Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Чÿк » 16
Сăн ÿкерчĕк

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче вăл "Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курасси" темăпа пулчĕ. Вĕрентекенсене асăннă шкул ачисемпе учителĕсем çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Унтан ларăва пухăннисем 5 класра "Уçă сасăсен килĕшĕвĕ" темăпа уçă урок пăхрĕç. Урока çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Козлова Ирина Николаевна ирттерчĕ. Вăл, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлле технологисене алла илсе пыраканскер, урока методика тĕлĕшĕнчен питĕ ăста йĕркелесе пычĕ. Ачасемпе лăпкăн та камăллăн калаçни, темăна уçăмлăн та витĕмлĕн ăнлантарни, ачасене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕ ыйтнă пек ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ. Ачасем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, тулли хуравсем пама пĕлни, хăйсен шухăшне уççăн палăртни вĕрентекенĕн ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартрĕ.

... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 474 | Хăçан хушнă: 16.11.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Октябрь уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш Республикинчи Красноармейски район энциклопедине 1500 экземплярпа пичетлесе кăларчĕ. 740 страницăра Трак енри хуçалăхсемпе организацисем, предприятисемпе фирмăсем, шкулсемпе ача сачĕсем, историлле палăксемсемпе çут çанталăкăн палла вырăнĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксен тăватă хушма кăларăмĕ район пурнăçĕпе анлă курăмлă паллаштарать. Кунта 1640 паллă çыннăн кĕске биографине вырнаçтарнă, вĕсенчен 870-шĕн сăн ÿкерчĕкĕ (портречĕ) пур. Тиражран 75 экземплярĕ энциклопедие кăларма хастар хутшăннă юлташсене парнелĕх пулать, 25 экземплярĕ республикăн библиотекисене каять. Сутлăха 1400 экземпляр тухать, çавăнпа энциклопедие илсе юлма васкамалла. Энциклопедие районти тĕп библиотекăра илме май пур, вăл центрти бизнес-инкубатор çуртĕнче вырнаçнă. Тел. 8-960-307-20-02. Энцикопедин презентацийĕ чÿк (ноябрь) уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Максим Горький ячĕллĕ Наци библиотекинче иртет. 13.00 сех ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 335 | Хăçан хушнă: 16.11.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024