Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 02
Сăн ÿкерчĕк
Эпĕ ялта — Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ. Ман куç умĕнче, çур ĕмĕрте, ял шкулĕ нумай енлĕ улшăнса пычĕ. Эпĕ шутлатăп та, мана вĕрентекенĕн профессине "парнелекенсем” хамăр хушăрах, вĕсене аякра шырама кирлĕ мар. 
Учитель çулталăкĕнче хама ача чухне вĕрентсе ăс панă ветеран-педагогсене аса илес кăмăлăм пысăк. Карай вăтам шкулĕнчи учительсем вĕсем, мана çын çине тухма пулăшнă маттурсем. Яланах ырăпа аса илетĕп вĕсене. Пуçламăш класра ăс-тăн парса аталантарнă Федосия Федоровнăпа Алексей Васильевич Сорокинсене, вырăс чĕлхипе вĕрентекен Ю. Ф. Васильева (унпа пĕрле мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнман пулĕ, çав шутра республика шайĕнчисене), шкул директорĕ пулнă П. В. Васильев военрук, историпе обществознанине вĕрентнĕ В. Е. Ефимов, нимĕç чĕлхипе пĕлÿ панă А. П. Прокопьева, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Е. М. Маркова, халĕ тĕп хулари пĕр шкулта директорта вăй хурать, Л. М. Павлова биологпа мăшăрĕ, директор пулнă В. А. Павлов, класс ертÿçисем — М. С. Семеновапа Р. Т. Желе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 620 | Хăçан хушнă: 02.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн VIII отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта вырăнсенчен суйланă 71 делегатран ытларахăшĕ хутшăнчĕ. Конференци 4 сехете яхăн пыни хăех ветерансен чун-чĕрисенче калаçмалли самаях капланнине, ыйтусем нумай çуралнине çирĕплетет.
Пухăннисем умĕнче малтанах ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ В. Х. Гордеева отчет турĕ. Тÿрех çакна палăртса калар-ха. Валентина Харитоновна тав сăмахне чăннипех тивĕç: тÿлевсĕр ку лава пĕр улшăнмасăр тата ывăнмасăр 10 çул тапса туртрĕ, районти ялсенчи ватăсен ырă сăмахĕпе хисепне тивĕçрĕ. Хальхинче те ав ветерансен районти канашĕ хăйĕн ĕçне Уставпа тата ятарлă планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пынине, пухăнакан çивĕч ыйтусене пленумсемпе семинарсенче, ветерансен активĕн пухăвĕсенче пĕрле пăхса тухса сÿтсе явнине, должноçри яваплă çынсенчен тăтăшах отчет-информацисем итленине, районти ветерансем хушшинче опытлă та пуçарул ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 527 | Хăçан хушнă: 02.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024