Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 19
Сăн ÿкерчĕк
Инвестици хывас тĕлĕшпе муниципалитетсем пĕлтĕр епле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Ăна 16 тĕп тата 4 хушма енпе хакланă. Районсенчен малти вырăна траксем тухнă иккен, иккĕмĕшĕнче — Шупашкар районĕ. Хуласенчен вара Шупашкар мала тухнă. Çĕнтерӳçĕсене хаклă хутпа кăна мар, премипе те чыслаççĕ. Красноармейски районне, сăмахран, 975,5 пин тенкĕ тивĕçĕ, Шупашкар районне – 525 пин. Шупашкар хули вара миллион тенкĕллĕ пулса тăрĕ. 
Çакна Чăваш Ен Элтеперĕ Михаил Игнатьев правительство пайташĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра экономика министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ-мĕн. Сăмах май, Михаил Васильевич районсемпе хуласен ĕçне хаклас меслет тĕрĕслĕхĕ пирки иккĕленнине палăртнă. Конкурса палăртакан кăтартура муниципалитетсенчен килмен ĕç кăтартăвне те шута хураççĕ-мĕн.

Миçе хут пăхнă: 526 | Хăçан хушнă: 19.06.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
«Хыпар» хаçат тĕпелĕн паянхи хăни - Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков. Андрей Владимирович хăйĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тăван районпа, çуралнă кĕтеспе çыхăнтарнă. 1999 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен «Экономика теорийĕ» специальноçпа вĕренсе тухнă хыççăн РФ Перекет банкĕн районти уйрăмĕн инспекторĕнче тăрăшма пуçланă. Пуçаруллă та хастар, тивĕçе тĕплĕн пурнăçлакан çамрăк специалист карьера пусмипе хăвăрт хăпарнă: аслă инспектор, кредит секторĕн, кăштахран Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн хушма офисĕн ертÿçи. 2012 çулхи кăрлачранпа - Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ.

- Андрей Владимирович, район пĕлтĕр 85 çул тултарчĕ. Территорипе пысăках мар муниципалитет йĕркеленĕвĕшĕн, истори шайĕпе виçсен, кĕске тапхăр мар.

- Ку тĕрĕсех. ВЦИКăн 1935 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнчи «Чăваш АССРне районсене пайласси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уессемпе вулăссене пăрахăçласа админист ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 554 | Хăçан хушнă: 19.06.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024