Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 27
Сăн ÿкерчĕк
Трак тăрăхĕнче вырма ĕççи хĕрсех пырать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун тĕлне 1456 гектар çинче тĕш тырă вырса тата çапса илнĕ. Вăл кăçалхи типĕ çанталăкра упранса юлнă лаптăкăн 31 проценчĕ пулать. Кĕрхи тĕш тыррăн пĕтĕмĕшле лаптăкне илес пулсан, унăн  91 процентне çапса илнĕ те ĕнтĕ. Уй-хирте пĕтĕмпе 22 комбайн ĕçлет. 
Тырпула пухса кĕртессипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлă хуçалăхсем çапса илнĕ лаптăксенчи  улăма çийĕнчех урана хываççĕ. Улăма пĕтĕмпе 995 гектартан пухса хунă. Улăмран пушаннă лаптăксенчен 230 гектарне сухаласа пăрахнă. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарассипе те тимлеççĕ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утă (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%),  2380 т силос (37,2%) хатĕрленĕ.
Килес çулхи тырпул шăпи çинчен те манмаççĕ красноармейскисем. Кĕр тыррисем акса хăварма 1806 га çĕр хатĕр те ĕнтĕ.
Миçе хут пăхнă: 649 | Хăçан хушнă: 27.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чулхула облаçĕнчи Выкса районне кĕрекен Семилово ял тăрăхĕнче пысăк инкек сиксе тухнă — 34 киллĕ ялта 25 çурт çунса кĕлленнĕ. Хăрушă пушар утăн 25-мĕшĕнче, вырсарникун, алхаснă. Вырăнти МЧС пĕлтернĕ тăрăх, пĕр çын та суранланман. Кил-çуртсăр юлнă çынсене (ялта пурĕ 49 çын пурăннă) юнашарти Çĕнĕ Дмитриевкăри шкула вырнаçтарнă. Халĕ вĕсемпе психологсем ĕçлеççĕ.
Пушар Рязань облаçĕ енчен килнĕ иккен, ун лаптăкĕ 2 пин гектара сарăлнă. Вут-çулăм хальхи вăхăтра Сноведьпе Норковка ялĕсемпе, Осиповкăпа Унор посёлокĕсем патне çывхарать. Вĕсенче пырăнакан çынсен те хăйсен килĕсене пăрахса кайма тивет пулмалла. пушарпа пурĕ 437 çын кĕрешет, вĕсене пулăшма çар службинче тăракан салтаксене те янă.
Тăвансемĕр, вут-кăвартан сыхланăр! Вăрман таврашĕнче вут-кăвайт ан чĕртĕр!

Миçе хут пăхнă: 569 | Хăçан хушнă: 27.07.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024