Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 10 » Физкультурниксен кунĕнче тепĕр спорт тÿремĕ уçăлчĕ
Физкультурниксен кунĕнче тепĕр спорт тÿремĕ уçăлчĕ
19:47
Сăн ÿкерчĕк
                        Фоторепортаж
Физкультурниксен уяв кунĕнче Красноармейскинче тепĕр спорт тÿремĕ уçăлчĕ. Кунта футбол та, волейбол та выляма майсем пур. Çак уяв ячĕпе пухăннисене район пуçлăхĕ С.А.Николаев тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков саламларĕç.  Станислав Андреевич ачасене футбол мечĕкĕ парнелерĕ, вĕсем вара унпа тÿрех футбол вăййи выляма пуçларĕç. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе çак тин кăна хута кайнă спорт тÿремĕшĕн С.А. Никитина тата В.С. Антонова район тата вырăнти администраци пуçлăхĕсене тав сăмахĕ каларĕç.

Уявăн тĕп саманчĕсем Красноармейски салин тĕп стадионĕнче иртрĕç. Кунта вырăнти спортсменсем пухăннă. Куракансем те сахал марччĕ. Вĕсене пурне те Физкультурниксен уявĕн кунĕ ячĕпе район пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин вырăнти Красноармейски уйрăмĕн политсовет секретарĕ С.А. Николаев саламларĕ. «Наша Траковская земля вырастила много именитых спортсменов. Они защищали и защищают честь района на республиканских, всероссийских соревнованиях, чемпионатах Европы и мира. Наша с вами главная задача - сделать физкультуру и спорт массовыми», - терĕ Станислав Андреевич. Вăл районти паллă спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене район администрацийĕн хисеп хучĕсемпе чысларĕ, кунсăр пуçне МУП ЖКХ директорне А.И. Иванова «Единая Россия» партин призĕпе чысларĕ. Пухăннисем умĕнче Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К. Шестаков, тĕнче класлă спорт мастерĕ Оксана Хайбуллина тата район администрацийĕн физкультурăпа спорт аталанăвĕн секторĕн пуçлăхĕ А.Н. Лебедев тухса калаçрĕç.

Кĕçех спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Спортсменсем мини-футболла, шашкăлла, шахматла, хулашла вылярĕç. "Футбол снайперĕ" конкурс та иртрĕ. Çăмăл атлетсем 100 тата 400 метра чупса тупăшрĕç. Велосипедистсемпе йĕлтĕрçĕ-роллерсем те хăйсен ушкăнĕнче вăй виçрĕç. Дартсменсем те хăйсен ушкăнĕнче ăмăртрĕç. Спорта юратакан çемьесем те хăйсен дистанцине чупса тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пурте медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин Красноармейски районĕ

Миçе çын пăхнă: 768 | Кам хушнă: alex-net | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024