Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, медицина наукисен докторĕ А.Г.Кириллов
[ · Уçласа ил () ] 28.08.2009, 17:56
null13.08.2009 
"Хыпар" 

Алина ЛУКИЯНОВА 

Çамрăк ăру сывă ÿстĕр, тĕрĕс-тĕкел аталанса ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларма, общество пурнăçне туллин хутшăнма пултартăр тесе пирĕн çĕршывра нумай тăваççĕ. Çак тĕллевпе йышăннă "Раççей ачисем” тата "Чăваш Ен ачисем” программăсемпе килĕшÿллĕн юлашки çулсенче кăна пирĕн республикăра та паха оборудованипе, çĕнĕ технологисемпе усă курса витĕмлĕ пулăшакан центрсем хута кайрĕç. Паллах, хăйсем тĕллĕн сиплеймеççĕ вĕсем: опытлă специалистсем, ĕçе пĕлсе йĕркелекен мал курăмлă ертÿçĕсем кирлĕ. Ун пек çынсем пирĕн пур. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, медицина наукисен докторĕ А.Г.Кириллов. Вăл пĕтĕм пурнăçне педиатрипе çыхăнтарнă, 1975 çултанпа медицинăра ĕçлет, 25 çул ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче амăшĕпе ачин сывлăхĕшĕн тăрăшакан службăна ертсе пынă. Паян - ача-пăча республика больницин тĕп врачĕн реабилитаци енĕпе ĕçлекен çумĕ. Александр Григорьевич сывлăха çирĕплетмелли ятарлă технологисемпе усă курни ачасен пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Калаçу та унпа çак ыйтусем тавра ытларах пулчĕ.

- Александр Григорьевич, ача тухтăрĕн ĕçĕ мĕнпе илĕртрĕ-ха сире?

- Атте Григорий Кириллович хĕрĕх виçĕ çул Красноармейски районĕнчи Янкасри фельдшер-акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлерĕ. Эпĕ ача чухне "васкавлă пулăшу” таврашĕ пулман. Кирек мĕн сиксе тухсан та ял фельдшерĕ патне пынă. Атте пилĕк яла пăхса тăратчĕ. Çур çĕрте те, ир енне те ăна чĕнме пыратчĕç. Эпĕ вара, питĕ сисĕмлĕ çывăраканскер, тÿрех вăранаттăм, аттене хăйĕнпе пĕрле илме ыйтаттăм. Унпа пĕрле чирлисем патне çÿресе сиплевçĕ ĕçĕ кăткăс та питĕ яваплă пулнине ăнланса илтĕм. Атте мана хăйĕн профессине юратма çапла систермесĕр хăнăхтарса пынă пулас. Анне те, кĕçĕн классен учительници Марина Владимировна, мана аттен ĕçĕ килĕшнипе кăмăллăччĕ. Унтан Красноармейскинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне районти тĕп больницăна Цветков çамрăк педиатр килчĕ. Вĕренекенсен сывлăхне тĕрĕслеме пырсан унпа паллашрăмăр. Ку та витĕм кÿчĕ пулас: шкул пĕтернĕ тĕле маншăн йăлтах паллăччĕ ĕнтĕ - педиатр пулатăп. Аттестат илсенех Чулхулари мединститута вĕренме кĕтĕм.

- Çапла вара медицина ĕçченĕсен династине малалла тăсатăр...

- Династи пуçлăхĕ - атте, медицинăри стажĕ - 63 çул. Аппа Надежда Удмуртири Глазов район больницинче врачра ĕçлет. Йăмăкăн Лидăн хĕрĕ Алена та врач. Манăн арăм Роза Германовна педиатр: вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, унпа эпир институтра пĕрле вĕрентĕмĕр. Халĕ - Шупашкарти ачасен 3-мĕш больницин тĕп врачĕн поликлиника енĕпе ĕçлекен çумĕ. Пирĕн хĕр Ирина - акушер-гинеколог, унăн упăшки Дмитрий Вакатов /паллă тухтăрсен çемйинчен/ - нейрохирург. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн династин медицинăри ĕç стажĕ 360 çулпа танлашать. Ывăлăм Алексей вара юрист профессине вĕренчĕ.

- Диплом илсен ăçта ĕçе тытăнтăр?

- Мăшăрпа иксĕмĕре министерствăран тăван республикăна таврăнма ыйтрĕç те - Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче çулталăк интернатура шучĕпе ĕçлерĕмĕр, унтан Красноармейскине куçрăмăр. Эпĕ районăн тĕп педиатрĕнче, каярахпа больницăн тĕп врачĕн çумĕнче ĕçлерĕм. Роза Германовнăна ача-пăча консультацийĕн заведующине лартрĕç. Эпир пынă чухне районта лару-тăру кăткăсчĕ: черетлĕ çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх тин çуралнă пин ача пуçне 66,6-шĕ вилнĕ. Питĕ пăшăрхантаракан цифра. Ăна чылай чакарас тĕллевпе нумай вăй хума, тухтăрсене, фельдшерсене, медсестрасене вĕрентме, çирĕпрех ыйтма тиврĕ, ашшĕ-амăшĕн шкулĕсене йĕркелерĕмĕр, тăнăçсăр çемьесемпе ĕçлеме милиципе социаллă службăсен представителĕсене хутшăнтартăмăр. Тăрăшни сая каймарĕ: пепкесем вилессине темиçе хут чакарма пултартăмăр.

- Республикăра ун чухне ку тĕ-лĕшпе лару-тăру мĕнлерехчĕ?

- Пин ача пуçне 25-е яхăнччĕ. Çавăнпа 1982 çулта пирĕн опыта асăрханă сывлăх сыхлавĕн министрĕ Николай Григорьевич Григорьев тĕп врачсем умĕнче мĕнле ĕçлени пирки тухса калаçма ыйтрĕ. Унтан, килĕшесшĕнех марччĕ пулин те, министрăн амăшĕпе ачин сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен çумне лартрĕç. Ку енĕпе управлени, пай пуçлăхĕ пултăм, çирĕм пилĕк çул амăшĕпе ачин сывлăхĕшĕн тăрăшрăм. Пепкесем вилесси тăватă хут чакрĕ, 2008 çулхи статистика тăрăх, пин ача пуçне - 5,9. Ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки, Раççей Федерацийĕнче вара çакăн пек вунă регион йышне кĕретпĕр. Кунта манăн тÿпе те пур тесе шухăшлатăп. Çапах та доктор диссертацийĕ хÿтĕленĕ хыççăн кăçал министерствăран кайма йышăнтăм. Практик ĕçĕ ытларах илĕртме пуçларĕ. Тата пухăннă опыта, пĕлĕве çамрăксене парас килет. Республика больницинче, Чăваш патшалăх университечĕн педиатри кафедринче çак тĕллеве пурнăçа кĕртме май ытларах. Унсăр пуçне икĕ çынна кандидат диссертацийĕ хÿтĕлеме хатĕрлетĕп.

- Александр Григорьевич, доктор диссертацине ăнăçлă хатĕрленĕ ятпа саламлатпăр сире. Вăл чăвашсен сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тĕпчев ĕçĕ тенине илтнĕччĕ...

- Диссертаци теми - "Чăваш Республикинчи йăхран куçакан чирсем”. Ăна икĕ специальноçпа хÿтĕлерĕм: "Медицина генетики” тата "Педиатри”. Чăваш Енри ултă районта 267480 çынна тĕрĕслесе йăхран куçакан 150 чире палăртма май килчĕ. Тăваттăшĕ чăвашсен хушшинче пуринчен те ытларах тĕл пулать. Пĕри - остеопетроз, ăна "мрамор чирĕ” теççĕ. Кандидат диссертацийĕнче çак чире тĕпчесе пĕтĕмлетÿ тунăччĕ. Вăл тĕнчипех тĕл пулать-ха, анчах питĕ сайра, 100 пин ача пуçне 1 тĕслĕх кăна. Пирĕн республикăра 25-26 хут тăтăшрах: çуралакан 4 пин пепке пуçне - 1. Ку чирпе Красноармейски районĕнче ĕçленĕ чухнех тĕл пултăм, пĕр ачана сиплеме хăтланса пăхнăччĕ. Унтан тата тепĕр çемьере виçĕ ывăл вилчĕ. "Мрамор чирĕпе” çуралнисем вăтамран 2,5 çул пурăнаççĕ. Шел те, паянхи куна унран сыватмалли меслет çук. Остеопетрозлă ачасем чăвашпа чăваш пĕрлешнĕ çемьесенче кăна çуралаççĕ, урăх наци çыннипе мăшăрланнисен кун пекки тĕл пулмасть. Генетика - тĕлĕнмелле наука. Кандидат диссертацине хатĕрленĕ май тĕпчесе чире яракан улшăннă гена палăртма май килчĕ. Молекулярлă диагностика меслечĕпе паян хырăмри ача чирлĕ е чирлĕ маррине пĕлме пулать. Çакăн хыççăн тивĕçлĕ мера йышăнма май пур. Халĕ тата çак ыйтăва çĕклетпĕр: тĕслĕхрен, авланма хатĕрленекен кашни чăваш каччин сывлăхне тĕрĕслемелле тăвасшăн. Унăн "мрамор чирĕн” генĕ пур тăк пулас чăваш мăшăрĕнне те мутаци ген пуррипе çуккине тĕрĕслесе пĕлмелле. Мĕншĕн тесен сывă, анчах çак генлă ашшĕ-амăшĕн "мрамор чирĕллĕ” ача çуралас хăрушлăх 25 процентпа танлашать, 25 процентĕнче чирлĕ мар, анчах мутаци генлă, 50 процент сывă ача çуралма пултарать. Мăшăрланакан чăвашсен çакна пĕлмеллех, сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттермелле тата ача юлсан генетика анализĕ памалла. 

- Сывă çуралнă ача-пăча та чирлемесĕр пулмасть. Хăшĕсем йывăрах аптраççĕ. Ачаран инвалид та сахал мар. Вĕсене витĕмлĕ пулăшу пама пулать-и?

- Ачасен республика больници çумĕнчи реабилитаци центрне шăпах çак тĕллевпе уçнă та ĕнтĕ. Халĕ унăн иккĕмĕш черетне туллин ĕçе кĕртес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Темиçе çул каялла ачасене чир хыççăн çирĕплетме Сывлăх сыхлавĕн министерстви урлă санаторисене яма пуçланăччĕ. Халĕ ку тытăм арканчĕ, çĕршывĕпех çак меслетпе усă курмаççĕ. Пирĕн республикăра ачасем валли "Лесная сказка” санатори-лагерь кăна юлчĕ. Ку çав тери çителĕксĕр. Реабилитаци центрĕ ĕçе кĕни лару-тăрăва чылай лайăхлатма кирлĕ. Амбулатори уйрăмĕнче 300 ачана сиплеме пултаратпăр. Ял ачисене стационарта меллĕ пулĕ. Унта 100 яхăн вырăн, хăтлă палатăсем. Ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшне те йышăнатпăр. Амăшĕ больницăра ачин сывлăхне çирĕплетме ирттерекен процедурăсене хутшăнса вĕсене алла илни пĕлтерĕшлĕ. Церебраль шалкăм чирĕпе /ДЦП/ аптракансене илер. Ку патологирен сыватмалли меслете тĕнчере ниçта та шухăшласа тупайман-ха. Çак инкекпе усă курса пуясшăн хăтланакан ултавçă-сиплевçĕсем вара тупăнаççĕ. Вĕсем чире ирттерме пĕлеççĕ иккен. Тархасшăн, ан итлĕр вĕсене, ачăра сиен кăна кÿме пултаратăр. Çапах та шанчăка çухатма кирлĕ мар: реабилитаци мелĕсемпе усă курса, чăтăмлă ĕçлесе ачан пурнăç шайне лайăхлатма, хăйне хăй пăхса тăма, обществăра пурăнма хăнăхтармашкăн пулать. Çемьерен нумай килет. Больницăра çулталăкра 2-3 хут 20-шер кун сипленĕ-ха вăл. Анчах реабилитаци ĕçне килте тăсмасан 20 кун хушшинче тунă ÿсĕмсем харама каяççĕ. Реабилитаци процесĕ вĕçĕмсĕр пулмалла.

- Çĕршывра ачасен сывлăхне çирĕплетме йĕркеленĕ çакăн пек центр нумай-и?

- Федерацин Атăлçи округĕнче - Шупашкарта кăна. Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп реабилитологĕ Евгений Теодорович Лильин пирĕн базăпа паллашнă хыççăн унăн хăватне пысăка хурса хакларĕ. Чăваш Енри центр федераци округĕн центрĕ пулма тивĕçлĕ тесе палăртрĕ. Çак статуса парсан питĕ аван пулĕччĕ, федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕпе тивĕçтерсен реабилитаци службине аталантарма майсем хушăнатчĕç. Ытти регионти ачасене те йышăнма пултараттăмăр. Паллах, чи малтанах вырăнта хамăр республика ачисене ытларах пулăшăттăмăр. Тепĕр центра - федерацин Мускав çывăхĕнчи "Ачалăх” реабилитаци центрне - Е.Т.Лильин ертсе пырать. Унта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ, наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ. Нумай пулмасть çак центра кайса килтĕм. Вĕсен специалисчĕсем пирĕн пата килсе вĕрентесси, пирĕннисем унта кайса опыт пухасси пирки калаçса татăлтăмăр. Пĕтĕм Европа пĕлекен "Ачалăх” центрпа танлашма питĕ йывăр, эпир çапах та унăн шайне çывхарма вăй-хала шеллемесĕр тăрăшăпăр, пирĕн пата килекен ачасемпе ашшĕ-амăшĕн шанчăкне тÿрре кăларма хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: alex-net
Миçе çын пăхнă: 512 | Уçласа ил: 230 | Комментарисем: 1 | Рейтинг: 5.0/4 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 alex-net   (30.08.2009 01:52) [Материал]
Маттур!

Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024