Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 4 » “Çăлтăрсен балĕнче” шкулсенчен вĕренсе тухнисене чысларĕç
“Çăлтăрсен балĕнче” шкулсенчен вĕренсе тухнисене чысларĕç
23:51
Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче йăлана кĕнĕ Вĕрентÿ кунĕ — "Çăлтăрсен балĕ" иртрĕ. Кăçалхипе 13-мĕш хут йĕркеленĕскере Вĕрентекен çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65, тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç. Асăннă мероприятие шăрăх çанталăка пăхмасăр (вăл каç еннелле пуçăнчĕ пулсан та) районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем (пурĕ 124-ăн), вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем хутшăнчĕç. 
Вĕсене малтанах районти искусство шкулне çÿрекенсем (директорĕ Н. М. Никоноров) хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Анастасия Козлова ав "Асамат" юрра пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕ. Хореографи енĕпе вăтам ушкăна çÿрекенсем (ертÿçи А. Козлова) Куба халăх тата хальхи ташăсемпе савăнтарчĕç. Вокал ушкăнĕ (солисчĕсем А. Козлова, М. Иванова тата Л. Герасимов) "Çĕнтерÿ кунĕ" ("День Победы"), çавăн пекех мирпе илемлĕх çинчен хывнă юрăсем парнелерĕ. Маргарита Иванова уйрăммăн юрлани те пухăннисене çав тери килĕшрĕ.
Шкулпа сывпуллашма хатĕрленсе тăнисен уявне О. Филипповапа Н. Никоноров йĕркелесе пычĕç. Вĕсем "Çăлтăрсен балне" уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Н. И. Антонова сăмах пачĕç.
— Сирĕншĕн шкулсенчи 11 çул хыçра ĕнтĕ. Вĕсем пурсăрăн асра та яланлăхах юласса шанса тăратăп. Паян эсир аллăра хаклă пĕрремĕш документ — аттестат илетĕр. Педагогсене те, ашшĕ-амăшне те тав сăмахĕсем калатăп. Вĕсем малашне те сирĕнпе юнашар пулĕç, кирлĕ чухне пулăшу кÿрĕç, — терĕ Николай Илларионович.
Раççей Федерацийĕн Гимнĕ бал пуçланнине пĕлтерсе мăнаçлăн янăранă хыççăн выпускниксене вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕн çумĕ С. Д. Суховетрюк, кăшт каярахпа вара район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ăшшăн саламласа ырăлăх сунчĕç. "Вĕренмелле, вĕренмелле тата вĕренмелле" тенине ялан асра тытма сĕнетĕп сире тата тивĕçлĕ пĕлÿ илсе тăван районăмăрах таврăнасса шанатăп", — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Владимир Валерьянович.
Унтан сцена çинче чыслав пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн премине Упипе Карай шкулĕсем тата Трак гимназийĕ (директорĕсем Ю. В. Федоров, Р. И. Малинина, Г. И. Юлмасова), Красноармейскинчи 2-мĕш, Упи шкулĕсенчи Л. Ю. Илларионова, Ю. В. Федоровпа И. Б. Миронова педагогсем тивĕçрĕç. Вĕсене халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи хут купăсçăсен ансамблĕ "Чăваш сюити" парнелерĕ.
Сцена çине иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи професси конкурсĕсенче çĕнтернĕ учительсене йыхравлаççĕ. "Çулталăкри чи лайăх директор" — Ю. В. Федоров (Упи), "Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен чи лайăх çумĕ" — И. А. Федорова (Трак гимназийĕ), "Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен чи лайăх çумĕ" — Н. Г. Максимова (Пикшик), "Чи лайăх класс ертÿçисем" — О. Г. Гурьевапа (Трак гимназийĕ) Т. И. Алексеева (КСОШ-2), "Чи лайăх социаллă педагог" — М. И. Кириллова (Трак гимназийĕ), "Хушма вĕрентĕвĕн чи лайăх педагогĕ" — Л. В. Фролова (Упи), "Чи лайăх сетевой учитель" — М. К. Ашмарина (Трак гимназийĕ), "Чи лайăх аслă вожатăй" — Д. Ф. Ефимова (Трак гимназийĕ). В. В. Александровпа Н. И. Антонов вĕсене ятарлă дипломсемпе чысларĕç.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн С. Н. Петров (КСОШ-2), З. Н. Иванова (Упи), Г. И. Томасова (Трак гимназийĕ), А. С. Семенова (район центрĕнчи "Колосок" ача сачĕ) тата М. П. Федорова (Именкасси) район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Тав хутне тивĕçрĕç.
Кăçал шкулсенчен вĕренсе тухнисен ячĕпе учительсене Алексей Васильев (Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул) тав сăмахĕсем каларĕ. Республикăри тата районти конкурссен лауреачĕ Елена Николаева вара (Еншик Чуллă шкулĕ) вĕсене "Шкул вальсĕ" юрă парнелерĕ.
Чи хавхалануллă та савăнăçлă самант çывхарса çитрĕ. Тарăн та çирĕп пĕлÿпе палăрнисене медальсемпе чыслама тытăнаççĕ. Ылтăн медале 3-ĕн (Пикшик шкулĕнчи Ольга Анисимова, Трак гимназийĕнчи Татьяна Павловапа Владимир Арсентьев), кĕмĕллине 6-ăн (Упири Валерий Борисовпа Дмитрий Николаев, Алманчри Анастасия Николаева, Карайри Руслан Порфирьев тата Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти Вероника Ивановапа Алексей Васильев) тивĕçрĕç. Медальсем илнисен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н. И. Арсентьева тав сăмахĕ каларĕ.
Унтан "Олимп шанчăкĕ", "Пултарулăх çынни" тата "Лидер" номинацисенче 15 выпускника дипломсемпе наградăларĕç. Елена Николаевапа (Еншик Чуллă) Марина Степанова (Карай) вĕсен ячĕпе çĕкленÿллĕ юрă шăрантарчĕç.
Сцена çине вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен класс ертÿçисене чĕнеççĕ. Вĕсен ячĕпе В. В. Васильева (Мăн Шетмĕ) ăшă та чун-чĕрене хумхантаракан сăмахсем каларĕ.
Сыв пуллашу вальсĕ хыççăн выпускниксем район ертÿçисемпе пĕрле Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешсене сума суса Красноармейскинче çĕкленĕ Асăну монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

* * *
Çав каçах районти шкулсенче выпускниксен балĕсем пулчĕç. Шкул вĕренсе тухакансене алла аттестатсем пачĕç. Вĕсем ирхи шуçăма та юратнă учителĕсемпе пĕрле кĕтсе илчĕç. (В. Данилов)

Çăлкуç: "Ял пурнăçĕ"
Миçе çын пăхнă: 574 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024