Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 27 » Район депутачĕсен Пухăвĕн организацилле пĕрремĕш ларăвĕ
Район депутачĕсен Пухăвĕн организацилле пĕрремĕш ларăвĕ
22:28
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсен организацилле пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район депутачĕсен тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш суйлавсенчи Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен унччен ĕçленĕ тата çĕнĕрен суйланă пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем хутшăнчĕç. 
Ларăва çулĕсемпе чи аслă депутат Ю. А. Ильин (11-мĕш Кĕçĕн Шетмĕ суйлав округĕ) уçрĕ. Район Гимнĕ залра мăнаçлăн янăранă хыççăн Красноармейски территори суйлав комиссийĕн председательне В. Ю. Иванова сăмах пачĕç. Валерий Юрьевич 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсене суйланин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Пурĕ 19 депутат суйланнă, 15-шĕ — "Единая Россия” партирен, 1 — РФ КП, 3-шĕ — хăйсене хăйсем тăратнăскерсем. 6-шĕ район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсем пулнă. Депутатсем хушшинче 6 хĕрарăм. Депутатсен вăтам çулĕ 44,5-пе танлашать. В. Ю. Иванов çĕнĕрен суйланнă депутатсене вăхăтлăх удостоверенисем пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ларура район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсене тата 6 ял тăрăхĕн унччен ĕçленĕ пуçлăхĕсене — А. И. Федорова (Мăн Шетмĕ), О. В. Андреевана (Кĕçĕн Шетмĕ), Л. П. Андрианована (Карай), В. К. Шестакова (Красноармейски), В. Я. Григорьева (Упи) тата А. П. Фролована (Еншик Чуллă) ăшшăн тав турĕ, Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн депутатсем ыйтусене пăхса тухма тытăнчĕç. Вĕсем Красноармейски район пуçлăхĕ — район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн председателĕ пулма пĕр саслăн В. Н. Григорьев депутата (5-мĕш Заволжски суйлав округĕ) суйларĕç, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ пулма вара С. П. Иванова (12-мĕш Яманак суйлав округĕ) шанчĕç. Депутатсем çавăн пекех ялан ĕçлекен секретариат суйларĕç, яланхи виçĕ комисси (экономика ĕçĕ-хĕлĕн, бюджет, финанссем, налуксемпе тÿлевсен; саккунлăха, право йĕркине çирĕплетессин, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарассин тата депутат этикин; социаллă политика, сывлăха сыхлассин, культура, вĕрентÿ тата халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе) тата ревизи комиссийĕн йышĕсене çирĕплетрĕç, район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕнчи "Единая Россия” депутат ушкăнне туса хучĕç, ертÿçи — А. В. Шестаков депутат (2-мĕш Красноармейски суйлав округĕ).
Ларăва Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева хутшăнчĕ, пухăннисене 2010 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчи суйлава ирттерме активлă хутшăннăшăн ăшшăн тав турĕ, В. Н. Григорьева вара яваплă должноçа суйланă ятпа саламларĕ.

В.Данилов
Миçе çын пăхнă: 363 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024