Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 29 » Тĕллев: ĕнерен 5000 килограмм сĕт
Тĕллев: ĕнерен 5000 килограмм сĕт
20:31
Сăн ÿкерчĕк
Яманакри сĕт-çу фермин коллективĕ кăçал кашни ĕнерен вăтамран 5000 килограмм сĕт суса илессишĕн кĕрешĕве тухнă. Иртнĕ виçĕ кварталта ку кăтартăва 4291 килограма çитерме пултарнă. 
"Красное Сормово" пĕрлешÿ сĕт пахалăхĕ енĕпе республикăра Тăвай районĕнчи "Акконд" пĕрлешÿ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. "Шурă ылтăн" кунтан патшалăха чи лайăх (высший) сортпа ăсанать. Сĕтри белок хисепĕ 3,23—3,20 (ку республикăра чи пысăк кăтарту), çу хисепĕ 3,4-пе танлашать. Яманаксем çак кунсенче ĕне пуçне пĕр пăт ытла сĕт сăваççĕ. Ку вĕсене тулăх тăрантарнипе çыхăннă паллах. Рацион тăрăх кашнин пуçне сенаж 20, фураж 6, салат пăтти 5, чĕрĕ вĕтĕ çĕр улми 5, утăпа улăм 2—3-шер килограмм тивет.
Ферма заведующийĕ Е. Алексеева каланă тăрăх витесене хĕле лайăх хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ çителĕклех. Ĕç условийĕсем аван. Ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ тата унăн хисепĕ те пĕчĕк мар, вăтамран 10 пин тенкĕ ытла.
— Канма та лайăх условисем туса панă. Выльăх пăхакансен пÿлĕмне çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Чей вĕретсе ĕçме пулать. Кунта зооветсехетсем иртеççĕ, хамăр пĕлĕве ÿстеретпĕр. Ĕç кăтартăвĕсене унсăрăн пысăклатса пыма май çук-çке. Пирĕн пурнăç лайăх, пĕрлешÿ ертÿçисем тăрăшаççĕ. Хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм те тума пуçланă авă, — терĕ Светлана Данилова доярка.
Ĕне сăвакансем кунта 6-ăн. Вĕсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра ăмăртура Светлана Даниловапа Алиса Маркова тата Ева Иванова малта пыраççĕ.
Кăçал кунта вите çумĕнче хăйне май парк йĕркеленĕ. 13 улмуççи, 3 груша, чиепе слива йывăççисем, хурлăханпа крыжовник тĕмисем лартнă. Беседка валли те вырăн хăварнă тата ытти те.
Кĕтĕве çĕнетсех пыраççĕ фермăра. Акă кăçал аш-какая ăсатнă 30 ĕне вырăнне кĕтĕве 30 пушмак пăру кĕртнĕ. Фермăри паниçкесен вăтам ÿсĕмĕ 4—5 çулпа танлашать.
Ф. Васильева техник-осеменатор пĕлтернĕ тăрăх октябрьте 18 пăру илнĕ, ноябрьте 33 ĕне пăруламалла.
Çапла Яманакри сĕт-çу фермин коллективĕ шав малалла ÿсĕм патне утăмлать. Унăн тĕллевĕ — юбилейсен çулталăкĕнче ĕне пуçне 5000 килограмм сĕт суса илесси.

В.Егоров
Миçе çын пăхнă: 740 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Яманакри сĕт-çу ферми | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024