Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 54

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 04
Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче, шăмат кун, Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкул территорийĕнче Шывпуç ялĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнĕ май уяв иртрĕ. 
Ăна Шывпуç тата Вăрманкас Чуракасси ялĕсен старостин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн А. М. Михайловăн пуçарăвĕпе кăçал пуçласа йĕркелерĕç, района туса хунăранпа 75 çул çитнине халалларĕç. Малашне ял уявне çулленех çĕртме уйăхĕн юлашки шăмат кунĕнче ирттерме калаçса килĕшрĕç.
Кĕске справка. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, малтанхи перепиçрех Шывпуçĕнче 56 кил шутланнă, вĕсенче пĕтĕмпе 331 çын, çав шутра 155 арçын, пурăннă. Сăмах май, халĕ Шывпуç тата Вăрманкас Чуракасси ялĕсенчи уйрăм 134 хуçалăхра 300 ытла çын пурăнать.
Ку тăрăхран паллă çынсем нумайăн тухнă. Праçникре вĕсенчен чылайăшне ăшшăн аса илчĕç. Шывпуçĕнче, сăмахран, 1917 çулта чăвашсен паллă сăвăçи Василий Васькин çĕр çине ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 238 | Хăçан хушнă: 04.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче йăлана кĕнĕ Вĕрентÿ кунĕ — "Çăлтăрсен балĕ" иртрĕ. Кăçалхипе 13-мĕш хут йĕркеленĕскере Вĕрентекен çулталăкне, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65, тăван районăмăра йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалларĕç. Асăннă мероприятие шăрăх çанталăка пăхмасăр (вăл каç еннелле пуçăнчĕ пулсан та) районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем (пурĕ 124-ăн), вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем хутшăнчĕç. 
Вĕсене малтанах районти искусство шкулне çÿрекенсем (директорĕ Н. М. Никоноров) хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Анастасия Козлова ав "Асамат" юрра пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕ. Хореографи енĕпе вăтам ушкăна çÿрекенсем (ертÿçи А. Козлова) Куба халăх тата хальхи ташăсемпе савăнтарчĕç. Вокал ушкăнĕ (солисчĕсем А. Козлова, М. Иванова тата Л. Герасимов) "Çĕнтерÿ кунĕ" ("День Побед ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 293 | Хăçан хушнă: 04.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018