Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Авăн » 1 » Телейпе ăшăлăх, илемлĕх çулне хывакан
Телейпе ăшăлăх, илемлĕх çулне хывакан
18:37
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Николаев 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлнă. Унта 130 ытла ĕç. Вĕсен хушшинче - акварельпе, пусмапа усă курса ăсталанă картинăсем, эскизсем, документсем, сăн ÿкерчĕксем.
Куракан çутă та пысăк, илемлĕ экспонатсемпе киленнĕ май, ахăртнех, хăйне çеçкери сад пахчине лекнĕнех туять. Этем чунне çывăх эрешсене пусма çине ÿкересси художник пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли тесен те юрать. Ку енĕпе вăл самай пысăк çитĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунăскер 1000 ытла ÿкерчĕк хатĕрленĕ.
Юбиляра юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç. "Сирĕн пултарулăх - хăйне евĕрлĕ. Эсир çынсем валли хăвăрăн ĕçĕрсенче телей, ăшăлăх, илемлĕх хыватăр”, - терĕ ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин.
"Георгий Николаевăн ĕçĕсенче вăхăт таппи курăнать. Ку художник пирĕншĕн çĕр-шыв историне пир çине куçарма пĕлнипе паха”, - палăртрĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров.
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри "Çăл куç” ансамбль юбиляра илемлĕ юрăпа савăнтарнă. Красноармейски районĕн культурăпа спорт тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Аркадий Лебедев Георгий Николаева "Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăпа, район ентешлĕхĕн председателĕ Алексей Львов ÿнерçе ентешлĕх медалĕпе чысланă.

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=67&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=202533
Миçе çын пăхнă: 495 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (01.09.2011 18:39) [Материал]
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Николаев 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлнă. Унта 130 ытла ĕç. Вĕсен хушшинче - акварельпе, пусмапа усă курса ăсталанă картинăсем, эскизсем, документсем, сăн ÿкерчĕксем.
Куракан çутă та пысăк, илемлĕ экспонатсемпе киленнĕ май, ахăртнех, хăйне çеçкери сад пахчине лекнĕнех туять. Этем чунне çывăх эрешсене пусма çине ÿкересси художник пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли тесен те юрать. Ку енĕпе вăл самай пысăк çитĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунăскер 1000 ытла ÿкерчĕк хатĕрленĕ.
Юбиляра юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç. “Сирĕн пултарулăх - хăйне евĕрлĕ. Эсир çынсем валли хăвăрăн ĕçĕрсенче телей, ăшăлăх, илемлĕх хыватăр”, - терĕ ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин.
“Георгий Николаевăн ĕçĕсенче вăхăт таппи курăнать. Ку художник пирĕншĕн çĕр-шыв историне пир çине куçарма пĕлнипе паха”, - палăртрĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров.
Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри “Çăл куç” ансамбль юбиляра илемлĕ юрăпа савăнтарнă. Красноармейски районĕн культурăпа спорт тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Аркадий Лебедев Георгий Николаева “Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăпа, район ентешлĕхĕн председателĕ Алексей Львов ÿнерçе ентешлĕх медалĕпе чысланă.

Татьяна Кротова

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024