Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çу » 18 » “Катрам” сире кĕтет
“Катрам” сире кĕтет
20:10
Сăн ÿкерчĕк
Райцентрти Ленин урамĕнчи 31-мĕш номерлĕ çуртра çу уйăхĕн пуçламăшĕнче "Катрам” ветеринари аптеки уçăлчĕ. Вăл — Л. Н. Алексеева уйрăм предпринимателĕн магазинĕ.
Çынсене май пур таран пулăшас шухăшпа çак утăм патне пырса тухнă Алексеевсем. Çакăн пек ят парасси ытахальтен пулман-мĕн.
— Ман упăшкан аслашшĕ, Тусайра пурăннă Алексей Иванович, арман тытнă, кунпа пĕрлех вăл пултаруллă алă ăсти пулнă. Ялта вĕсене Катрам таврашĕ тенĕ. Çавăнпа та ку ĕçчен йăхăн ятне упраса хăварас тесе аптекăна "Катрам” ят парас терĕмĕр. Чăвашла словарьте "Катрам” сăмах питĕ пысăк пулнине пĕлтерет тесе ăнлантарнă, — хăйсен вăрттăнлăхне уçса пачĕ Лариса Николаевна. Харпăр хăй ĕçне йĕркелесе ярас çĕрте пире районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пысăк пулăшу кÿчĕ, ку тĕлĕшпе 58800 тенкĕ укçа уйăрчĕ, ачасем те айккинче тăрса юлмарĕç, паллах. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн майлашăнса кайса аптекăна ĕçлеттерме пуçларăмăр. Пирĕн патран халăх татăлмасть…
Эпĕ кунта пулнă чухне иккĕн бройлер чăх тата хур чĕпписен чирĕсемпе кĕрешмелли, вĕсене ÿсме пулăшакан препарат туянса кайрĕç. Лариса Николаевна, хăй ятарлă ветеринари пĕлĕвĕ илнĕ май, клиентсене унпа мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ.
— Пĕр каçхине Типçырмаран пăруланă хыççăн ĕне тăрайманни тата ăна мĕнпе пулăшмалли пирки ыйтса шăнкăравларĕç, çийĕнчен кирлĕ эмел тупса парса ятăм, — калаçăва малалла тăсрĕ Л. Алексеева.
"Катрам” аптекăра ĕне выльăхсемпе сыснасем, сурăхсем валли витаминсемпе антибиотиксем, сĕт антарма пулăшакан препаратсем, çамрăк выльăхсемпе чăх-чĕпсене ÿсме пулăшакан витаминсем, йытă-кушаксем, пулăсем, попугайсем валли апатсем тата ку чĕр чунсен аксессуарĕсем, шăшисемпе, йĕке хÿресемпе кĕрешмелли препаратсем тата ытти те пур. Лариса Николаевна каланă тăрăх, вĕсем заказпа аквариумсемпе кайăксен читлĕхĕсене илсе килсе пама пултараççĕ. "Акă, халь çеç тинĕс сысни валли клетка илсе килме заказ пачĕç”, — пĕлтерчĕ аптека хуçи. Асăннă ветеринари аптеки эрнен 1—5-мĕш кунĕсенче — 8 сехетрен пуçласа 17 сехет çурăччен, шăмат кунсенче 9-тан пуçласа 14 сехетчен ĕçлет. Вырсарни кун — канмалли кун.
— Пирĕн пата кĕрсе çÿрĕр, эпир сирĕн ыйтăвăрсене яланах тивĕçтерме хавас, — тет район çыннисене Л. Алексеева уйрăм предприниматель.

В. Егоров
Миçе çын пăхнă: 637 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Аптека | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 Migulaj   (22.05.2010 21:44) [Материал]
Ку аптекăна чăвашла çырмасан та пырать тени курăнать.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024