
Республикăри ача-пăча вулавăшĕ тата республикăн Культура министерстви пĕр шухăшлă пулса «Чи вулакан çемье» конкурс ирттернĕ. Ĕнер унăн çĕнтерӳçисене чысланă. Вĕсене темиçе номинаципе хакланă.
«Чи вулакан çемье» номинацинре Красноармейскинчи Григорьевсен çемйи çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Йĕпреçри Емельяновсем, виççĕмĕшне Çĕмĕрле районĕнчи Турханти Красновсем тухнă. «Çемье вулавĕн йăлине сыхласа хăварнишĕн» номинацире малти виçĕ вырăна Андреевсем (Канаш хули), Леонтьевсем (Элĕк), Захаровсем (Шупашкар) пайланă. Кунсăр пуçне ытти номинаци те пулнă.
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/4024.html