Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2016 » Кăрлач » 23
Сăн ÿкерчĕк

Ачалăхра Кушкăри Сад урамĕнче сăрт хĕррипе ултă çурт ларать, вĕсенчен пĕри — садпа юнашартан иккĕмĕшĕ — Илюшсен. Унпа юнашарах — ампар тата вите. Кил хушшинче — пысăк сарай. Пурне те улăмпа витнĕ. Анкартинчи улмуççи çывăхĕнче пĕчĕк мунча хăпартнă. Илюшсен амăшĕ — Татьяна инке — паян ирех ура çинче. Ирхи апат пĕçерме çĕрулми шуратать. Унтан ăна витрери таса шывпа çуса тасатрĕ. Çĕрулмине тураса хурана ячĕ те, шыв тултарса, кăмака умĕнчи çекĕлтен çаклатрĕ. Купăста, сухан, кишĕр хушрĕ, вут чĕртрĕ. Апачĕ вĕреме кĕчĕ, кĕçех пиçрĕ те. Амăшĕ чĕнсен, Илюша, йывăç кравать çинчен йăпăр-япăр сиксе тăрса, пит-куçне çуса хăвăртах тумланчĕ. Амăшĕ алюмини чашăкпа сĕтел çине апат антарса лартсан, вăл сĕтел хушшине вырнаçрĕ, юратнă çынни те юнашар ларчĕ. Апатлансан, сĕтел хушшинчен тухрĕç. Кĕçех пỹрте Илюшăн пиччĕшĕ - Гена кĕрсе тăчĕ. Вăл — колхозри уй-хир хуралçи. Каçхине çĕрулми пуссине хуралланăскер, çĕрĕпех çывăрайман-мĕн. Апа ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 903 | Хăçан хушнă: 23.01.2016 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024