Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 17 » Кăçалхи хĕл сивĕрех те пулĕ-ши?
Кăçалхи хĕл сивĕрех те пулĕ-ши?
21:57
Сăн ÿкерчĕк
Октябрĕн 8-мĕшĕнче А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче выльăхсене хĕллехи тапхăрта усрама куçарас ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ.
Трак енре юлашки çулсенче фермер хуçалăхĕсен йышĕ ÿсрĕ. Çавăнпа та асăннă мероприятине хресчен-фермер хуçалăхĕнче ирттерме йышăннă та.
Унта ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕп зоотехникĕсем, ферма тата ветеринари участокĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Вĕсем малтанах Çавалçырма фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Кунти витесем чылай хушă пушă тăнă.
— 2006 çулта эпĕ тата В. Кураков ытти хăш-пĕр çынсем пекех килти хушма хуçалăха аталантарма тесе патшалăхран 50-шар пин тенкĕ кредит илтĕмĕр. Унпа МТЗ маркăллă трактор тата косилка туянтăмăр. Малтанах çынсенчен ытлашши сĕте пухса пурăнтăмăр. Ку фермăна çынсем тустарма пуçăннăччĕ те вĕсене хамăр ăна илесси çинчен пĕлтертĕмĕр. Каярахпа Вадим Германовичпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме килĕшсе татăлтăмăр. Темиçе ĕне туянтăмăр, килтисене те çак фермăна илсе килтĕмĕр. Çапла ĕçлеме пуçланă малтанах, — каласа парать А. Степанов ертÿçĕ.
Халĕ кунта мăйракаллă шултра 79 выльăх, вĕсенчен 29-шĕ сумалли ĕнесем. Кулленхи сăвăм 385—370 килогрампа танлашать. Кунсăр пуçне çынсенчен ытлашши сĕте туянаççĕ. "Шурă ылтăна" вара клиент килсех илсе каять. Витесене хĕле тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ, дезинфекциленĕ, стенасене шуратнă. Кашни условнăй выльăх пуçне 19,1 центнер апат хатĕрленĕ. Паллах хальлĕхе уйрăм йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ. Витери тислĕке алăпа кăларма, ĕнесене кил хушшине илсе тухса шăварма тивет. Çапах та вĕсем кунти ĕçченсене хуçаймаççĕ. Фермер хуçалăхĕ выльăхсен йышне ÿстерме, ĕç условийĕсене лайăхлатма шутлать. Вĕсен аллинче 160 гектар çĕр. 100 гектарĕ çынсем хăйсен пай çĕрĕсемпе усă курма пани, ытти ял тăрăхĕнчен арендăна илни.
Семинар-канашлун теори пайĕ Чатукассинчи кану центрĕнче иртрĕ. Унта пухăннисене район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, обществăлла инфратытăм управленийĕн тĕп специалист эксперчĕ Г. Н. Матвеев районта фермăсене хĕле хатĕрлес тата выльăх апачĕ янтăлас тĕлĕшпе ирттернĕ ик уйăхлăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл ку енĕпе тулли мар яваплă "Красное Сормово", "Волит", "Таябинка", "Шатьма" пĕрлешÿсемпе А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕ лайăх ĕçленине палăртрĕ. Кăçал районĕпе кашни условнăй выльăх пуçне 12,4 центнер апат хатĕрленĕ, пĕлтĕр ку кăтарту 21,9 центнер пулнă.
Типĕ çанталăка пула районта сĕтеклĕ апат çителĕксĕр янтăланă, вăл кирлин 36 проценчĕ чухлĕ çеç пур. Выльăх апачлĕх тырă та тепĕр 4600 тонна çитмест. Выльăх йышне хальхи шайран чакарас мар тĕллев тăрать, çавăнпа та апат хатĕрлес ыйту паян кашни хуçалăх ертÿçине канăç памалла мар. Ăна шырамалла, тупмалла. Апат илме хуçалăхсене республика бюджетĕнчен кашни условнăй выльăх пуçне 2300-шер тенкĕ субсиди уйăрса панă, çав укçа района килсе çитнĕ.
Юбилейсен çулталăкĕн 9 уйăхĕ хыçа юлчĕ. Мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕç-ха çак тапхăра Трак енри выльăх-чĕрлĕх пăхакансем? Аш-какай кăçал пĕлтĕрхин 90, сĕт 98 проценчĕ чухлĕ туса илнĕ. "Красное Сормовопа" "Шатьма" пĕрлешÿсен кăтартăвĕсем иртнĕ çулхинчен ÿснĕ. Çав вăхăтрах "Досаевопа" "Караевора" чакнă.
Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ пĕчĕкленнĕ, уйрăмах "Караевора" — 51 пуç чухлĕ. Сыснасен йышĕ 1114 пуç ÿснĕ. "Таябинкăра" сăмахран пĕлтĕрхинчен 877 пуç нумайрах сысна усраççĕ.
"Красное Сормовора" сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ пысăк — 550 грамм. Вĕсене кунта тĕрлĕ хушăмсем параççĕ.
Иртнĕ тапхăрта кашни 100 ĕне пуçне 50 пăру илнĕ, пĕлтĕр 46 пулнă. Çулталăк вĕçне ку кăтартăва 85 пуçа çитерес тĕллев тăни çинчен пĕлтерчĕ зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист эксперт Г. Матвеев.
— Витесене хĕле хатĕрлес ĕçе, ăçта вăхăтра туса ĕлкĕреймен, çак кунсенче вĕçлеме тăрăшмалла, — тепĕр хут аса илтерчĕ Геннадий Николаевич.
Синоптиксем çитес хĕл çак пин çуллăхра чи хаяррисенчен пĕри пулать тесе асăрхаттараççĕ. Апла пулсан ăна вырăнсенче пур енлĕн хатĕрленсе кĕтсе илесчĕ.
Выльăхсен йышне сыхласа хăварма тăрăшмалла. Кунта вĕсене тулăх тăрантарни çеç мар, сикекен чирсенчен асăрхаттаракан мероприятисене вăхăтра туса ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире вăй хуракан С. Шаронова эпизотолог выльăхсене çĕпĕр шыççинчен, уртаракан чиртен тата сыснасен африка чуминчен хÿтĕлес ыйту çинче чарăнса тăчĕ.
Ку учрежденири И. Правдина выльăх апатне лабораторире тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфра тытăм управленийĕн начальникĕ В. Н. Платонов ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисен дисциплини хавшаккине палăртрĕ, вĕсенчен чылайăшĕ семинар-канашлăва килмен. Çакă вĕсем асăннă мероприятине тивĕçлипе хакламаннине çирĕплетет мар-и?
Виталий Николаевич çавăн пекех çурхи ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене улăштарас ыйтăва хускатрĕ, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне пирĕн районта октябрĕн 29-мĕшĕнче савăнăçлăн паллă тума палăртнине, унта чысламалли çынсен списокне хальтерех тăратмаллине аса илтерчĕ.
Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров пĕтĕмлетрĕ. "Районта пушă ларакан фермăсем нумай. Вĕсене куç кĕретех çаратаççĕ. Ферма çурчĕсене сыхласа хăварма тăрăшмалла. Çавăнпа та ĕçлеме пултаракан çынсемпе калаçса çав витесенче выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнма пулать, кун пеккисем тупăнаççех пулĕ. А. Степановпа В. Кураков çакăнта ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ĕçлес текен çын темле йывăр лару-тăруран та тухмалли май тупать. Харпăр хăй ĕçне тытăнма паллах çăмăлах мар, анчах тăрăшсан усси пулатех, — палăртрĕ Владимир Валерьянович. Вырăнсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйтупа ĕçлемелли çинчен аса илтерчĕ ĕнтĕ вăл çак сăмахсене каланă чух.
— Кăçалхи тĕслĕх тĕш тырă, çĕр улми акса-лартса тунипе çеç тупăшлă пулма çуккине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çавăнпа та вырăнсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне тĕпе хумалла. Кăна шута илесех пулать ÿсен-тăранпа çеç ĕçлесе пыракансен, — тесе çирĕплетрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров.
Владимир Валерьянович пухăннисене Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламласа çĕр çинчи мĕн пур ыррине сунчĕ.
Семинар-канашлăва пынисем СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей халăх артисчĕ Ф. М. Лукин композитор ячĕллĕ музея кĕрсе кунти экспонатсемпе паллашрĕç. Вĕсене ку музей директорĕ Н. Н. Лукина мухтавлă ентешĕмĕр çинчен туллин каласа пачĕ.
Юлашкинчен Чатукасси кану центрĕ çумĕнчи "Телей" ансамбль членĕсемпе ку ялти шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ çывхарса килекен уяв — Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ — ячĕпе хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

В.Егоров

Миçе çын пăхнă: 476 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024