Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Район больницин — çавра дата
08.02.2011, 22:39
Кăçал январьте район больницине уçнăранпа 75 çул çитрĕ. 
Малти Тракра (ун чухне Красноармейски çавăн пек ятлă пулнă) пĕрремĕш сывлăх учрежденийĕ 1924 çулта уçăлнă. Вăл фельдшер пункчĕ пулнă. Йывăр вăхăт пулнă ун чухне. Районта шăнтакан чир (малярия), шатраллă тата вар-хырăм тифĕ, кĕçĕ чирĕ вăйлă сарăлнă. Ун чухне районта 32 пин çын пурăннă пулсан, 40 проценчĕ трахома чирĕпе аптăранă. Ачасем ытларах дифтерит, хĕрлĕхен тата скарлатина чирĕсемпе чирленипе вилнĕ. 
Чăваш автономи правительстви йышăнăвĕпе 1936 çулта 10 вырăнлă стационар уçăлнă, тепĕр çулталăкран вырăнсен хисепĕ 15-е çитнĕ. Вĕсене пĕр тухтăр пăхса тăнă. 1952 çул тĕлне районта 50 койка вырăн, 15 фельдшерпа акушер пункчĕ, колхозсенче ача çуратмалли уйрăмсем 4, трахома чирĕпе кĕрешес пунктсем 35 пулнă. Район территорийĕнчи 108 яла тарăн çырмаллă, пĕчĕк юхан шывлă вырăнсене пула медицина пулăшăвĕ пама йывăрлăх кÿнĕ. Çак вăхăт тĕлне 10 тухтăрпа вăтам медицина ĕçченĕсем 85 çын ĕçленĕ. 
1960 çулта больницăра 85 койка вырăн, унсăр пуçне Карайпа Мăн Шетмĕре 40 вырăнлă участок больницисем ĕçленĕ. 
Колхозсенче ача çуратмалли çуртсене хупсан 1957 çулта 20 вырăнлă ача çуратмалли уйрăм уçăлнă, унăн заведующийĕ çамрăк акушер-гинеколог И. Пашкеева пулса тăнă. 
В. Федоров тĕп тухтăр пулса 1964—1980 çулсенче ĕçленĕ. Çак вăхăтра районти больница нумай аталаннă — 20 вырăнлă инфекци корпусĕ, 110 вырăнлă çĕнĕ сипленмелли корпус, сменăра 300 çынна йышăнма пултаракан поликлиника, хĕрарăм консультацийĕ уçăлнă. 
1980 çултан çак лава В. Чернорубашкин туртнă. Ку вырăнта ăна 16 çул ĕçлеме тÿр килнĕ. 
1936—1964 çулсенче вунă тĕп тухтăр улшăннă. Район больници пысăк хăвăртлăхпа аталаннă. Пилĕк хутлă сипленмелли корпус çĕкленнĕ, хуçалăх служби те пĕр вырăнта тăман. Гинекологипе реанимаци уйрăмĕсем, васкавлă пулăшу служби ĕçе кÿлĕннĕ. Районти больницăра 235 вырăн пулнă. 36 тухтăрпа 169 вăтам медицина ĕçченĕ вăй хунă. 
2003 çултан пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем уçăлма пуçланă. 
Г. Сушко тĕп тухтăр пулса 2008 çултан ĕçлет. Сменăра 250 çынна йышăнма пултаракан поликлиника, талăкĕпех пăхса тăракан 55 вырăнлă стационар (терапипе хирурги, реанимаципе педиатри уйрăмĕсем), поликлиникăри 14 вырăнлă кăнтăрлахи стационар. Больница йышĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ 5 тата фельдшерпа акушер пункчĕ 13. Паянхи кун 31 тухтăрпа 114 вăтам медицина ĕçченĕ тимлеççĕ, вĕсенчен пĕр тухтăрĕ РФ тава тивĕçлĕ врачĕ, улттăшĕ ЧР тава тивĕçлĕ врачĕсем, сывлăха сыхлас ĕç отличникĕсем тăваттăн, икĕ вăтам медицина ĕçченĕ ЧР сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ ятсене тивĕçнĕ.

З.Баранова
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 391 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024