Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 7 » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ
22:18
Сăн ÿкерчĕк
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне муниципалитетăн «Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулĕ» вĕрентÿ учрежденине тухса ирттерчĕ. Кун çинчен правленин иртнĕ ларăвĕнчех калаçса татăлнăччĕ. Малашне ĕçлĕ ларусене  правлени членĕсем е унăн пултаруллă пайташĕсем ĕçлекен вырăнсене тухса ирттерес  тенĕччĕ. Ку шкулта пĕрлĕхĕн правлени членĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пресс-центр ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн администраторĕ В.М.Михайлов вăй хурать.
Ларăва пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли уçрĕ. Вăл иртнĕ кунсенче ирттернĕ ĕçсем тата çитес вăхăтра туса ирттермелли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах Наум Григорьев композиторăн , Лука Семенов поэтăн, Иван Патмар фольклористăн тата Зоя Нестерова çыравçăн çуралнă кунĕсене тивĕçлипе уявламаллине палăртрĕ. Çитес çул Юрий Сементер поэтăн (2.01.1941), Юрий Виръял поэтăн (2.11.1936), Илья Степанов композиторăн (27.01.1941), Владимир Константинов публицист-таврапĕлÿçĕн (2.01.1951), Валентина Рудникова çыравçăн (3.08.1941), Юрий Борисов-Пурçын публицистăн (9.04.1961) çуралнă кунĕсене паллă тумалли çинчен аса илтерчĕ. Уйрăмах Мĕтри Ваçлейĕ (В.Д.Дмитриев) поэтăн (10.05.1906), В.Я.Яковлев-Тоймак кулăш ăстин (6.04.1911) тата А.Г.Гурьев (Эшкер Тольокĕ) поэтăн юбилейĕсене анлă паллă тумалла. 2013 çулта Чăваш Енĕн пултаруллă ывăлĕ, Раççейĕн паллă композиторĕ Ф.М.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халех хатĕрленме пуçламалла терĕ.
Ларура Красноармейски – Трак тăрăхĕнче литература пултарулăхĕнче палăрнă мĕн пур сăмах ăстисен ятлăхне çирĕплетес терĕç. Вĕсен шучĕ 73 çынна çитрĕ. Вĕсене икĕ ушкăна пайларĕç. Пĕрисем профессилле майпа ĕçленĕ е халь те ĕçлекен тата писательсен союзĕсен ретĕнче тăнă е тăракан çыравçăсем, теприсем хаçат-журналта пичетленнĕ е уйрăм кĕнеке кăларнă, анчах  писательсен союзĕсен ретĕнче тăман çыравçăсем. Çак ятлăха Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн сайтне  вырнаçтарас терĕç.
Юрьев-Намянь публицист-çыравçăн юбилей мероприятийĕсем районта епле иртсе пыни çинчен Кĕçĕн Шетмĕри Элли Юрьев музейĕн директорĕ Ю.Е.Дубров тухса калаçрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче октябрĕн 22-мĕшĕнче шкул ачисемпе анлă мероприяти – литература каçĕ иртмелле. Ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тата ял халăхĕпе те çакнашкал уяв каçĕ пулмалла.
Красноармейски районĕн историпе краеведени музейĕн директорĕ В.С.Серафимов октябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти литература музейĕнче Юрьев-Няманăн юбилей каçĕ пулассине пĕлтерчĕ, унта Нестер Янкас пĕрлĕхĕн те хутшăнма май тупмаллине систерчĕ.
Ларăва Красноармейски район администрацийĕн спорт, культура тата çамрăксемпе ĕçлекен пай специалисчĕ Р.М.Осипова хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче Совет Союзĕн Геройне В.В.Васильева халалласа асăну музейĕ уçмаллах. Укçа-тенкĕ те, хамăр тăрăшсан, вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем кăштах маттуртарах пулсан, тупăнатех. Çак шухăш пурнăçа кĕрессе шанăç пур. Кунсăр пуçне,  Рена Михайловна пĕрлĕх правленийĕпе районти культура ĕçченĕсен пĕрлехи пĕр ĕç планĕ туса унпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пымалла терĕ. Йышпа кирек епле ĕçе те анлăрах та калăплăрах тума пулать. Пĕччен хулă авăнать теççĕ вĕт.
Юлашкинчен правлени членĕ, пĕрлĕхĕн пресс-центр ертÿçи  В.М.Михайлов сăмах илчĕ. Вăл пĕрлĕх сайтне уçнăранпа çулталăк иртни çинчен пĕлтерчĕ. Çав хушăра сайта Нестер Янкас поэтăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă нумай материалпа документ вырнаçтарни пирки каларĕ. Сайтра Нестер Янкасăн пултарулăхĕ те вырăн тупнă. Пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕ те анлă курăнать унта. Виталий Михайлович тата хăй енчен нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлнă, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн Николай Петров (Мăн Шетмĕ) поэтăн пултарулăх еткерлĕхне пуçтармалли пирки каларĕ, унăн сăввисен пуххине сайтра та пулин вырнаçтарсан пит аван пулмалла терĕ. Çитес вăхăтра районти шкул ачисем хушшинче Н.И.Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа интернет-викторина, кунсăр пуçне В.Я.Яковлев-Тоймак 100 çул çитнине халалласа инçет пултарулăх конкурсĕ ирттересси пирки пĕлтерчĕ.
Правлени çитес ларăва Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче – шкулта ирттерме йышăнчĕ. Унта хамăр тăрăхри çамрăк поэтесса И.Н.Козлова (Ирпи) вĕрентекен ĕçлет. Правлени членĕсен унăн пултарулăхĕпе анлăрах паллашма кăмăл пур.
Миçе çын пăхнă: 471 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024