Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 30 » Депутатсем районăн 2011 çулхи бюджетне йышăнчĕç
Депутатсем районăн 2011 çулхи бюджетне йышăнчĕç
20:00
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. 
Унта район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Красноармейски район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн Регламентне çирĕплетесси çинчен.
2. Красноармейски район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн яланхи комиссийĕсем çинчен Положенине çирĕплетесси çинчен.
3. Красноармейски районĕн Ревизи комиссийĕ çинчен Положенине çирĕплетесси çинчен.
4. Красноармейски район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн яланхи комиссийĕсен председателĕсене çирĕплетесси çинчен.
5. Красноармейски район бюджетне 2010 çулхи 9 уйăхра пурнăçлани çинчен информаци.
6. Красноармейки районĕн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен.
7. Красноармейски районĕн 2010 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн малтанхи итогĕсем тата Красноармейски районĕн 2011 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн прогнозĕ çинчен.
8. Красноармейски районĕн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен.
9. Красноармейски район депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнчи "Красноармейски район территорийĕнче тулашри реклама хатĕрĕсене вырнаçтармалли тата эксплуатацилемелли Правилăсене çирĕплетесси çинчен” С-33Ĕ4 номерлĕ йышăнăвне пăрахăçласси çинчен.
10. Красноармейски район депутачĕсен Пухăвĕн 2003 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнчи "Красноармейски районĕнчи Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин законодательствипе налуксем тата тÿлевсем çинчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене панă налуксене йĕркелештермелли ыйтусем çинчен Положенине çирĕплетесси çинчен” йышăнăвне пăрахăçласси çинчен.
11. Красноармейски территори суйлав комиссийĕн татса паракан сасă правиллĕ членне кандидатура тăратасси çинчен.
12. Награда пама тăратасси çинчен.
Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш тата вун пĕрмĕш ыйтусемпе ларура район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Л. И. Артемьев сăмах каларĕ. Сÿтсе явнă хыççăн депутатсем ку ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Тăваттăмĕш ыйтупа район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. Н. Григорьев сăмах илчĕ. Депутатсем район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн экономика ĕçĕ-хĕлĕ, бюджет, финанс, налуксемпе тÿлевсем (сборсем) енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председателĕ пулма А. В. Шестаков депутата (2-мĕш Красноармейски суйлав округĕ), саккунлăха, право йĕркине çирĕплетес, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас тата депутат этики енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председательне А. И. Васильев депутата (7-мĕш Мăн Шетмĕ суйлав округĕ), социаллă политика, сывлăха сыхлас, культура, вĕрентÿ тата халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен яланхи комисси председательне Я. В. Малинин депутата (13-мĕш Карай суйлав округĕ), ревизи комиссийĕн председателĕ пулма З. Г. Тарасова депутата (16-мĕш Именкасси суйлав округĕ) çирĕплетрĕç.
Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри вăл — саккăрмĕш — районăн 2011 çулхи бюджетне йышăнассипе çыхăнни пулчĕ. Унпа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева тухса каларĕ. Роза Александровна районăн 2011 çулхи бюджечĕн тĕп характеристикисене асăнчĕ: прогнозлакан тупăшсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 167500400 тенкĕ, тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 168587400 тенкĕ. Финанс пайĕн пуçлăхĕ çавăн пекех И. В. Кускова, Ю. Л. Алексеев, А. В. Шестаков, Ю. А. Ильин, С. П. Иванов депутатсен тата ыттисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Ку ыйтупах район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та сăмах илчĕ. Владимир Валерьянович бюджет укçи-тенкипе усă курас тĕлĕшпе пурин те пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине палăртрĕ.
Сÿтсе явнă хыççăн депутатсем районăн 2011 çулхи бюджетне йышăнчĕç.
Р. А. Николаева кунпа пĕрлех кун йĕркинчи 5-мĕш тата 6-мĕш, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. В. Михайлова çиччĕмĕш, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров вун иккĕмĕш ыйтусемпе сăмах каларĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров депутатсемпе ларура пулнисене çавăн пекех районăн çĕнĕ прокурорĕпе Н. А. Муллинпа паллаштарчĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхне В. Ю. Алексеева служба тивĕçĕсене чун-чĕре хушнă пек пурнăçласа пынăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

В.Данилов

Миçе çын пăхнă: 523 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Migulaj   (04.12.2010 15:32) [Материал]
Лару мĕнле чĕлхе иртрĕ?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024