Район администрацийĕн пуçлăхĕ

Район администрацийĕн
пуçлăхĕн тивĕçĕсене 
вăхăтлăха пурнăçлакан
Григорьев Яков 
Михайлович
Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 84

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Утă » 31 » Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене тивĕçнĕ М.В.Игнатьев пирĕн районта пулнă
Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене тивĕçнĕ М.В.Игнатьев пирĕн районта пулнă
14:50
Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Трак ен тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене тивĕçнĕ М.В.Игнатьев пулнă. Ăна «Хĕрлĕ Сормово» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлĕх çĕрĕ çинче район администрацийĕн пуçлăхĕ   В.В. Александров кĕтсе илнĕ.  Вĕсем пĕрле  çак хуçалăхăн тырă алласа типĕтмелли комплексне, мехпарка,  ял хуçалăх техникине вырнаçтарма тин кăна çĕкленекен ангара тата Яманакри сĕт-çу фермине çитсе курчĕç. Хуçалăх ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан А.М.Моисеев пĕлтернĕ тăрăх «Хĕрлĕ Сормовăра» уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çанталăк типĕ тăнине пула тухăç пысăк мар пулин те, ял çыннисем çитĕннĕ тырпула вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртесшĕн. Михаил Васильевич ĕçлекен халăхпа тĕл пулса калаçрĕ, çут çанталăк йывăрлăхĕсене пула шар тÿснĕ хуçалăхсене патшалăх енчен пулăшу кÿмеллех терĕ. 

Унтан М.В. Игнатьев  «Таябинка» агрофирмăна  çитрĕ. Ăна çак пĕрлĕх директорĕ А.П. Афанасьев тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕ Ю.А. Попов кĕтсе илчĕç. Михаил Васильевич агрофирмăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Уйрăмах вырма ĕçĕсем  епле пынипе, кĕрхи культурăсене акса хăварассипе епле тимленипе кăсăкланчĕ.  Кунсăр пуçне Йÿçкасси ял таврашĕнчи çĕр улми анине çитсе килчĕ, çĕр улми тухăçĕпе интересленчĕ.

М.В. Игнатьев районти шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле  хатĕрленнипе те кăсăкланчĕ. Çав тĕллевпе вăл Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулта пулчĕ. Унăн ыйтăвĕсене шкул директорĕ И.В. Кускова хуравларĕ. Михаил Васильевич вĕренÿ кабинечĕсене кĕрсе тухрĕ, шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе кăмăллă юлчĕ.

М.В.Игнатьев  «Газпром Трансгаз – Нижний Новгород» - «Заволжское ЛПУМГ» филиалăн «Заволжский» клубĕнче Красноармейски районĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва районти хуçалăхсемпе учрежденисен ертÿçисем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе  шкул директорĕсем хутшăннă.  Форумра вырма ĕççи епле пынине, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕçе йĕркеленине, республикăри районсем хушшинчи экономикăлла тупăшу епле пынине сÿтсе явнă.  Кунсăр пуçне вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленессипе епле ĕçлесе пынине тишкернĕ, вĕсенчен тухакан задачăсене палăртнă. Ку ыйтусемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.В. Павлов, Чăваш Республикин суту-илÿ тата экономикăлла аталану министрĕ И.Б. Моторин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н.И. Антонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В. Александров тухса калаçнă. Ыйтусене сÿтсе явма  Раççей Федерацийĕн юстиции министерствин Чăваш Республикинчи управлении пуçлăхĕн çумĕ А.Д. Грицай, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Республикăри клиника больницин эндокринологи уйрăмĕн заведующийĕ И.В. Мадянов тата Чăваш Республикин Президенчĕн Администраци ертÿçи В.В. Тимофеев хутшăннă.

Юлашкинчен Михаил Васильевич пĕтĕмлетÿ  тунă:  район ура çинче çирĕп тăтăр тесен , вырăнти хуçалăхсен активĕн экономика тата  социаллă сферăсенче сиксе тухакан ыйтусене татса пама çине тăрса вăй хумалла.

Тĕплĕнрех

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?gov_id=67&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=1046532

Миçе çын пăхнă: 260 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2018 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 98 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 83 çулта

Геннадий Трофимов (Юмарт) - 80 çулта


Владимир Харитонов - 85 çулта 

2018 çул - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çулĕ

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2018