Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 86

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 28 » Чăваш чĕлхи эрни ăнăçлă иртрĕ
Чăваш чĕлхи эрни ăнăçлă иртрĕ
17:05
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пирĕн республикăра, çав шутра Трак тăрăхĕнче те И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне паллă туса чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулта та чăваш чĕлхи эрни ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ăна Чăваш патшалăх символики кунне, Чăваш Республикине туса хунăранпа 90 çул, Красноармейски (Трак ен)  йĕркеленнĕренпе 75 çул, Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ  тунăранпа 65 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.

Чăваш чĕлхи эрнинче И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалласа урок презентацисем иртрĕç. Кунсăр пуçне шкулта илемлĕ вулакансен конкурсне, сăвă çыракансен тупăшăвне, çемье гербне ÿкерес енĕпе ăста ачасен пултарулăх конкурсне, чăвашсен паллă поэтессипе Раиса Сарпипе тĕл пулу йĕркеленĕ.  

Эрне чăваш сăмахлăхне, юрри-ташшине тата  сăвви-кĕввине юратакан ачасен пултарулăх уявĕ-концерчĕпе вĕçленчĕ. Концерта чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ (ертÿçи - Михайлов В.М.) йĕркелесе пычĕ.

Миçе çын пăхнă: 452 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
1 mixaj_58   (28.04.2010 20:40)
Чăвашра вăрманĕ те чăвашла кашлать... /Л.Мартьянова/

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018