакран 3 кунта пĕрре çыру çыратчĕ. Эпĕ курсран вĕренсе тухса, каллех Свердловска торф кăларма кайрăм. Эпĕ Свердловскра, вăл салтакран таврăннă. Ман пата çыру ячĕ. "Ман авланмалла, кил”, — тесе çырнă. "Эпĕ халĕ пыраймастăп. Кĕркуннечен договорпа килнĕ. Тур çырнă пулсан пĕрле пулаймăпăр”, — тесе хуравларăм. Тепĕр çыру килчĕ: "Эпĕ авлантăм. Эпĕ айăплă мар, мана сăн ÿкерчĕксене ярса пар”. "Сан сăн ÿкерчĕкĕсем мана чăрмантармаççĕ. Эсĕ авланнă, сана вĕсем кирлĕ мар, çунтарса яр”, — хыпарларăм татах. Çапла вĕçленчĕ юрату. Кунта ашшĕ-амăшĕ те айăплă. Вĕсем турра ĕненнĕ. Пирĕн аттене тĕрмене хупнă. Апла пулсан, вĕсен шучĕпе, эпĕ япăх. Кайран эпĕ хам та качча кайрăм. Ман шăллăм курнă çав хамăр ял ачине хулара. "Эпĕ уйрăлтăм, унăн карточкине халĕ те тавăрнă атă кунчинче усратăп”, — тенĕ лешĕ. Кайран тепре авланнă, терĕç ялта. Каллех ăна хваттертен кăларса янă. 
13 çулхи хĕр ача пулнă кунпа. Кайран вăл çавăн пек таçта ĕçлеме тухса каять. Унтах вилет. Амăшĕсем кайран питĕ куляннă тет. "Çав хĕрех илтермеллеччĕ, вăл мĕнлерех чăтса пурăнать”, тенĕ. 
Ман арçынни те алкоголик пулнă. Усал чир ертсе ачи ÿкрĕ. Урăх ача ун хăйĕн пулмасть тесе хуларан справка парса ячĕç, юсанма каймалла терĕç. Юсанма мар, хытах чирлесе кайрĕ, çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Килте кушакпа çеç тăрса юлтăм. 
11 çул пĕччен пурăнтăм. Килĕ-çурчĕ кивĕ, унтан шыв анать, кунтан, çĕрĕшет. Выльăх витисене те усрамашкăн юсаса пурăнтăм. Кашни кун ĕçре, анкартинче, выльăх таврашĕнче. Çапла ĕмĕр иртсе кайрĕ. Юрату мĕнне пĕлместĕп. 
1993 çулта старик (упăшка) тăванĕсем арăмĕ вилнĕ пĕр арçына тупса пачĕç. Алли тем тума та маçтăрччĕ, тирпейлĕ тăватчĕ. 2010 çулта ăна шалкăм çапрĕ. Хам та 2-мĕш ушкăнри инвалид, 2 туяпа çеç аран çÿретĕп. Майăн 9-мĕшĕнче 82 çула каятăп. Çапла манăн пурнăç шăпи. 

6. Манăн калас сăмахăм 

Çамрăксене пил (канаш) парас тетĕп, маншăн вĕсем пурте çывăх. Вĕсемшĕн пуриншĕн те кулянатăп. 
Ĕçсе çÿресе милицине çакланмалла ан пултăрччĕ. Тĕрмене çаклансан, ачасене валли хура пăнчă юлать. Депутата е урăх яваплă ĕçсене те суйламаççĕ. Ĕмĕрлĕх усал ят вăл. Ватлăхра пĕччен юлмалла ан пултăрччĕ.
Халĕ эпĕ хампа 7-мĕш йывăр чирлĕ çын пăхатăп. Мĕн чул пăхрăм, мĕн чул çу, апат-çимĕç çитертĕм, хыççăн мĕн чухлĕ тасатрăм. Мана вы-рăнпа выртас пулсан, кам шыв парать? Питĕ йывăр ыйту ку. 
Турă кăна пулăшать мана. 2 сурăх пур, çавсем пăранламалла. Малтанах пуç çапатăп турра кĕл туса: каçпа мар, кăнтăрла путек туса пама ыйтатăп. Малтанхи те ирпе эпĕ апат пама тухсан туса хунă. Паян кăнтăрла тухса пăхас-ха терĕм. Йыш хушăннă, сарайĕнче чупаççĕ. Турă çук тесе мĕнле калан. Мана яланах турă пулăшать. Хам та вăй çитнĕ таран çынна пулăшма кăмăллаттăм. Маншăн нимрен пахи халь çут çанталăк çути. Пуриншĕн те пĕр пек вăл.

Л. Ефремова ("Ял пурнăçĕ", 24.04.2012)
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 1082 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024