Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 5 » Шкул ачисем «Аслă тытăçура» тупăшрĕç
Шкул ачисем «Аслă тытăçура» тупăшрĕç
18:35
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Раштав уйăхĕн 3-мĕш числинче республика шайĕнче «Аслă тытăçу» вăйă иртрĕ. Ăна «Хавал» пĕрлешÿ «Ăнăçу чĕлхи» ют чĕлхе шкулĕ пулăшнипе ирттерчĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ: «хулари» тата «ялти». Вăййа пирĕн районтан «Çавал хумĕсем» (Упи вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, ертÿçисем Васильева В.В., Петрова С.В.) тата «Кăмăл» (Красноармейски шкулĕ, ертÿçи Михайлова З.П.) ушкăн хутшăнчĕ. Кашни ушкăнра 5 шкул ачи пулчĕ. Вĕренекенсем вăйăра 8 тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса тупăшрĕç.

«Килти ĕç» ăмăртура Чăвашра кăларнă таварсене рекламăламалла пулчĕ. «Çавал хумĕсем» ушкăн» Чесла» ООО таварĕсене, «Кăмăл»  ушкăн «Кетра» ООО таварĕсене питĕ ăнăçлă рекламăлама пултарчĕ. Шкул ачисем уйрăмах районта туса кăларакан продукцисене çынсен умне ăнăçлă кăларни куракансене тыткăнларĕ. Сăмахпа каланисĕр пуçне презентаци туни  икĕ ушкăна та рекламăна тата витĕмлĕрех тума пулăшрĕ.

Ачасем малалла «Кăптак пуплев» ăмăртура тупăшрĕç. Унта вĕсен предложенири сăмахсене тĕрĕс вырнаçтармалла пулчĕ. «Диктант» ăмăртура вара ачасен чăвашла çăмăлах мар текста тĕрĕс çырмалла пулчĕ. Кунта та пирĕн район ачисем малти вырăнсене йышăнчĕç. «Кирлĕ сăмахсене кĕртсе çыр» ăмăрту та хăйне евĕр кăсăклă пулчĕ. Ачасен юрра итлеме, унтан кирлĕ сăмахсене кĕртсе лартма тиврĕ. Çухалса каймарĕç ăмăртура пирĕн район вĕренекенĕсем. Ачасемшĕн чи йывăртараххи вара «Чăваш тĕнчи»  вайă пулчĕ. Кунта хутшăнакансен ÿкерчĕксем тăрăх Чăваш Республикинче вырнаçнă вырăнсем хăш вырăнпа çыхăннине, япаласен  ятне тĕрĕс палăртма тиврĕ. «Сăмахпа ăнлантар» ăмăрту та ачасене тыткăнларĕ. Кунта вĕсен 15 япалана ятне каламасăр урăх сăмахсемпе усă курса юлташĕсене ăнлантарма тиврĕ, лешсен вара сăмаха тĕрĕс калама тиврĕ. Пултаруллă ачасем кунта та çухалса каймарĕç. Ыттисенчен ĕçе маларах вĕçленипе те палăрчĕç. «Урăхла кала» вăйă та хăйне евĕр интереслĕ пулчĕ. Юлашкинчен вара «Хивре ыйтăм» тупăшу пулчĕ. Унта вара капитансем тупăшрĕç. Чи нумай очко пухаканĕ Упи шкулĕнче вĕренекен Петрова Зина пулчĕ.

4 çынран тăракан сумлă жюри членĕсен те ĕçĕ çăмăлах пулмарĕ. Юлашкинчен Марина Карягина пĕтĕмлетÿпе паллаштарчĕ. «Аслă тытăçу» вăйăра ял шкулĕсем хушшинче Упи шкулĕн вĕренекенĕсем 1-мĕш вырăна тухрĕç. Хула шкулĕсем хушшинче Красноармейски шкулĕ 2-мĕш вырăна йышăнчĕ. Çав ятпа пурне те саламлатпăр.

Миçе çын пăхнă: 558 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 nikolaewagalina2010   (07.12.2015 17:35) [Материал]
Трак Енсем, Маттурсем! Çывхарса килекен Упăте çулĕпе Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулта тăрăшакан чăваш чĕлхи учителĕсенчен хĕруллĕ САЛАМ!

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024