Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çĕртме » 2 » Учитель сăвăçа аса илсе
Учитель сăвăçа аса илсе
20:29
Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчен паллă çынсем сахал мар тухнă. Çав йышра литературăпа искусствăра палăрнисем те. Вĕсен шутне Четрикре çуралса ÿснĕ Николай Петрович Петрова кĕртетпĕр. Вăл учитель пулнă — шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, директорта ĕçленĕ. Çав хушăрах поэзи пахчинче ырми-канми вăй хунă. Ăна эпир чăннипех те поэт-публицист е гражданла лирика сăвăçи тетпĕр.
Мăн Шетмĕри вăтам шкулта Николай Петрова асăнса литература каçĕ иртрĕ. Ку икĕ пулăмпа сăлтавланнă: майăн 19-мĕшĕнче учитель-сăвăç çуралнăранпа 60 çул тултарчĕ тата июнĕн 23-мĕшĕнче вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул çитет. Питĕ шел, мал ĕмĕтлĕ çынăн кун-çулĕ кĕске килчĕ, хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăваймарĕ.
Тĕл пулăва шкул директорĕпе А. И. Васильевпа С. М. Назарова учитель ертсе пычĕç, унта шкулти 5, 7, 8-мĕш классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правлени членĕсем пиллĕкĕн килнĕ.Красноармейскинчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В. Михайловпа районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. Гурьева Н. Петровăн ĕçри тата творчествăри пултарулăхĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕç, электронлă презентацисене кăтартрĕç, сăввисене вуларĕç. Вячеслав Сергеев, Алла Яковлева тата Елизавета Петрова вĕренекенсем поэтăн ачасем валли çырнă сăввисене пăхмасăр каларĕç.
Хăйсен юратнă пиччĕшĕ çинчен унăн шăллĕ Василий Петров тата йăмăкĕ Надежда Марчук ăшшăн аса илчĕç. Çавăн пекех Николай Петровăн тус-юлташĕсем — Н. Янкас пĕрлĕхĕн правлени председателĕ Г. Ефимов-Тусли, унăн çумĕ Н. Ершов-Янгер тата тавра пĕлÿçĕсен районти уйрăмĕн ертÿçи В. Константинов-Улăхсем çыравçăсем ăш пиллĕ сăмахсем каларĕç. Ял çыннисен ячĕпе кунти ветерансен ертÿçи И. Ильин тухса калаçрĕ.
Çак тĕл пулу асра юлтăр тесе, В. Константиновпа Н. Ершов хăйсен кĕнекисене Н. Петровăн çывăх тăванĕсене парнелерĕç. Тĕл пулура поэтăн тата ăна халалланă сăвăсем янăрарĕç. Вăхăтсăр çĕре кĕнĕ поэтăн килĕнче упранма Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн паллине парса хăварчĕç. Поэт тăванĕсем хăйсен пиччĕшне çапла чысланăшăн тав турĕç.
Сывпуллашас умĕн Н. Петровăн тăванĕсем тата пынă хăнасем унăн Мăн Шетмĕри вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç, асăну сăмахĕсем каларĕç.

Н.Ершов
Миçе çын пăхнă: 523 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024