Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 27
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ иртрĕ. 
Унта хутшăнма Трак ене министр çумĕ Т. В. Казакова ертсе пыракан 12 çынран тăракан ĕç ушкăнĕ килчĕ. Министерство кунне килнисем, пĕчĕкрех ушкăнсене уйрăлса, Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски ял тăрăхĕсенчи культура обăекчĕсене çитсе курчĕç. Тĕслĕхрен, вĕсем муниципаллă архивра документсене мĕнле шута илнипе тата упранипе, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче вĕрентÿ процесне йĕркеленипе тата лицензи илме документсем хатĕрленипе, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, çавăн пекех Кĕçĕн Шетмĕри Э. М. Юрьев ячĕллĕ музейра — ÿкерчĕксен галерейинче юсав ĕçĕсене еплерех йĕркеленипе, районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра халăха кĕнекесемпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Кунпа пĕрлех министерство кунне килнисем вĕсенчи нормативлă актсене, ĕç хучĕсемпе плансене тишкерчĕç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 527 | Хăçан хушнă: 27.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсен организацилле пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район депутачĕсен тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш суйлавсенчи Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен унччен ĕçленĕ тата çĕнĕрен суйланă пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. 
Ларăва çулĕсемпе чи аслă депутат Ю. А. Ильин (11-мĕш Кĕçĕн Шетмĕ суйлав округĕ) уçрĕ. Район Гимнĕ залра мăнаçлăн янăранă хыççăн Красноармейски территори суйлав комиссийĕн председательне В. Ю. Иванова сăмах пачĕç. Валерий Юрьевич 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсене суйланин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Пурĕ 19 депутат суйланнă, 15-шĕ — "Единая Россия” партирен, 1 — РФ КП, 3-шĕ — хăйсене хăйсем тăратнăскерсем. 6-шĕ район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсем пулнă. Депутатсем хушшинче 6 хĕрарăм. Депутатсен вăтам çулĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 359 | Хăçан хушнă: 27.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024