Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 19 » Çирĕп тĕллевпе - малаллах («Хыпар», Чебоксары )
Çирĕп тĕллевпе - малаллах («Хыпар», Чебоксары )
13:46
Сăн ÿкерчĕк
«Хыпар» хаçат тĕпелĕн паянхи хăни - Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков. Андрей Владимирович хăйĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тăван районпа, çуралнă кĕтеспе çыхăнтарнă. 1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен «Экономика теорийĕ» специальноçпа вĕренсе тухнă хыççăн РФ Перекет банкĕн районти уйрăмĕн инспекторĕнче тăрăшма пуçланă. Пуçаруллă та хастар, тивĕçе тĕплĕн пурнăçлакан çамрăк специалист карьера пусмипе хăвăрт хăпарнă: аслă инспектор, кредит секторĕн, кăштахран Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн хушма офисĕн ертÿçи. 2012 çулхи кăрлачранпа - Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ.

- Андрей Владимирович, район пĕлтĕр 85 çул тултарчĕ. Территорипе пысăках мар муниципалитет йĕркеленĕвĕшĕн, истори шайĕпе виçсен, кĕске тапхăр мар.

- Ку тĕрĕсех. ВЦИКăн 1935 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш АССРне районсене пайласси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уессемпе вулăссене пăрахăçласа административлă çĕнĕ территори - районсем - йĕркеленĕ. Вăл вăхăтри пилĕк уеспа 53 вулăс вырăнне 17 район туса хунă. Çавăнтан çырăнма тытăннă Трак районĕн историллĕ кун-çулĕ. Вăл малашне те пуянланса пырасса, унта тивĕçлĕ страницăсем çырăнасса шанатăп.

- Район пурнăçĕпе ĕç-хĕлне йĕркелесе ертсе пырасси нумай ыйтăва татса парассипе çыхăннă. Калăр-ха, тархасшăн, финанс тата социаллă ыйтусене татса панă чухне сирĕншĕн мĕн тĕпре?

- Никамшăн та вăрттăнлăх мар - иккĕшĕ те тачă çыхăннă, вĕсемпе уйрăммăн ĕçлеймĕн. Финанс ыйтăвĕ, паллах, пур муниципалитетшăн та чи çивĕччи. Бюджет чухăн чухне социаллă ыйтусем пурнăçланасси «уксахлать». Маншăн «этем факторĕ» ăнлав çывăхарах, мĕншĕн тесен пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан темĕнле йывăр ыйту та татăлатех. Авалтанах ырă йăлана - нимене - тытса пырать тăван халăхăмăр. Пĕрлĕхре вăй пулнине туйнă вăл. Çакă укçа-тенкĕне перекетлеме, йыша çирĕплетме пулăшать. Ун пек чухне çын мĕнлерех пулнине пĕлетĕн. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем, тĕрĕсрех - тĕллев: районта пурăнакансен пурнăç условийĕсен шайне çĕклесси, шкул умĕнхи ачасене садикпе туллин тивĕçтересси, çамрăксем валли лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем уçасси, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси, ялсен тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшасси, кунтах - асфальтлă çулсем тăвасси, шыв пăрăхĕ хывасси, хытă каяша турттарса тухасси... Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Вĕсене пурнăçлассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр.

- Çивĕч тĕп ыйтусене палăртас тăк хăшĕсене асăннă пулăттăр?..

- Вĕсем пирĕн районшăн кăна çивĕч мар. Ыттисем те çакна туйсах тăраççĕ ахăртне. Пысăк, тĕреклĕ, çирĕп хуçалăхсене пĕчĕклетсе, «вĕтетсе» ярса йăнăшмарăмăр-ши? Хăй вăхăтĕнче кооператив-предприяти укçи-тенкипе туяннă техника кивелнĕ ĕнтĕ, анчах халĕ çĕннине туянма хăват çитереймеççĕ. Çавăн пекех элита вăрлăх, минерал удобрени, хими им-çамĕ валли укçа çитсе пымасть. Çак сăлтавпах пĕчĕк хуçалăхсем ку е вăл программăна хутшăнаймаççĕ. Çăмăллăхлă кредит е субсиди илме малтан мĕн те пулин хывмалла вĕт. Хывмалли вара нимĕнех те çук. Шалу пĕчĕк, халăх хуçалăх ĕçне питех хутшăнасшăн мар, яланхи ĕç вырăнĕ те сахал.

- Манăн шухăшăмпа иртнĕ вăхăтран тăсăлакан килпетсĕр пулăм çакă. Çавăнтан тухмалли çул-йĕр ăçта-ши?

- Пĕрремĕш тĕллев - выльăх-чĕрлĕх шутне упраса хăвармалла. Ун пеккисене тата çав шута, продукци илессине ÿстерсе пыракансене патшалăх пулăшать. Шел те, ял хуçалăхне инвестици хывакан паянхи кун сахал. Вĕсене ăнланса пулăшса пымалла кăна. Сăмахран, пирĕн районта çĕр пархатарне туйса илнĕ, унран пысăк тухăç илессишĕн кăна мар, ăна пулăхлатассишĕн те нумай вăй хуракан хуçалăхсем пурри савăнтарать, вĕсен йышне ыттисем те хутшăнас шанăç иксĕлмест. Сăмахăм «Таябинка Агрофирма» тата «Красное Сормово», «Волит» ОООсем çинчен. Çак хуçалăхсенче тыр-пул, çĕр улми, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илеççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçаççĕ. Красноармейски райповĕ, «Чесла» тата «Чесла-АСТ» обществăсем çинчен те ырă сăмах калас килет.

- Юлашки вăхăтра территори брендингĕ çинчен нумай калаçрĕç. Трак тăрăхĕшĕн ун пек паллă мĕн-ши?

- Пирĕн районшăн визит карточки вырăнне чылай вăхăт «Газпромăн» Чул хулари филиалĕ шутланнă. Шăпах вăл пирĕн патра пурăнмалли çуртсем, культурăпа кану учрежденийĕсем, садиксемпе шкулсем çĕкленĕ. Унăн укçи-тенкипе республикăра чи малтан Красноармейски салинче физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнă. Халĕ пирĕн район аталанăвĕпе социаллă пурнăçне «KETRA» завод хăйĕн тÿпине хывать. Тĕрĕсрех, унăн «хуçи» - «ТУС» АХО. Кĕçех вăл тулли хăватпа ĕçлеме тытăнать. Калăпăшĕ - çулталăкра 60 млн штук пысăк пахалăхлă керамика кирпĕчĕ. Асăннă объект районшăн мĕнле пĕлтерĕшлине халех туйса тăратпăр: вăл - ку тăрăхра пурăнакансемшĕн çĕнĕ ĕç вырăнĕ, район бюджечĕшĕн - налук.

- Андрей Владимирович, эпир кăшт маларах Красноармейски районĕ аграри тăрăхĕ пулнине асăнтăмăр. Ун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăма сĕнесшĕн.

- Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсемпе тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне пулăшса вăй хуратпăр. Фермерсене те пулăшусăр хăвармастпăр. Хальхи вăхăтра районта тĕрлĕ харпăрлăхлă 20 ытла ял хуçалăх предприятийĕ. Çитĕнÿсем çук мар. Малаллах талпăнатпăр. Хуçалăхсем çĕнĕ техника туянаççĕ, юсав ирттереççĕ, витесене, хуралтăсене çĕнетсех тăраççĕ. Пĕлтĕр «Таябинка Агрофирма», акă, çуса тасатмалли линиллĕ çĕр улми управне хута ячĕ. «Красное Сормово» обществăра паянхи технологиллĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă сысна вити ĕçлеме пуçларĕ. «Караево» общество сĕт-çу фермине тĕпрен юсаса çĕнетрĕ. Леонид Посадский, Венера Васильева фермерсем ырă сăмаха тивĕçлĕ, вĕсем сĕт-çу, аш-пăш туса илеççĕ. Ăратлă выльăхпа ĕçлеççĕ, кĕтĕве çĕнетсех тăраççĕ.

- Эсир çамрăк, 36 çулта кăна. Вĕренÿ заведенийĕсенче, çамрăксен коллективĕсенче тăтăш пулатăр. Ялта пурăнакансемпе курнăçатăр, унти тăрăмпа кăсăкланатăр. Мĕн парать сире çакăн пек тĕл пулу?

- Халăхпа тĕл пуласси, унăн пурнăçĕпе пурăнасси влаç тытăмĕнчи çыннăн тĕп тивĕçĕ пулмалла. Йышăну пÿлĕмĕн алăкĕ яланах уçă, унта кирек кам та хăйне хумхантаракан ыйтупа пырать. Ĕçпе вырăнсене тухсан та çак мелпе усă курма тăрăшатăп. Халăха итлеме тата илтме пĕлмелле. Ун чухне куç умне чăн-чăн ÿкерчĕк тухать, ыйтусен хуравĕ уçăмланать. Çамрăксемпе ĕçлеме те кăмăллă: вĕсем пуçаруллă, тĕллевлĕ, мал ĕмĕтлĕ, çĕнĕ сĕнÿсемлĕ. Çак ÿсĕмрисемпе çыхăнма, ыйтусене пĕрле татма район администрацийĕнчи çамрăк специалистсен Канашĕ туйăмлă пулăшу кÿрет. Пĕчĕк тĕслĕх. Хальтерех кăна кăçал шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе «çавра сĕтел» йĕркелерĕмĕр, ыранхи пурнăç çинчен кăна мар, районăн хальхи аталанăвĕ çинчен те калаçрăмăр. Пултаруллă вĕренекен тата ĕçлекен çамрăксене пулăшас тĕллевпе пĕлтĕр район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине çирĕплетрĕмĕр. Аслă шкулсенче юлашки курссенче вĕренекен ентешсене, енчен вĕсем тăван района ĕçлеме таврăнас кăмăллă пулсан, хушма стипенди пама хатĕр.

Пурнăç вырăнта тăмасть, çĕнелет, улшăнать. Çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Кун-çул таппинчен юлмастпăр. Ялсенче çурт çĕклекен, çемье çавăракан çамрăксен йышĕ ÿсни тăван кĕтес аталаннине çирĕплетет. Кĕскен калас тăк, пирĕн районта «Сывлăх сыхлавĕ», «Вĕренÿ», «АПК аталанăвĕ», «Çынсене - пурăнмалли хăтлă çурт» наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Шел, хальлĕхе районта пусă çаврăнăшне кĕртмен, хуçисене «тупман» çĕр пайĕсем пур-ха. Тăхăр ял тăрăхĕнче ун пекки пилĕк пин пай, 22 пин ытларах гектар. 300 пая харпăрлăха куçарнă. Ыттисемпе çине тăрсах ĕçлетпĕр.

- Район çыннисене мĕн суннă пулăттăр?

- Чи малтанах - çирĕп сывлăх. Нихăçан та алă ан усăр, йывăрлăхсене ан парăнăр. Çирĕп сывлăхлисем, çирĕп тĕллевлисем малаллах утаççĕ.

Юрий СТЕПАНОВ калаçнă
Миçе çын пăхнă: 555 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024