Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 2 » Трак Енре — Лапперсдорф хăнисем
Трак Енре — Лапперсдорф хăнисем
20:46
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинче Бавари Çĕрĕн Лапперсдорф общинин (районĕн) делегацийĕ пулса курчĕ.
Ун йышĕнче — 19-ăн, çав шутра Эрих Доллингер бургомистр мăшăрĕпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мăшăрĕпе — Каролинăпа, ыттисем — община парламенчĕн депутачĕсем, хуçалăхсен, вĕрентÿ, культура, коммуналлă организацисен ертÿçисем. Çул çÿреве икĕ ен туслăх кĕперне хывнăранпа 20 çул çитнине халалланă.
Делегацине Трак вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе тата юрăпа тарават кĕтсе илчĕç.
Шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Г. Юлмасова вĕрентÿ учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Эпир чылай проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр, çав шутра нимĕç чĕлхине республикăра анлăрах сарас енĕпе те. Ку чĕлхене ачасем юратса вĕренеççĕ, çăмăллăнах калаçма хăнăхаççĕ. Пирĕн шкулта пĕлÿ илнĕ вунна яхăн çамрăк хăйĕн пурнăçне Германипе çыхăнтарнă. Ачасен пĕр ушкăнĕ кĕçех Англире çул çÿревре пулса курать”, — пĕлтерчĕ Галина Илларионовна.
Чăваш апатне — хуран куклине — тутанса пăхнă хыççăн инçетри çывăх туссем шкулпа паллашрĕç: пуçламăш классен пÿлĕмĕсене, этнопедагогика музейне кĕрсе курчĕç, "Ачасен Арбачĕн” ĕçне хутшăнчĕç, ачасене сувенирсем пачĕç.
И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Т. Н. Петрова Г. Юлмасова директора чăваш халăхне çутта кăлараканăн И. Я. Яковлевăн портретне парнелерĕ.
Кăнтăр апачĕ хыççăн вара делегаци членĕсем "Заволжский” клубра Трак вăтам шкулти педагогика коллективĕпе курнăçрĕç. Тĕл пулăва В. А. Иванов, Д. Е. Иванов профессорсем, муниципаллă йĕркелÿсен республикăри канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев хутшăнчĕç. Пресс-конференци йĕркелерĕç, хăнасем концерт пăхрĕç.
Делегаци тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿне, Трак ен çут çанталăкĕн илемлĕ вырăнĕсене çитсе курчĕ. Хăнасем район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче сăн ÿкерттерчĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков та тĕл пулса калаçрĕ.

В.Данилов


Миçе çын пăхнă: 602 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024