Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 27 » "Ĕççи-2010" хĕрсех пырать
"Ĕççи-2010" хĕрсех пырать
22:28
Сăн ÿкерчĕк
Трак тăрăхĕнче вырма ĕççи хĕрсех пырать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун тĕлне 1456 гектар çинче тĕш тырă вырса тата çапса илнĕ. Вăл кăçалхи типĕ çанталăкра упранса юлнă лаптăкăн 31 проценчĕ пулать. Кĕрхи тĕш тыррăн пĕтĕмĕшле лаптăкне илес пулсан, унăн  91 процентне çапса илнĕ те ĕнтĕ. Уй-хирте пĕтĕмпе 22 комбайн ĕçлет. 
Тырпула пухса кĕртессипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлă хуçалăхсем çапса илнĕ лаптăксенчи  улăма çийĕнчех урана хываççĕ. Улăма пĕтĕмпе 995 гектартан пухса хунă. Улăмран пушаннă лаптăксенчен 230 гектарне сухаласа пăрахнă. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарассипе те тимлеççĕ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утă (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%),  2380 т силос (37,2%) хатĕрленĕ.
Килес çулхи тырпул шăпи çинчен те манмаççĕ красноармейскисем. Кĕр тыррисем акса хăварма 1806 га çĕр хатĕр те ĕнтĕ.

Миçе çын пăхнă: 658 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024