Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 7 » Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансен пухăвĕ иртрĕ
Красноармейски ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансен пухăвĕ иртрĕ
15:45
Сăн ÿкерчĕк

Малтанах конференцие пухăннисем ял тӑрӑхӗнчи ал ӑстисемпе районти ача-лӑча тӗслӗх библиотекинчи кружоксене ҫÿрекенсен ӗҫӗсен тата районти тӗл библиотека ӗҫченӗсем юбилейсен ячӗпе йӗркеленӗ кӗнекесен выставкисемпе, ҫавӑн пекех вырӑнти юрӑҫсен, ку шутра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансен тата ветерансен хорӗн (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев) пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Шестаков пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл пирки туса панӑ отчета тимлӗн тӑнларӗҫ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе алӑ усса ларманран Владимир Константиновичӑн та каламалли темӗн чухлех тупӑнчӗ. Вӑл хӑйсен ӗҫне пур енлӗн сӑнласа пама ҫине тӑнине ун сӑмахӗнчи аяларах илсе кӑтартакан хӑш-пӗр цифрӑсемпе фактсем урлӑ вулакан патне ҫитерес тетӗп.

Яп тӑрӑхӗнчи пӗчӗк 79 предприятире 1060 ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫеҫ райцентрта "Людмила", "Мастер" лавккасем уҫӑлнӑ. "Ҫамрӑк ҫемьесен чи лайӑх хушма хуҫалӑхӗ" конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ҫӗньял Упири Марк Аттай урамӗнче ҫӗнӗ ҫӑл тунӑ. Красноармейскинчи Ленин урамӗнчи газонсем ҫинче чечексем ҫитӗнтернӗ (2010 ҫула районта Чечексен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ май, пархатарлӑ ку ӗсе кӑҫал татах та анлӑраххӑн сарасшӑн). Килти хуҫалӑхра туса илнӗ продукцие сутма меллӗрех пултӑр тесе, ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вырнаҫнӑ çуртран инҫех мар суту-илӳ павильонӗ уҫнӑ. Тирпей-илем ик уйӑхлӑхне хутшӑнса, полигона ялсенчен ҫуп-ҫап чылай турттарса тухнӑ (ҫакна валли бюджетран 80 пин ытла тенкӗ уйӑрнӑ). Эрне кунсерен санитари кунӗсем йӗркеленӗ, 1 пин ьгглатӗпйывӑҫлар­тса хӑварнӑ. Трак гимназийӗпе Красноармейскинчи 2-мӗш шкул, райпопа газ участокӗн коллективӗсем уйрӑмах хастарлӑхпа палӑрнӑ. Ветерансене— Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ватӑсене октябрӗн 1-мӗшӗнче чысланӑ. Майӑн 9-мӗшӗнче Васнар ялӗн ҫамрӑкӗсем пуҫарнипе ҫулленех футболла выляса урамсем хушшинче мала тухассишӗн ӑмӑрту иртет, ҫӗнтеруҫӗне куҫса ҫӳрекен кубокпа чыслаҫҫӗ. "Йывӑр" ҫемьесем вун пӗр, вӗсемпе прсфилактика канашӗ те ӗҫлет. Спирт тытакан шӗвексем вӑрттӑн сутакан 29 ҫынна тупса палӑртнӑ, вӗсем пирки те ҫирӗп мерӑсем йышӑнма ҫине тӑраҫҫӗ. Юхан шывсем урлӑ хывнӑ 5 каҫӑран пӗлтӗр Йуҫкассипе Крентейкасси ялӗсем тӗлӗнчисене юсанӑ. 2009 ҫулта 47 ҫемье сӗнӗ ҫурта кӗнӗ (пурӑнмалли пӗтӗмӗшле лаптӑк 6152 тӑваткал метр), Красноармейскинчи Моркинская урамра тата 21 ҫемьене ку тӑллевпе ҫӗр участокӗуйӑрса панӑ. Иртнӗ ҫул 29 ҫемье хушма хуҫалӑха ата-лантарма 4054 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ, 2006 —2009 ҫулсенче вара пӗтӗмпе 49397400 тенкӗлӗх (353 ҫемье). Райцентрта 315 гаража шута илнӗ. Хваттер черетӗнче 279 ҫемье тӑрать, ҫав шутра ҫамрӑк ҫемьесем— 59. Ҫамрӑк 8 çемьене хваттер ыйтӑвне татса пама 2507626 тенкӗлӗх субсидипе тивӗҫтернӗ. Пӗр тӑлӑха хваттер панӑ. Райцентрти Чапаев урамӗнче пӗлтӗрхи Физкультурник кунӗнче ҫӗнӗ спортплощадка уҫнӑ. Иртнӗ ҫулах халӑх пултарулӑхӗн районти ҫурчӗн маччине ҫӗнетнӗ, кӑҫал ку ҫурта тӗпрен юсама пӑхаҫҫӗ. Янкасрине те йĕркене кӗртмелле. 2009 ҫулта 3 ветеранпа пӗр салтак арӑмӗн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатнӑ. Пӗлтӗр ял тӑрӑхӗнче 70 ача ҫуралнӑ пул-сан, 71-ӗн вилнӗ (ытларахӑшӗ — вӑй питти арҫынсем). Ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ ҫулталăк хушшинче 32 ҫынна харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе йышӑннӑ, тӗрлӗ справка патне 5358 ҫын пынӑ. "Пирӗн тӗп тӗрек — вырӑнти актив: депутатсем, ял старостисем, обществӑлла ытти йӗркелусен представителӗсем. Тав вӗсене ял тӑрӑхӗн администрацийӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулнӑшӑн", терӗ, отчетне вӗҫленӗ май, Владимир Константинович.

  Кун йӗркине кӗртнӗ иккӗмӗш ыйтупа район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов район администрацийӗн пӗлтӗрхи ӗсӗ-хӗлӗ ҫиНчен информаци панӑ хыҫҫӑн Николай Илларионовичпа Владимир Константинович патне ыйтусем нумай пулчӗҫ. Акӑ вӗсем: райцентрти 3-мӗш апат-ҫимӗҫ лавкки ҫывӑхӗнче каҫпа йӗрке тӑвасси, Красноармейскинчи обществӑлла мунчана ӗҫлеттересси, ветерансен хорӗпе культура ӗҫченӗсем валли ҫӗнӗ автобус туянасси, районти историпе крае-ведени музейне урӑх ҫурта куҫарасси, маршрутлӑ автобуса Васнарта темиҫе ҫӗрте чарăнмалла тӑвасси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ҫӑмӑллӑхӗсен тарифӗсене йӗркелештересси, тасатмалли сооруженин ӗҫне тӗрӗслесех тӑрасси, асфальтлӑ ҫула Кивӗ Йӗкӗт ялне ҫитересси, ҫут ҫанталӑк газне райцентрти ҫӗнӗ урамсене кӗртнӗшӗн ҫынсенчен укҫа-тенкӗ пӗрешкел пухасси, райбольница хыҫӗнчи урама тротуар хурасси, Г. Степанов урамӗнчи юпасем ҫинчи ҫунман электролампочкӑсене улӑштарасси, Г. Степанов палӑкӗ хыҫӗнчи ҫырмана çÿп-ҫап пӑрахма чарӑнасси, кунти ҫӑл куҫа тасатасси.  
Конференцире районти шалти ӗҫсен пайӗн милицин участокри уполномоченнӑйӗ Н. Герасимова та тухса каларӗ. Вӑл 2009 ҫулта ял тӑрӑхӗн террито­рийӗнче 70 преступление шута илнине (е ҫакӑ унчченхи ҫулхинчен 30 процент нумайраххине), 71 процентне уҫса панине пӗлтерчӗ. Кунпа пӗрлех административлӑ 946 протокол ҫырнӑ, ку шутра обществӑлла вырӑнта ӳсӗр пулнӑшӑн ҫеҫ — 605. Апла пулсан шухӑшласа пӑхмалли пурах: ял тӑрӑхӗн администрацийӗн те, милици сотрудникӗсен те, хамӑрӑн та— ӑҫталла каятпӑр капла?  

Конференцире ҫавӑн пекех район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ В. Перепелкин, ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗн ҫумӗ А. Филиппов, Красноармейскинчи А. Афанасьев, В. Антонова, Н. Петров, С. Железин ветеранозм, ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ 3. Долгова, Малти Карӑкпа Янкас ялӗсен старостисем В. Ивановпа Л. Иванов, ветерансен районти ка-нашӗн председателӗ В. Гордеева, культура тытӑмӗнче нумай ҫул ӗҫлекен В. Серафимов тата райпо канашӗн председателӗ А Дмитриева сӑмах илчӗҫ. Вӗсен те сӗнӳсем сахал мар пулчӗҫ. Акӑ, Валентина Степановна малашне Красноармейски ялӗнче те граждансен пухӑвне ирттерме сӗнет, "кунти ветерансен канашне 20—25 ҫын ҫеҫ пухӑнса суйламалла мар", тет. Вӑл пенсионерсен канашĕн ĕçĕ курăнманнипе те кӑмӑлсӑр, вӗсем валли район центрӗнче мероприятисем ытларах йӗркелемеллине палӑртать (мӗншӗн-ха Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗсенче ватӑсене пӗр ҫӗре пухса тӗл пулу йӗркелес мар?"). "Паянхи конференцире халӑх пултарулӑхӗн районти çурчӗн ертÿҫинчен хӗл каҫа мисе мероприяти йӗркелени пирки отчет итлесен те пӑсӑк пулас ҫукчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла пулнӑ та. Пирӗн ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ те хут ҫинче ҫеҫ шутланса тӑрать. Пирӗн урам старости кам-ши? Пӗлместӗп. Депутатсенчен отчетсем те итлесехчӗ", - терӗ Валентина Степановна. Юлашкинчен вӑл Чечексен ҫулталӑкӗнче чечексем ытларах ҫитӗнтерсе район юбилейне парне хатӗрлеме, ку енӗпе конкурс ирттерме чӗнсе каларӗ. Мӗнешкел ырӑ шухӑш ку. Ҫаплах пултӑрччӗ те. В Антонова сӗнӗвӗсене малалла тӑсса, С. Железин та пысӑк уявсенче халӑха, ҫав шутра ветерансене те, пӗрле пуҫтарса калаҫмаллине палӑртрӗ, халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртӗнче ҫакӑн пек пысӑк йышпа пурнӑҫ ыйтӑвӗсене сӳтсе явнин пӗлтерӗшӗ пысӑккине каларӗ, район хаҫатӗнче "Ыйту —хурав" рубрикӑна тӗллевлӗ тытса пыма сӗнчӗ.

Конференцире пулнисем ял тӑрӑхӗн администрацийӗн отчетлӑ тапхӑрти ӗҫне "вӑтам" тесе хакпарӗҫ, сӳтсе явнӑ ыйтусемпе ӗҫлӗ йышӑнусем турӗҫ.

Юлашкинчен Н. Антонов тылра ырми-канми вӑй хунисен пысӑк ушкӑнне "Тӑван ҫӗр-шывӑн 1941—1945 ҫул-сенчи Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул" юбилей медалӗсем, В. Шестаков ял тӑрӑхӗн активисчӗсене грамотӑсем пачӗҫ.

В.Данилов ("Ял пурнăçĕ" хаçатран)

Миçе çын пăхнă: 929 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 2
+1  
1 Astaha   (07.04.2010 20:34) [Материал]
http://chuvash.org/news/902.html — йăнăшсене тÿрлетсе хам пата куçартăм

0  
2 mixaj_58   (08.04.2010 12:53) [Материал]
Юрать. Маттур!

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024