Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Савнă ялăм — Çĕнĕ Выççăлккă
18.10.2012, 19:47
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Çĕнĕ Выççăлккă ялĕ 100 çул тултарнă ятпа пысăк уяв пуçтарнăччĕ. Хаваслă та чунри çĕкленÿпе иртрĕ ун чухне праçник. Ял халăхĕпе пĕрле хаклă хăнасем те савăнчĕç. Акă, ял çывăхне тÿперен парашютистсем те анчĕç. Ункă шывĕ хĕрринчи сцена çинче таврари хула-ялтан килнĕ артистсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Эпĕ çав çулсенче ялта пурăнман пулсан та, уявсене яланах хутшăнма тăрăшнă, тăван ялăн пурнăçĕпе интересленсех тăнă... 
Унтанпа вăхăт сахал мар иртрĕ. Çĕнĕ ĕмĕрте ав 12 çул пурăнатпăр. Нумай улшăнусем пулчĕç. Йывăрлăхсем те сахал мар вырăн тупрĕç. Паян пурнăç тĕпренех улшăнчĕ тесен те юрать. Чăваш чĕлхинче "пурнăç шăпи” текен сăмахсем пур. Вĕсемех мана та 2000 çулта тăван яла илсе килчĕç. Ĕмĕр пуçламăшĕ нумай çыншăн çăмăл килмерĕ. Ăна пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ялсенче çамрăксем çукпа пĕрехчĕ. Пуррисем те ытларах эрех-сăрапа иртĕхетчĕç. 
Мĕн тăвăн, йывăр пулсан та, пурăнасах тетпĕр çав. Çапла вара, мăшăрпа килĕшсе, ял вĕçĕнчи пушă вырăнта (кунта атте-анне пÿрчĕ пулнă) кил-çурт çавăртăмăр. Çăмăлах марччĕ. Унччен нумай çул хушши ялта çурт лартаканах пулман та темелле. Ку ĕнтĕ нумай сăлтава пула. Эпĕ вара хамăн тĕслĕхпе çул уçрăм пуль. Халĕ пăхатăп та, юлашки 6—7 çул хушшинче ял варринче çĕнĕ çуртсем хăпара-хăпара ларчĕç. Ĕлĕкрен пĕр урампа пурăннă ялта çĕнĕ урамлă та пултăмăр. Ăна "Кураковсен урамĕ” тесе ят патăмăр. Ялти 1930 çулсенчи 1-мĕш колхоз председателĕ ячĕпе. 
Лайăх улшăнусем вăй хумасăр пулмаççĕ. Çамрăксем ытларах курăна пуçларĕç ял хушшинче. 6 çул ялти староста ĕçĕсене туса пынă май, эпĕ хамăр ял çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсем çинчен каласа парасшăн. Паллă ĕнтĕ, хальхи пурнăç пирĕн асаттесемпе асаннесенчен нумай енпе урăхларах. Лава çÿреместпĕр, пир тĕртместпĕр, çурлапа тырă вырмастпăр, хура мунчара çăвăнмастпăр, суха пуç çинчен тахçанах маннă — пĕтĕмпех каласа та пĕтерес çук. Çапах та кашни вăхăтăн хăйĕн лайăх тата йывăр саманчĕсем пур. Çав йывăрлăхсене пула алă усакансем те тупăнкаларĕç. Çапах та юлашки çулсенче пирĕн ялта лайăххи чылай пулчĕ. Акă çĕнĕ урамра та электричество çути çунать. Паян "кăвак çулăмпа” та усă курма пуçларĕç ку урамра пурăнакансем. Сахал мар тăрăшрĕç вĕсем ку ырлăхпа усă курас тесе. Газ кĕртме кăна 200 пине яхăн тенкĕ укçа пухрĕç хăйсенчен. Малалла кăштах шыв пирки асăнса хăварас килет. Ку ыйту ялта тахçантанпах тăратчĕ. Пĕр вăхăт ялта шыв пăрăхĕ ĕçленипе пĕрлех 4 пусă пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн шыв башни юрăхсăра тухрĕ. Пусăсен шăпи те çавăн пекех пулчĕ. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Пĕр вăхăт çĕр-шывра çапла тĕллев лартнăччĕ: пур ял тăрăхне те ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси. Пире те шантарчĕç, "анчах паян укçа çук”, — терĕç. Ĕçе хăвăртлатас тесен, малтанлăха халăхран укçа пухмаллине палăртрĕç. 2010 çулта килĕрен укçа пуçтарса (пĕтĕмпе 22 пин тенкĕ) проект тутартăмăр. Çав çулах Çĕнĕ Выççăлккă ялĕ 120 çул тултарнă ятпа ирттернĕ уявра район администрацийĕн пуçлăхĕ 2011 çулта титула кĕртсе шыв пăрăхĕ хывма пулăшатпăр тесе ял халăхне сăмах панăччĕ. Унтанпа шыв нумай юхрĕ. Пуçлăхсем те улшăнчĕç. "Ачи макăрмасан, амăшĕ чĕчĕ памасть”, — теççĕ халăхра. "Макăркаларăмăр-ха та”, анчах усси пулмарĕ тесен те юрать. "Амăшĕсем” çапларах шутларĕç пулмалла: "Сăпка ачисем мар, хăйсемех тапкаланччăр”. Мĕн тăвăн — тапаланать халăх. Килĕрен ĕлĕкхилле нимесем туса пусăсем чава пуçларĕç. Паян пирĕн пĕчĕк (40 кил ытларах) ялта 20 çăл шутланать. Пурне те тимĕр-бетон ункăсем ярса тунă. Хакĕ те пĕчĕкех мар ĕнтĕ: 1 çăл 30—35 пин тенке ларать. Проект валли 22 пин тенкĕ пухнă укçа ахалех пĕтрĕ пулмалла. Камран ыйтмаллине те пĕлме хĕн халĕ. Ун пек ыйтусемпе интересленме вăхăт çук ĕçлекен халăхăн. Çавăнпа та ĕнтĕ "амăшĕсен” ячĕсене асăнмăпăр. Паянхи пурнăçпа пурăнас тетпĕр. 2010 çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 65 çул тултарнă ятпа яла пырса кĕнĕ çĕрте палăк уçрăмăр. Палăка майăн 9-мĕшĕнче уçнă чухнехи митингра район пуçлăхĕсемпе пĕрле тĕрлĕ çĕртен хăнасем те нумай пулчĕç. Сăмах май, асăну палăкне халăх вăйĕпех турăмăр. Унăн хакне те асăнмасăр хăварас килмест: 170—180 пин тенкĕпе танлашрĕ. Ку хака пĕтĕмпех Шупашкарти "Минерал” ООО гендиректорĕ В. Н. Васильев хăй çине илчĕ. Вăлах палăк авторĕ те. Мăшăрĕпе — Галина Николаевнапа (Ордем Гали) — пирĕн ялта чаплă кил-çурт çавăрчĕç. Юлашки çулсенче ял уявĕсене чаплă çак кил-çурт умĕнче ирттеретпĕр. Кунтах ачасене выляма ятарлă вырăн та йĕркеленĕ. Асăну палăкĕ те хирĕçех ларать. Питĕ шел, пирĕн хушăра тек В. Н. Васильев çук ĕнтĕ. Кăçал вăл вăхăтсăр вилсе кайрĕ. Йывăр çухату пулчĕ çакă ял халăхĕшĕн. Темиçе кун маларах кăна-ха Владимир Николаевичпа яла тирпей-илем кĕртесси пирки канашланăччĕ. Пысăк ĕçсем палăртнăччĕ. Шăпи çапларах пулчĕ пуль, йывăр тăпри çăмăл пултăр. Тăван савнă ялăм çĕнĕ çуртсемпе илемленсех пырать. Чÿречесем умĕнче тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ешереççĕ. Урам хушшине те таса тытма тăрăшатпăр. 2011 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, районти ял тăрăхĕсенчи ялсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Премине те тивĕçнĕччĕ. 1 пин тенкĕ, терĕç. Тĕлĕнмелле "пысăк” укçа хальхи вăхăтра. Малтанах кăштах кÿренмелле пекчĕ. Халăхра "кÿренекенсем” çинче шыв турттараççĕ”, теççĕ. Çавăнпа та шарламăпăр. Малаллах пăхмалла пурнăçра. 
Юлашки вăхăтра ирттернĕ ял пухăвĕсенче пирĕн ялан пĕр пысăк ыйту тухса тăрать. Ăна эпир район пуçлăхĕсене хаçат урлă пĕлтерес терĕмĕр. Ял хушшине 200—300 метр тăршшĕ асфальт сармалла. Ку ĕçе эпир хамăр тĕллĕн тума вăй çитерейместпĕр. Вак чул сарса парсан та çырлахатпăр. Кĕркунне-çуркунне ял хушши пылчăксăр пулмасть. Автолавккăсем килсех çÿреççĕ. Ытти сăлтавпа та машинăсем кĕрсе тухаççĕ. Чун хурланать хамăр тунă илем пылчăкпа çăрăлнă вăхăтра. Çак ыйтăва татса пама пулăшсан, пирĕншĕн калама çук пысăк "преми” пулĕччĕ. Ĕçне кура хисепĕ пулĕччĕ. Ку йĕркесенче эпĕ никама та ятсемпе палăртмарăм. Пурин çинчен те (ватти-вĕттипех) уйрăммăн асăнма пулать. Пурне те пысăк тав. 
Юлашкинчен пĕр-икĕ йĕркепе хам çинчен. Пĕлтĕрхи ку вăхăталла 65 çул тултарнăччĕ. Халăхра калашле "утатпăр утмăла, çитетпĕр çитмĕле”. Ĕçсĕр ларма вăхăт çук. Çуллахи вăхăтра хĕле хатĕрленмелле. Хĕлле алă ĕçĕсемпе ларкалатăп. Конкурссене хутшăнатăп. Кăçалхи Ака туйра 1-мĕш вырăншăн диплома та тивĕçрĕм. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулта ачасене ал ĕçĕсем тума вĕрентрĕм. Художество пултарулăх ушкăнĕпе те çыхăну тытма тăрăшатăп. Унăн пултарулăх ертÿçи В. А. Николаева чĕнмесĕр хăвармасть. Тав уншăн. Çакăн пек шăвать вăхăт. Пурăнасчĕ-ха халăхпа пĕрле савнă тăван ялта.

Г.Гурьев
Кам хушнă: mixaj_58 |
Миçе çын пăхнă: 429 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024