Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Çурла » 5 » Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
11:39
Сăн ÿкерчĕк
70 çул каялла (çурла, 16, 1940)  Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Указ йышăннă, унпа килĕшÿллĕн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хĕрлĕ Çар) çĕнĕ ят панă. Кунсăр пуçне Вăта Трак ялне Липовка (Çăкалăх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышăннă.

Эсир мĕнле шутлатăр: Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и? Хăвăр шухăша ыйтăмра е аяларах комментари çырса палăртăр.
Миçе çын пăхнă: 944 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 7
+1  
7 Savantey   (14.08.2010 18:39) [Материал]
Човаш халохон нумай патторсем-щке. Ман шутпа яла Сеспель, Иваново е Хусанкай ят памала. Волсем кунта щуралман-та, анчах човаш халох ятне щёкленё.

0  
6 mixaj_58   (13.08.2010 23:02) [Материал]
Трак ялĕн ячĕ Траках пулмалла! Ваттисен сăвапне-хисепне ăша хывасчĕ!

0  
5 cakanar turhane   (09.08.2010 22:46) [Материал]
иккĕленмелле мар, Трак ятне каялла илмелле.

0  
4 mixaj_58   (06.08.2010 12:35) [Материал]
Ман шутпа, августăн 16-мĕшне Трак ялĕн кунĕ тесе паллă тума пуçламалла. Вара ял ятне тавăрмашкан çăмăлрах пулать. Район администрацийĕн культура пайĕнче тăрăшса ĕçлекенсене валли ку пуç ватмăш.

0  
3 mixaj_58   (06.08.2010 12:31) [Материал]
Пĕрисем каланă тăрăх, ял ячĕ "трактир" (эрех-сăра ĕçмелли хупах) сăмахпа çыхăннă теççĕ. Ку версие нимĕнле чăнлавпа та çирĕплетме çук. Ку шухăша Красноармейски ят памашкăн коммунистсен идеологĕсем шутласа кăларни паллă. Теприсем ку ял Трак ятлă çын çемйинчен пуçланса кайнă имĕш (кун пек халап чăн та пур). Виççĕмĕшсем каланă тăрăх, трак тени ĕçсе-супса çапкаланса çÿрекен çынна пĕлтерет тени те пур. Юлашки верси те коммунистсен идеологине çирĕплетме кăна кирлĕ пулнă пек туйăнать.

+1  
2 Astaha   (05.08.2010 23:06) [Материал]
Паллах. Ку пĕрре ман шутпа ял ячĕпе çынсене кăсăклантарса яма пултарать. Ячĕ питĕ кăсăклă-çке...

+1  
1 Migulaj   (05.08.2010 18:20) [Материал]
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла. Ку манăн шухăш.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024