Район администрацийĕн пуçлăхĕ



Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 60

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 22 » Пукане уявĕ
Пукане уявĕ
16:05
Сăн ÿкерчĕкХĕрлĕ Чутай районĕнчи Вырăсушкăнь ялĕнче çулленех Пукане уявĕ ирттереççĕ. Ку яла 19-мĕш ĕмĕрте Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен куçса килнĕ Власов хушаматлă вырăссем пуçарса янă.
Пукане уявĕ çимĕк хыççăн тепĕр эрнерен килет.
Пукане уявне çак ялта çуралса ӳснĕ халăх йышлăн пуçтарăнать.
Ирхине ялти çамрăксем çывăхри вăрмана кайса тĕрлĕ чечек -курăкран этемрен пысăк Пукане ăсталаççĕ, ăна юрăпа яла илсе килеççĕ, сарая хураççĕ. Кăнтăр иртсен Пуканене ятарлă вырăна вырнаçтарса лартаççĕ. Ватăсем юрă юрласа уяв пуçлаççĕ. Юрланă-савăннă хыççăн Пуканене ялти усал-тĕселе уя хăваласа яма уя йăтса тухаççĕ. Ăна яшсем саламатпа сыхлаççĕ, мĕншĕн тесен халăх ял хушшинче Пуканерен татса илме пултарнă курăк асамлă тесе ĕненет, ăна мĕнле те пулин чĕпĕтсе илме тăрăшать. Ялтан тухсан Пуканене ирĕккĕнех валеçсе параççĕ. Халăх курăка тепĕр Пукане уявĕччен упрама тăрăшать, вăл кил таврашĕнче пулăшса пынине ĕненет.
Хыççăн тăвансем сĕтел хушшине ларса уява малалла тăсаççĕ.
Кăçалхи уява ял тăрăхĕн ертӳçи Юрий Чертов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç. Александр Башкиров пухăннисене уявпа саламланă май халăха ялти тирпейлĕхшĕн малашне те тăрăшма чĕнсе каларĕ. Пухăннисем ăна асăнмалăх саламат парнелерĕç.
Миçе çын пăхнă: 431 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 3
0  
3 mixaj_58   (22.06.2011 16:16) [Материал]
Киремет таврашне юпа лартма пулать....

0  
2 mixaj_58   (22.06.2011 16:16) [Материал]
Паллах, халăх йăли-йĕркипе....

0  
1 mixaj_58   (22.06.2011 16:13) [Материал]
Красноармейски (Трак) тăрăхĕнче мĕн ирттерме пулоать?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2021