Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 52

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Авăн » 18
Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ кунсенче Трак тăрăхĕнчи шкулсенче истори, географи тата общество пĕлĕвĕ вĕрентекенсен ушкăнĕ (18 вĕрентекен) Чăваш Республикипе юнашар вырнаçнă кÿршĕ Мари ел Республикин шĕкĕр хулине – Йошкар-Олана çул тытрĕç. Унта вĕсем хула центрĕнче çĕкленекен çĕнĕ архитектура микрорайонне çитсе курчĕç, тĕрлĕ паллă вырăнсенче экскурире пулчĕç. Вĕрентекенсене уйрăмах çармăссем хăйсен тĕп хулин историне, унпа çыхăннă паллă çынсен ячĕ-шывне çĕклеме тăрăшни кăмăла кайрĕ тата Европа шайĕнче тăракан архитектура çурчĕсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 211 | Хăçан хушнă: 18.09.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Трак тăрăхĕнчи шкулсенче пилеш пухасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ — ак çак кунсенче те Красноармейскинчи Трак шкулĕ таврашĕнче ӳсекен пилеш йывăççисем тавра шкул ачисем пухăнчĕç. Ĕçе ертсе пыраканĕсем — С.Н. Дмитриева класс ертӳçи тата социаллă педагог М.И. Кириллова. 
10-мĕш класра пĕлӳ пухакансем пилеш пухма уроксем хыççăн пуçтарăннă. Ĕç кал-кал пынă май тупăшĕ те сахал мар — патшалăх валли вĕсем пурĕ 50 килограмма яхăн пуçтарма ĕлкĕрнĕ. 
Пилеш йышăçĕ пирĕн тăрăхра сахал мар ӳсет. Ятарласа лартнисем те чылай тĕл пулаççĕ — ара чăваш тĕнче курăмĕпе çак йывăçран усал-тĕсел те хăрать-çке. Çӳллĕшпе пилеш 20 метра яхăн ӳсме пултарать. Çупа çĕртме уйăхĕнче чечеке ларать те çырлисем — сапакăн-сапакăн пухăннисем — авăн-юпа уйăхĕсенче пиçеççĕ.

Миçе хут пăхнă: 205 | Хăçан хушнă: 18.09.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018