Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Авăн » 01
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕ пулса иртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев "Раççей Федерацийĕ "Вĕрентÿ çинчен" çĕнĕ саккунĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне йĕркелештерсе тăрассин улшăнăвĕсен тĕп енĕсем" темăпа доклад туса панă. Паянхи номерте çав докладпа тата канашлура тухса каланисен сăмахĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр. 
— Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ кантăкран шаккать, — тенĕ Юрий Алексеевич. — Паянхи куна çĕр-шывĕпех "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен калакан" çĕнĕ саккун проектне анлăн сÿтсе яваççĕ. Федераци шайĕнчи çĕнĕ саккуна йышăнма вăхăт çитнĕ, мĕншĕн тесен вĕрентÿ тытăмĕнчи мĕн пур шайра çыхăнусăрлăх палăра пуçларĕ. Тÿрремĕнех ыйту тухса тăрать: асăннă документ ял шкулне мĕнле витĕм кÿрĕ? Вăл хăш енĕпе выляса илĕ, хăш енĕпе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1072 | Хăçан хушнă: 01.09.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Николаев 80 çул тултарнине халалланă курав уçăлнă. Унта 130 ытла ĕç. Вĕсен хушшинче - акварельпе, пусмапа усă курса ăсталанă картинăсем, эскизсем, документсем, сăн ÿкерчĕксем.
Куракан çутă та пысăк, илемлĕ экспонатсемпе киленнĕ май, ахăртнех, хăйне çеçкери сад пахчине лекнĕнех туять. Этем чунне çывăх эрешсене пусма çине ÿкересси художник пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли тесен те юрать. Ку енĕпе вăл самай пысăк çитĕнÿ тунă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунăскер 1000 ытла ÿкерчĕк хатĕрленĕ.
Юбиляра юлташĕсем, ĕçтешĕсем саламларĕç. "Сирĕн пултарулăх - хăйне евĕрлĕ. Эсир çынсем валли хăвăрăн ĕçĕрсенче телей, ăшăлăх, илемлĕх хыватăр”, - терĕ ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин.
"Георгий Николаевăн ĕçĕсенче вăхăт таппи курăнать. Ку художник пирĕншĕн çĕр-шыв историне пир çине куçарма пĕлнипе паха”, - палăртрĕ Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 494 | Хăçан хушнă: 01.09.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024