Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 60

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 29
Сăн ÿкерчĕкФоторепортаж
Июнĕн 25-мĕшĕнчи каç енне районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен балĕ пулчĕ. Ырă йăлапа вăл кăçал 18-мĕш хут иртрĕ.
130 ытла яшпа хĕр, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем малтанах Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентеш-паттăрсене асăнса Красноармейскинче çĕкленĕ монумент умне пухăнчĕç.
Кунти митинга район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Голубев уçрĕ, вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранне, районăн Хисеплĕ гражданинне М. Прохорова сăмах пачĕ.
— Паян сирĕншĕн савăнăçлă кун — алла вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестат илетĕр. Эпĕ те 17 çулта чухне вăтам шкул вĕренсе пĕтертĕм. Г. Е. Томасов директор пире "Июнĕн 22-мĕшĕнче çуллахи ярмарккăна килсен, аттестатсене кĕрсе илĕр”, терĕ. Çав кун хаяр вăрçă пуçланни, çĕр-шыв çине нимĕç эшкерĕсем тапăнса кĕни пирки хăрушă хыпар илтрĕмĕр. Тепĕр çулталăкран мана та фронта илчĕç. Хальхи почта çурчĕ вырăнĕ ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 341 | Хăçан хушнă: 29.06.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи Республика кунне район чаплă парне хатĕрлерĕ. Çĕртме уйăхен 21-мĕшĕнче "KETRA" завод хута кайрĕ.
Эпир ку завода "Трак керамики" ятпа пĕлетпĕр. Красноармейски ялĕн çурçĕр хĕвел тухăçĕнчи сăртра ларать вăл. Капмаррăн, мăнаçлăн.
Завод чăнласа ăслăлăхпа техника аталанăвĕн çитĕнĕвĕ. Тĕнчери шайра. Итали технологийĕ вырăн тупнă. Завод йышĕнче чикĕ леш енчи специалистсем те пур. Тĕп ĕçлекенсем вара вырăнтисемех. Ахальтен мар кунта Трак енрен те чылайăшĕ çĕнĕ ĕç вырăнне тупрĕ. 
Чи кирли завод - район экономикине хăпартма пулăшни. Продукци калăпăшĕ ÿснĕ май, кунтан район бюджетне те ытларах уçа-тенкĕ пырса кĕмелле. Çакă нумай ыйтусене ăнăçлăрах татса пама пулăшмалла. Çавна палăртрĕ те акă Н.Угаслов, хупă йышши "ТУС" акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ район ака туйĕнче. 
Миçе хут пăхнă: 352 | Хăçан хушнă: 29.06.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2021