Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 5 » “Тавтапуç сана, учитель!”
“Тавтапуç сана, учитель!”
20:28
Сăн ÿкерчĕк
Ку сăмахсем юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче Учитель кунне халалласа йĕркеленĕ район шайĕнчи уяв вăхăтĕнче пĕр хут кăна мар янăрарĕç. Вĕсене хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. А. Васильев та темиçе те каларĕ, "сирĕн пултаруллă ĕçрен малашлăхпа пуласлăх килет”, терĕ.
Пирĕн районта вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕтĕмпе 23. Вĕсенче 250 ытла педагог вăй хурать. Упири, Красноармейскинчи 2-мĕш, Пикшикри шкулсемпе Трак гимназийĕ РФ Президенчĕн пĕр миллионшар тенкĕлĕх Грантне, Мăн Шетмĕ шкулĕпе "Чебурашка” тата "Сеспель” ача сачĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн 200-шер пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. 25 педагог тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе 10 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин таран тенкĕлĕх премисене çĕнсе илме пултарнă.
Юрий Алексеевич вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. В. Ефимована, Р. Г. Порфирьевана, В. П. Никитинана, математика учителĕсене И. А. Федорована, Р. В. Андреевана, И. А. Ананьевана, историне вĕрентекен Л. Ю. Илларионована, М. А. Филимонова, хими учительне С. Н. Дмитриевана, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. В. Васильевана, А. В. Тихонована, В. П. Иванова биолога, Н. А. Петров физика, физкультура учительне В. В. Моисеева тата ыттисене, М. К. Ашмаринапа В. П. Спасова тата А. И. Сидоров ветеран-педагогсене, учительте вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та, шкулсенчи мероприятисенчен аякра тăман хастарсене — Л. М. Андреевана, В. С. Антонована, А. Ф. Гаврилована, Ю. Е. Дуброва, Н. В. Григорьевана, О. А. Григорьевана тав сăмахĕсем каларĕ, кăçал ачасене вĕрентме тытăннă çамрăк педагогсене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та учительсене професси уявĕ ячĕпе пур кăмăлтан саламларĕ, " шкул çулĕсем нихăçан та манăçмаççĕ, сирĕн, учительсен, çутă та ырă кунсем ытларах пулччăр”, терĕ.
Учительсен ячĕпе çавăн пекех вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева, район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Н. Лебедев, тулли мар яваплă "Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçи В. А. Афанасьев ăшă сăмахсем каларĕç.
Уявра учительсен пысăк ушкăнĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕ. "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” кăкăр çине çакмалли паллăна Е. М. Вышинская (Еншик Чуллă), В. М. Михайлов (Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул) тата В. И. Григорьев (Упири ятарлă шкул) илчĕç. В. В. Моисеевпа (Трак гимназийĕ) В. И. Павлова (КСШ-2) — Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин, И. Б. Миронована (Упи) — Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Р. М. Петрована (Пикшик), В. Н. Афанасьева (Кĕçĕн Шетмĕ), Э. В. Чаховскаяна (КСШ-2) район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Тулли мар яваплă "Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçине В. А. Афанасьева та вĕрентÿ пайĕн тав çырăвĕпе чысларĕç. Виталий Алексеевич хăй те парăмра юлмарĕ, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи Л. М. Белова педагога парне кÿчĕ. Ытти наградăсем те пулчĕç уявра.
Концерт программине вара учительсене халалланă юрăсем те, çавăн пекех ташăсем те кĕртрĕç. Вĕсене халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче вăй хуракансем, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне çÿрекенсем тата Упири вăтам шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсем кăтартрĕç. Концерта Н. Николаевапа А. Илларионов йĕркелесе пычĕç.
Фойере ку хушăрах Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне тата ачасемпе çамрăксем пултарулăх çуртне çÿрекенсен ăсталанă ĕçсен куравĕпе паллашма пултарчĕç.
 
"Ял пурнăçĕ"
 
Миçе çын пăхнă: 1123 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024