Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 18 » Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ - 120 çулта
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ - 120 çулта
12:35
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, шăмат кун Красноармейскинче шкул (халĕ Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ) уçнăранпа 120 çул çитнĕ май савăнăçлă уяв иртрĕ.
Çав ятпа кунта хăнасем нумайăн пухăнчĕç. Вĕсене малтанах вĕрентÿ пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕç. 12 сехет тĕлне вара пурте акт залне пуçтарăнчĕç. Гимназири педагогсен коллективĕ уява чăвашсен "Алран кайми аки-сухи” юррипе уçрĕ. Директор çумĕ С. Н. Дмитриева пухăннисене унтан шкул историйĕпе тата хальхи пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пин-пин çамрăка анлă çул çине кăларнă вăл. 214-ăн ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕçленĕ. Гимнази — база шкулĕ, ресурс центрĕ, 2006 çулта РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне, ытти премисене тивĕçнĕ. Халĕ гимназире 469 ача вĕренет. Педагогсем 36-ăн (15-шĕ кунтах пĕлÿ пухнă), вĕрентĕве йĕркелеме пулăшакансем тата 20-ĕн.
Коллектива сумлă юбилей ячĕпе малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. А. Васильев ăшшăн саламларĕ. Юрий Алексеевич Г. И. Юлмасова директора пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен пÿлĕмĕ тата ксерокопи тумалли оборудованисем валли пĕтĕмпе 95 пин тенкĕ уйăрни çинчен калакан свидетельство пачĕ, вĕренÿпе воспитани процесне çĕнетсе пырас çĕрти ÿсĕмсемшĕн тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн И. Н. Антоновапа А. М. Леонтьева учительсене, А. К. Гаврилова библиотекаре, Т. А. Трофимова повара тата директор çумне В. П. Степанова грамотăсемпе наградăларĕ. Вĕренÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева Д. Ф. Ефимована, М. И. Кириллована, Т. В. Андреевана отрасльти профсоюзсен республикăри комитечĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ, кунти профкома "Мой профсоюз” тата "Время” хаçатсем çырăнса пани çинчен пĕлтерчĕ.
Гимнази директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г. И. Юлмасова та кунта вăй хуракансем пирки ăшă-ăшă сăмахсем каларĕ, вĕсен тата ветеран-педагогсен пысăк ушкăнне тав хучĕсемпе чысларĕ. Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн заведующийĕн О. А. Дуйсембаеван тав сăмахĕсем хыççăн ветерансен районти хорĕ Н. Ершовпа О. Димитриевăн "Пурнăçра çул кăтарттăр ватти” юррине шăрантарчĕ. Ун хыççăн пухăннисем вăхăтсăр çĕре кĕнĕ учительсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та уява пушă алăпа килмен. Владимир Валерьянович Трак гимназине, Н. В. Кривошеев учителе, кунтан вĕренсе тухнă, халĕ "Хыпар” издательство çурчĕн политика тата общество пурнăç пайĕн редакторĕнче ĕçлекен Ю. П. Степанов-Листопада район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, коллективри спортсменсене 15 мăшăр спорт пушмакĕсем парнелерĕ.
Уявра çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, уçă йышши "Чăваш бройлерĕ” акционер пĕрлешĕвĕн директорĕ В. И. Николаев (Вадим Иванович ку шкула 1976 çулта вĕренсе пĕтернĕ, биологи пÿлĕмне ноутбук пачĕ), ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев, О. А. Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) писатель, кунтан1956 çулта вĕренсе тухнă П. И. Ильин, "Трак ен” ентешлĕх правленийĕн ертÿçи А. Н. Львов (Алексей Николаевич çавăн пекех Чăваш халăх поэчĕн Ю. С. Сементерĕн саламне çитерчĕ, унăн юбилее халалласа çырнă сăввипе кĕнекисене те парнелерĕ), РФ журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ А. В. Яковлев, тулли мар яваплă "Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçи В. А. Афанасьев, Красноармейскинчи Филипповсен ячĕпе — А. Г. Соловьева, районти шкулсен директорĕсен ятĕнчен — А. Г. Соловьева (Кĕçĕн Шетмĕ), О. М. Степанова (Чатукасси), О. И. Арманова (Именкасси) тата Р. И. Малинина (Карай) нимĕçле, акăлчанла, вырăсла тата чăвашла каласа, гимнази управляющи канашĕн председателĕ И. В. Дмитриев, ветеран-педагогсен ячĕпе В. С. Антонова, райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева, Н. М. Иванова врач, шкултан 1952 çулта пĕлÿ илсе тухнисем салам сăмахĕсем каларĕç.
Концерт программи те пуян пулчĕ. Унта педагогсен коллективĕпе пĕрлех гимназистсем тата Заволжски клубри юрă-ташă кружокĕсене çÿрекенсем те хутшăнчĕç.
Юбилей мероприятийĕ хаваслă дискотекăпа вĕçленчĕ.

В.Данилов.

Миçе çын пăхнă: 555 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024