Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 27 » Трак енре — культура министерствин кунĕ
Трак енре — культура министерствин кунĕ
22:31
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ иртрĕ. 
Унта хутшăнма Трак ене министр çумĕ Т. В. Казакова ертсе пыракан 12 çынран тăракан ĕç ушкăнĕ килчĕ. Министерство кунне килнисем, пĕчĕкрех ушкăнсене уйрăлса, Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски ял тăрăхĕсенчи культура обăекчĕсене çитсе курчĕç. Тĕслĕхрен, вĕсем муниципаллă архивра документсене мĕнле шута илнипе тата упранипе, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче вĕрентÿ процесне йĕркеленипе тата лицензи илме документсем хатĕрленипе, халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, çавăн пекех Кĕçĕн Шетмĕри Э. М. Юрьев ячĕллĕ музейра — ÿкерчĕксен галерейинче юсав ĕçĕсене еплерех йĕркеленипе, районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра халăха кĕнекесемпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Кунпа пĕрлех министерство кунне килнисем вĕсенчи нормативлă актсене, ĕç хучĕсемпе плансене тишкерчĕç, культура учрежденийĕсенче тимлекенсене методика пулăшăвĕ кÿчĕç.
Кăнтăрла иртсен министерство кунĕн итогĕсене район администрацийĕн çурчĕн акт залĕнче пулнă анлă ларура (унта районти культура учрежденийĕсенче вăй хуракансемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç) пĕтĕмлетрĕç. Пухăннисем умĕнче министр çумĕ Т. В. Казакова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, ыттисем сăмах каларĕç, министерство кунĕ икĕ енĕшĕн те усăллă тата ĕçлĕ лару-тăрура иртнине палăртрĕç.

А.Лебедев, В.Данилов

Миçе çын пăхнă: 539 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024