Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 29 » Трак енре çĕнĕ завод хута кайрĕ
Трак енре çĕнĕ завод хута кайрĕ
10:30
Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи Республика кунне район чаплă парне хатĕрлерĕ. Çĕртме уйăхен 21-мĕшĕнче "KETRA" завод хута кайрĕ.
Эпир ку завода "Трак керамики" ятпа пĕлетпĕр. Красноармейски ялĕн çурçĕр хĕвел тухăçĕнчи сăртра ларать вăл. Капмаррăн, мăнаçлăн.
Завод чăнласа ăслăлăхпа техника аталанăвĕн çитĕнĕвĕ. Тĕнчери шайра. Итали технологийĕ вырăн тупнă. Завод йышĕнче чикĕ леш енчи специалистсем те пур. Тĕп ĕçлекенсем вара вырăнтисемех. Ахальтен мар кунта Трак енрен те чылайăшĕ çĕнĕ ĕç вырăнне тупрĕ. 
Чи кирли завод - район экономикине хăпартма пулăшни. Продукци калăпăшĕ ÿснĕ май, кунтан район бюджетне те ытларах уçа-тенкĕ пырса кĕмелле. Çакă нумай ыйтусене ăнăçлăрах татса пама пулăшмалла. Çавна палăртрĕ те акă Н.Угаслов, хупă йышши "ТУС" акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ район ака туйĕнче. 


Миçе çын пăхнă: 496 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (29.06.2013 10:31) [Материал]
Ку вăл чăн-чăн уяв пулчĕ. Çав кун кăнтăрла иртсен завод умне халăх йышлăн пухăнчĕ: завод ĕçченĕсем, чĕннĕ хăнасем…
Часах кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев килсе çитрĕ. Савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Михаил Васильевич хăй сăмахĕнче Республика Кунĕ умĕн Чăваш Енте чылай çĕнĕ обăектсем хута кайнине савăнса пĕлтерчĕ: Етĕрнере "Ядринмолоко" акционер пĕрлешĕвĕн сĕт тирпейлекен çĕнĕ завочĕ, Канашра горчицăпа соус туса кăларакан предприяти, Шупашкарта кондитер изделийĕсен "Акконд" пĕрлешĕвĕн çĕнĕ завочĕ. Тăваттăмĕшĕ - Красноармейскинчи строительство керамикин завочĕ. (Ячĕ- "Кетра", ăна панă чух "Керамика Траковская" сăмахсен малтанхи сас паллийĕсене илнĕ — И.П.). Михаил Васильевич кунтан паха кирпĕч кăна тухассине, район бюджетне укçа-тенкĕ ытларах пырса кĕме, ку тавара республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те сутма пуçлассине асăнчĕ. Завода хута ямашкăн хĕлĕн-çăвĕн ырми-канми тăрăшнăшăн строительсене, оборудованисене вырнаçтаракансене ăшшăн тав турĕ.
Михаил Васильевичпа Трак тăрăхне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов та килнĕ. Вăл завод трак енсемшĕн кăна мар, пĕтĕм республика çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Сăмах "ТУС" хупă йышши акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне Н.Угаслова. Николай Федорович завод кĕске вăхăтра ÿссе ларнине каларĕ, çакăнта Чăваш Республикин правительствин, Италинчи "Бедески" компанин, Австрири туссен, "Перекет банкĕн" (унпа татах ĕçлеме кăмăл пуррине) тÿпи пысăккине палăртрĕ.
"Бедески" фирмăн Президенчĕ Рено Бедески итали паха опычĕ тĕнчипех сарăлнипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.
Завода кĕмелли уçă алăк умĕнче хĕрлĕ лента. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, "Бедески" фирмăн Президенчĕ Р.Бедески, "ТУС" пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ Н.Угаслов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Шестаков касаççĕ.
Заводăн шалти территорийĕ анлă та пысăк, унта тĕрлĕ йышши хальхи оборудовани вырнаçтарнă. Хаклă хăнасем унпа паллашса управлени пульчĕ умне пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, "ТУС" пĕрлешÿн генеральнăй директорĕ Н.Угаслов "Пуск" кнопкăна пусаççĕ — тăма транспортер лентипе куçаракан конвейер ĕçлеме тытăнать. Çĕçĕсем лайăх çăрнă тăм хутăшне касса кирпĕч формине параççĕ, вăл вара тĕрлĕ оборудовани витĕр тухса типĕтмелли вырăна ăсанать, кунта икĕ талăк тытнă хыççăн кушăхнă кирпĕч хĕртекен кăмакасене пырса кĕрет. Хĕртекен лини тăршшĕ 168,5 метр, каярахпа хĕртнĕ кирпĕч кунтанах сивĕнсе, пĕтĕмпех пулса çитсе тухать. Ăна çывăхри хатĕр лаптăка куçараççĕ, заводран ăсатма хатĕрлеççĕ.
— Красноармейски районĕ кирпĕч кăлармалли чĕр тавартан пуян. Кунашкал завод питех те сайра, вăл хĕрлĕ, сарă тата питех те çирĕп йышши кирпĕч те кăларма пултарать. Пирĕн тĕллев — туянакансем валли лайăх кирпĕч кăларасси, — каласа парать заводăн тĕп технологĕ Виктор Алексеевич Головко.
Кăмакасем çут çанталăк газĕпе ĕçлеççĕ. Малашлăхра завода тулли хăватпа, 8 сехетлĕ виçĕ сменăпа ĕçлеттерсе ямашкăн палăртаççĕ.
Çапла вара завод пирĕн куç умĕнчех ĕçлеме пуçларĕ.
Савăнăçлă уяв "Перекет банкĕпе" "ТУС" фирма малашне те килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ тунипе вĕçленчĕ.
Уява хутшăннисене "Трак ен" фольклор ушкăнĕ, купăсçăсен "Хавал" ансамблĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Клементьев, пĕр тăван Малинасем хавас юрăсемпе савăнтарчĕç.


И. Прокопьев

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024