Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Авăн » 1 » Вĕрентекенсем çĕнĕлле ĕçлеме хатĕр
Вĕрентекенсем çĕнĕлле ĕçлеме хатĕр
18:51
Сăн ÿкерчĕк
Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче Трак енри вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕ пулса иртни çинчен пĕлтернĕччĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев "Раççей Федерацийĕ "Вĕрентÿ çинчен" çĕнĕ саккунĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне йĕркелештерсе тăрассин улшăнăвĕсен тĕп енĕсем" темăпа доклад туса панă. Паянхи номерте çав докладпа тата канашлура тухса каланисен сăмахĕсемпе кĕскен паллаштаратпăр. 
— Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ кантăкран шаккать, — тенĕ Юрий Алексеевич. — Паянхи куна çĕр-шывĕпех "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен калакан" çĕнĕ саккун проектне анлăн сÿтсе яваççĕ. Федераци шайĕнчи çĕнĕ саккуна йышăнма вăхăт çитнĕ, мĕншĕн тесен вĕрентÿ тытăмĕнчи мĕн пур шайра çыхăнусăрлăх палăра пуçларĕ. Тÿрремĕнех ыйту тухса тăрать: асăннă документ ял шкулне мĕнле витĕм кÿрĕ? Вăл хăш енĕпе выляса илĕ, хăш енĕпе уйрăм йывăрлăхсем тÿсĕ? Асăннă проектăн питех те пĕлтерĕшлĕ пайĕсем пирĕн евĕр пĕчĕк комплектлă шкулсене ăçталла илсе пырĕç? 
Трак енре те çак ыйтусене вĕрентÿ тытăмĕнчи тĕрлĕ мероприятисенче сÿтсе явнă. Августăн 22-мĕшĕнче вырăнсенчен суйланă делегатсене Красноармейскинчи вăтам шкул тата "Çеçпĕлпе" "Чебурашка" ача сачĕсем йышăннă. Асăннă вĕренÿ заведенийĕсенче 14 енпе дискуссисем иртнĕ. 
Паянхи кун Трак енри 2441 ача вĕрентÿпе воспитани илет. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче 330 педагогпа ертÿçĕ ĕçлет. 2011 çулта бюджетра вĕрентÿ валли уйăракан укçа-тенкĕ хисепĕ ÿснĕ, 94 380 400 тенкĕне çитнĕ. Çапла майпа кăçалхи августăн 15-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕсем — 8 вăтам, 4 тĕп тата 1 пуçламăш шкул — бюджет тытăмĕ çине куçнă. 
Паянхи кун шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем уйрăмах тимлĕх ыйтаççĕ. Халĕ Трак енри 607 ача (мĕн пур пепкесен 56,2 проценчĕ) ясли-садсене çÿрет. Кунсăр пуçне районти 8 шкулта шкул çулне çитмен 4 ушкăн тата шкулта вăхăтлăх пулакан 4 ушкăн (пĕтĕмпе 110 ача) йĕркеленĕ. Красноармейски вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче тата 20 ача валли шкул çулне çитмен ушкăн уçнă. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти 80 ытла ача ясли-сада вырнаçма черет кĕтнĕ. Вĕсенчен 40,9 проценчĕн ÿсĕмĕ — 1,5 çултан пуçласа 3 çул таран. Шкул çулне çитменнисене вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе 63 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 63,5 проценчĕ — аслă, 36,5 проценчĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Шкул çулне çитмен учрежденисенче çĕнĕ ăрăвăн вĕренÿ программисене ĕçе кĕртеççĕ: "Çеçпĕлте” — "Сообщество”, "Чебурашкăра” — "Радуга”, ытти учрежденисенче — М. А. Васильева редакциленĕ "Программа воспитания и обучения в детском саду”. Кунсăр пуçне вĕсенче "ОБЖ для школьников”, "Юный эколог”, "Я, ты, мы”, ытти программăсене ĕçе кĕртессишĕн çине тăраççĕ. Ырă ĕçсем харама каймаççĕ. Акă, О. Горшкова воспитатель ("Чебурашка”) "Детские сады — детям” Пĕтĕм Раççейри конкурсăн регионти этапĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ çул кунти 5 педагог (13,9 процент) аттестаци витĕр тухнă. Çак тупăшăвах районти "Звездочкăпа” "Парус” учрежденисем хутшăннă, "Лучший педагогический коллектив” тата "Лучший сельский детский сад” номинацисенче тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен шкул çулне çитмен учрежденисенчи ĕçченсен ĕç укçи 1800 тенкĕлĕх ÿснĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мĕн пур шкулсем пуçламăш классенче патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕрентме пуçлаççĕ. 
Çĕнĕ тытăм çине куçни пĕлÿ пахалăхне те ÿстерме хистет. 2011 çулта вăтам шкул пĕтернĕ 117 каччăпа хĕр 9 предметпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе вăтам шкула 5-ĕн ылтăн (Красноармейскинчи — 3, Мăн Шетмĕпе Трак вăтам шкулĕсен — пĕрер), 5-ĕн кĕмĕл медальпе (Мăн Шетмĕ — 3, Упипе Трак вăтам шкулĕсем пĕрер) вĕренсе пĕтернĕ.
Математикăпа ППЭре Карай (вăтам балл 73,3, учителĕ Л. Проклова), Красноармейски (54,67, Р. Андреева), Трак (52,11, И. Федорова) вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем чи пысăк балсем кăтартнă. Вырăс чĕлхипе Карай (73,3 балл, О. Семенова), Трак (72,22, А. Порфирьева), Красноармейски (70,46, Т. Алексеева, Т. Ефимова) вăтам шкулсенче пĕлÿ пухнисем палăрнă. 
Патшалăхăн итоглă аттестацийĕ витĕр тăххăрмĕш класс пĕтернĕ 233 вĕренекен тухнă. 
2011 çулта районти шкулсене вĕренсе пĕтернисен 72 проценчĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулса тăнă (юлашки икĕ çулта 65 тата 63 процент). 97 каччăпа хĕр (88 процент) бюджет никĕсĕ çинче пĕлÿ илеççĕ. Кунта Красноармейски, Трак, Карай вăтам шкулĕсем палăрнă. 
Çак тапхăрта класс ертÿçин пĕлтерĕшĕ те ÿсрĕ. Районти шкулсенче класс коллективĕсемпе воспитани ĕçне 118 педагог туса пырать. 
Кашни ачах пултаруллă, талантлă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕ урлă 15 вĕренÿ пĕрлешĕвне 304 вĕренекен (пĕлÿ илекенсен 16 проценчĕ) çÿренĕ. Çав йышран 25-шĕ республикăри мероприятисенче призлă вырăн йышăнма пултарнă. Кунта С. Назарован (Мăн Шетмĕ), И. Матвеевăн, В. Васильеван тата С. Петрован (Упи), И. Кускован, З. Михайлован (Красноармейски), Н. Кривошеевăн (Трак) тÿпи калама çук пысăк. 
Çулленех районта тĕрлĕ шайри пысăк 40 ытла культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ, вĕсене мĕн пур вĕренекенсен 78 проценчĕ хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче спорт кружокĕсемпе секцисене 1469 вĕренекен çÿренĕ, вĕсенчен 459-шĕ — районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне. ЧР Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн вĕренекенсен XIII Спартакиадинче пирĕннисем спортăн 16 енĕпе яллă районсем хушшинче пĕтĕмĕшле 6-мĕш вырăн йышăннă. Ытти çĕнтерÿсене те асăнма пулать. 
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире 8 ача, хăйсене япăх енчен кăтартнă 50 çемье (вĕсенче 84 ача çитĕнет) тăраççĕ. 
Профильлĕ вĕрентĕвĕн кăтартăвĕсем куç умĕнче. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче (вăл шутра дистанциллисем) 1120 ача тупăшнă. Райцентрти шкулсенче вĕренекенсем чи паха кăтартусемпе палăрнă. Вĕренекенсен республикăри предметлă олимпиадисене 55 каччăпа хĕр хутшăннă, 7-шĕ пултаруллă вунă ача йышне кĕнĕ, 5-шĕ призерсем пулса тăнă. Призерсене Г. Маринкина (Мăн Шетмĕ), И. Шорникова, А. Трофимов, И. Федорова (Трак), Л. Илларионова (Красноармейски) хатĕрленĕ. 
2011 çулта вĕренÿри пултарулăхшăн тата ăнтăлушăн ЧР Президенчĕн çамрăксен ятарлă стипендине (уйăхсерен 1830 тенкĕ) М. Александрова, К. Журавлева, Л. Степанова, Р. Федоров (Трак), А. Иванова (Красноармейски), Е. Васильева (Упи), Е. Жестянова, М. Павлова (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ), А. Пантелеймонов (ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ), Е. Иванова (Заволжски клуб çумĕнчи "Çамрăклăх” ташă ансамбльне çÿрекен) тивĕçнĕ. 
Юлашки çулсенче районта вĕрентекенĕн витĕмне ÿстерес тесе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. 330 педагогпа ертÿçĕрен 13-шĕ "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ, 45-шне "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” тата "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллăпа чысланă. Аттестаци кăтартăвĕсемпе педагогсен 81 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур. 89 учитель (25 %) "Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕ” патшалăхăн вĕрентÿ учрежденийĕ урлă квалификацие ÿстернĕ. Кăçал Красноармейскинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Михайлов РФ Президенчĕн премине илессишĕн пыракан конкурсăн мĕн пур этапĕсем витĕр ăнăçлă тухрĕ.
Юрий Алексеевич вĕрентекенсен ĕç укçийĕ пирки чарăнса тăнă. 
Районта çулленех педагогсемпе ертÿçĕсен 20—25 проценчĕ аттестаци витĕр тухать. Çĕнĕ положенипе килĕшÿллĕн тата 46 педагог "ала” витĕр тухмалла. 
Вĕрентÿ тытăмĕнче чи приоритетлă енсенчен пĕри — таса та çирĕп сывлăхлă çынна пăхса ÿстересси, ăна физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарасси. Районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ку енĕпе пурлăхпа техника никĕсĕ çуллен çирĕпленсе пырать. 
Вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси те лайăхланать. Хальлĕхе ачасен 86 проценчĕ шкулсенче вĕри апат çиет. 
Кăçалхи çуллахи каникул кунĕсенче 440 ача (376-шĕ — шкул çумĕнчи лагерьсенче, 64-шĕ — хула çывăхĕнчисенче) тĕрлĕ лагерьсенче каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ. Çавна валли республика бюджетĕнчен 901 200, вырăнти бюджетран профильлĕ лагерьсем валли 95 пин тенкĕ уйăрнă. 
Юлашкинчен Ю. Васильев умри тĕллевсемпе паллаштарнă, ĕçтешĕсене Пĕлÿ кунĕ тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă. Юрий Алексеевич чыслă ĕçшĕн И. Петрована (Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул), Н. Михайлована (Упири ятарă шкул), А. Яковлевана ("Чебурашка” ача сачĕ) райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисене панă. Конференцине хутшăннисем район администрацийĕн пуçлăхне В. Александрова та тимлĕн итленĕ. 
— Район бюджечĕн 40 проценчĕ вĕрентÿ отрасльне каять, — тенĕ Владимир Валерьянович. — Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерме директорсен тĕрлĕ çул-йĕр шырама тивет. Çулленех пĕр е икĕ шкула тĕпрен юсама палăртатпăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ тĕлне Чатукасси шкулĕн тăррине юсама вăй çитертĕмĕр. Кĕçĕн Шетмĕ, Пикшикпе Мăн Шетмĕ шкулĕсем те юсав ĕçĕсем ыйтаççĕ. 
В. Александров 2010—2011 вĕренÿ çулĕнчи паха кăтартусемшĕн Еншик Чуллă (директорĕ Т. Беззубова), Кĕçĕн Шетмĕ (А. Соловьева) шкулĕсене, "Звездочка” ача садне (Р. Александрова), математика учительне И. Ананьевана (Трак вăтам шкулĕ), вырăс чĕлхипе вĕрентекен Т. Антонована (Мăн Шетмĕ), Пикшик вăтам шкул директорне А. Гаврилова район администрацийĕн пуçлăхĕн премийĕсене тивĕçнине пĕлтерекен свидетельствăсем пачĕ. ЧР юстици министрĕ Н. Прокопьева ЧР Президенчĕ тата Правительстви ячĕпе канашлăва хутшăннисене çывхаракан Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламланă, Е. Исакова аслă вожатăя (Красноармейскинчи вăтам шкул), ют чĕлхесене вĕрентекен Г. Маринкинана (Мăн Шетмĕ), вырăс чĕлхипе литературин учительне В. Фоминана (Пикшик) ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин хисеп грамотипе чысланă. 
Нумаях пулмасть ЧР ял, хула тăрăхĕсем хушшинчи 2010 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта Красноармейски ял тăрăхĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Надежда Викторовна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумне В. Трофимова ЧР Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ О. Викторов алă пуснă хисеп грамотине пачĕ. Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿпе наукăра ĕçлекенсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн тĕп юрисчĕ Л. Шушпанова РФ "Вĕрентÿ çинчен” çĕнĕ саккунĕн проекчĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, ĕçтешĕсен çăмăллăхĕсене сыхласа хăварас, ĕç укçине ÿстерес тĕлĕшпе тăвакан ĕç-хĕл пирки каласа панă. Упи вăтам шкул директорĕ Ю. Федоров, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ О. Аркадьева, Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учительници Е. Вышинская РФ "Вĕрентÿ çинчен” çĕнĕ саккунĕн проекчĕ пирки чарăнса тăнă май хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пĕрремĕш классем патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕренме пуçлаççĕ. Çак çĕнĕлĕхе еплерех кĕтсе илнĕ пирки пухăннисене Трак вăтам шкулĕн пуçламăш классен учительници Л. Голубева каласа панă. 
— Пирĕн шкулта пуçламăш классен 9 вĕрентекенĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ çĕнĕ стандартсемпе ĕçлеме хатĕр. Йывăрлăхсем пулĕç, анчах эпир вĕсене пĕрлехи вăйпа татса парăпăр, — тенĕ вăл. А. Иванов — çĕнĕ специалист, вăл Красноармейскинчи вăтам шкулта ачасене ÿнер ĕçне вĕрентĕ. Александр Михайлович хăйпе паллаштарнă май умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Шестаков районти шкулсене икĕ томлă "История сберегательного дела в Чувашии” кĕнекесен 16 комлектне парнеленĕ. 
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойинче яланхиллех чечексен конкурсĕ иртрĕ. Ку хутĕнче тупăшăва педагогсем 20 букет тăратнă. Унăн кăтартăвĕсемпе жюри председателĕ, ачасемпе çамрăксен районти пултарулăх çурчĕн методисчĕ В. Лукина паллаштарчĕ. Г. Германова (Упи, "Парус”), И. Петрова, Г. Ефремова (Именкасси), А. Яковлева, ("Чебурашка” ача сачĕ), Н. Лукина (Чатукасси), Р. Яковлева (Трак шкулĕ), Кĕçĕн Шетмĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти учительсен коллективĕ хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç. 
Юлашкинчен педагогсене халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен "Хавал” ансамблĕпе районти икусство шкулне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=202545
Миçе çын пăхнă: 1072 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 mixaj_58   (22.09.2011 19:18) [Материал]
В 2011/2012 учебном году в 13 общеобразовательных учреждениях района будет обучаться 1767 обучающихся. С ними будут работать 206 педагогических и руководящих работников, из них 170 учителей. Доля женщин-педагогов составляет 80%, работников пенсионного возраста – 12%, молодых учителей – 9%. Средний возраст учителей по району – 47 лет. Высшее образование имеют 98,3% учителей. 119 учителей будут выполнять обязанности классного руководителя. На сегодняшний день в районе 95 % педагогов имеют квалификационные категории, из них высшую – 12 процентов.
В районе действует программа оптимизации сети общеобразовательных учреждений. С 2005 года проведена реструктуризация 8 школ, в результате чего наполняемость классов составила 15,54 учащихся (по республике на селе – 15,4), число учащихся на 1 учителя – 10,7 человек (по республике на селе – 11). Наполняемость классов в 2011 году составит, по предварительным данным, 15,1 ученика, на одного учителя – 10,7 обучающихся. Стоимость обучения одного ученика в районе в прошлом учебном году составила 32,72 тыс. рублей.
В настоящее время особую важность приобретает модернизация материально-технической базы общеобразовательных учреждений, в том числе в связи с переходом на новый федеральный государственный образовательный стандарт начального общего образования, принятием новых санитарно-эпидемиологических правил и нормативов и реализацией программы энергосбережения. Информационные технологии превратились в средство обеспечения качественного образования. В образовательных учреждениях систематически пополняется и обновляется парк компьютерной техники. В школах 268 ЭВМ, 38 мультимедийных проекторов, на 1 компьютер приходится 8,0 учащихся (по республике – 9,4). 12 образовательных учреждений подключены к сети Интернет (кроме одной начальной), имеют постоянно обновляемые сайты, электронные библиотеки. Педагогам открыт доступ к образовательным ресурсам Интернет, что положительно влияет на качество образования.
За 5 лет фонд школьных библиотек обновлен на 60%. Всего за последние 5 лет в школьные библиотеки поступила литература на сумму более 30 млн. руб., из них учебников более чем на 3 млн. Почти в 4 раза выросло количество электронных учебников.
В 2011 году результаты ЕГЭ по математике – 49 баллов (по республике – 55,19), по русскому языку 67 баллов (по республике – 64,82). Наилучшие результаты в этом году имеют выпускники МБОУ «Караевская СОШ», МБОУ «Красноармейская СОШ», МБОУ «Траковская СОШ», МБОУ «Яншихово-Челлинская СОШ». Наиболее высокие баллы по математике у выпускников следующих школ: МБОУ «Караевская СОШ» – средний балл по предмету 73,3 (учитель Проклова Л.С.), МБОУ «Красноармейская СОШ» – 54,67 (учитель Андреева Рена Валерьяновна), МБОУ «Траковская СОШ» – 52,11 баллов (учитель Федорова Ирина Аркадьевна). По русскому языку высокие баллы набрали выпускники МБОУ «Караевская СОШ» – средний балл по предмету 73,3 (учитель Семенова Ольга Константиновна), МБОУ «Траковская СОШ» – 72,22 (учитель Порфирьева Анна Петровна), МБОУ «Красноармейская СОШ» – 70,46 (учителя Алексеева Т.И. и Ефимова Т.Л.). Ученица МБОУ «Большешатьминская СОШ» набрала 100 баллов по русскому языку (учитель Антонова Татьяна Геннадьевна).
По итогам 2010-2011 учебного года улучшились показатели количества медалистов. 5 выпускников награждены золотыми медалями – это выпускники МБОУ «Красноармейская СОШ» (3 чел.), МБОУ «Большешатьминская СОШ» (1 чел.) и МБОУ «Траковская СОШ» (1 чел.), 5 выпускников имеют серебряные – МБОУ «Большешатьминская СОШ» (3 чел.), МБОУ «Убеевская СОШ» (1 чел.), МБОУ «Траковская СОШ» (1 чел). Все они успешно поступили в вузы.
Государственную итоговую аттестацию в новой форме сдали 233 выпускника 9 классов. По итогам экзамена следует отметить, что лидирующую позицию по математике занимают МБОУ «Исаковская ООШ» (учитель Алексеева Надежда Валерьевна), МБОУ «Именевская ООШ» (учитель Тимофеева Ирина Анатольевна), МБОУ «Пикшикская СОШ» (учитель Григорьева Любовь Яковлевна).

0  
1 mixaj_58   (22.09.2011 19:18) [Материал]
Студентами высших учебных заведений в 2011 году по предварительным данным стали 72% выпускников (предыдущие 2 года – 65%, 63%), из них студентами крупнейших вузов страны (Москвы, Санкт-Петербурга и Казани) в этом году стали 35 % (в прошлом году – 21%). На бюджетную основу поступили 97 выпускников – это 88% из числа поступивших. Результат почти в два раза превышает показатель прошлого года.
С целью выявления и развития творческих способностей детей в школах района проводится работа по охвату школьников дополнительным образованием. Более 100 объединений по интересам, кружков, секций, групп организованы в школах и учреждениях дополнительного образования детей. 86% учащихся охвачены дополнительным образованием. Так, воспитанники Дома детского творчества за 2010-2011 учебный год заняли 20 призовых мест на республиканских мероприятиях.
В 2010-2011 учебном году в олимпиадах разных уровней, включая дистанционные, приняло участие более 1120 обучающихся. Лучшие результаты показали учащиеся школ районного центра. В республиканских предметных олимпиадах школьников приняли участие 55 учащихся, из них 7 вошли в десятку лучших, 5 стали призерами. Призеров подготовили Маринкина Галина Георгиевна (МБОУ «Большешатьминская СОШ»), Шорникова Ираида Георгиевна, Трофимов Александр Зинонович, Федорова Ирина Аркадьевна (МБОУ «Траковская СОШ»), Илларионова Любовь Юрьевна (МБОУ «Красноармейская СОШ»).
Более 30% обучающихся приняли участие в социально значимых мероприятиях республиканского и федерального значения. Проведено большое количество массовых спортивных мероприятий. Так, в XIII Спартакиаде школьников на Кубок Президента Чувашской Республики по 16 видам спорта и в итоговом первенстве заняли 6 место среди сельских школьников. Лидеры – МБОУ «Траковская СОШ», МБОУ «Красноармейская СОШ» и МБОУ «Большешатьминская СОШ».
10 представителей школ района в 2011 г. получают специальные стипендии Президента Чувашской Республики за особую творческую устремлённость. За 6 лет 5 школ и 24 педагогических работника стали победителями конкурсов в рамках приоритетного национального проекта «Образование» и получили Гранты Президента Российской Федерации и премию Президента Чувашской Республики.
Среднемесячная заработная плата учителей школ в 2010 г. – 11006 руб., прогноз на конец 2011 г. – 12391 руб., воспитателей дошкольных образовательных учреждений в 2010 г. - 6934 руб., прогноз на конец 2011 г. – 7181 руб.
С 1 сентября этого года все школы начнут обучение в начальных классах в соответствии с федеральными государственными стандартами нового поколения. Прошли курсовую подготовку по ФГОС нового поколения тьюторы, все учителя начальных классов, администрация школ, сотрудники информационно-методического центра, проведены совещания и семинары.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024