Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Чÿк » 23 » Виççĕрешĕн ашшĕпе амăшĕ - Трак енрен
Виççĕрешĕн ашшĕпе амăшĕ - Трак енрен
21:11
Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж: Республика Элтеперĕн мăшăрĕ - Григорьевсем патĕнче

Иртнĕ кунсенче Чăваш телевиденийĕпе те, республикăри хаçатсенче те Шупашкарти пĕр çамрăк çемьере харăсах виçĕ арçын ача çуралнă пирки кăтартса-çырса тĕлĕнтерчĕç. Асамлă октябрь уйăхĕнче Валерийпе Анжелика Григорьевсене çавăн пек паллă пулăм ăнăçлăхпа савăнтарнă. Кĕтмен çĕртен мар: хăйсен виçĕрешсем пулнине мăшăр УЗИ тĕрĕслевĕсем тăрăх малтанхи виççĕмĕш уйăхрах пĕлнĕ-çке. Пĕр тăван "пăхаттирсем” чăвашсен тĕп хулинчи 1-мĕш клиника больницин перенатальнăй центрĕнче пĕр вăхăтра умлă-хыçлă кун çути курнă. Маттурккаскерсем кашни 2 кило çурă чухлĕ тайнă. Ку ĕнтĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ те çапла тĕреклĕ çынсем пулнинчен те килнĕ пулĕ. Амăшĕн ку — пĕрремĕш çурату! Кун пек тĕслĕх сайра-хутра çеç пулать. Чăваш енре виçĕрешсем 2011 çулта икĕ çемьере çуралнă. Кăçал вара — Григорьевсен кăна. Ачасен ашшĕ-амăшĕ пурăнакан хулари Ленин районĕнче 5 çул ытла ĕнтĕ кун пек тĕлĕнтермĕш пулман.
Кунта çакна каласа хăвармасăр май çук. Массăллă информаци хатĕрĕсенче виçĕрешсен йăх-тымарĕ хăш районсенчен тухнине темшĕн пĕлтермерĕç. Паллакан-пĕлекенсем çеç вĕсен ашшĕпе амăшĕ Тракпа Элĕк ен çыннисем иккенне тавçăрса илнĕ. Халĕ уççăнах пĕлтерме пулать: Валерий Вениаминович — пирĕн районти Анат Кушар ялĕнче çуралнă, Анжелика Ивановна — Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче. Тăван тăрăхра вĕсен ашшĕсемпе амăшĕсем пурăнаççĕ, хăйсем Шупашкарта тĕпленнĕ. Сăмах май Валерийăн çитес кăрлач уйăхĕнче 93 çул тултаракан асламăшĕ — Татьяна Александровна Александрова та пур. Ывăлсем енĕпе ăна турри кÿрентермен: хăйĕн икĕ ывăл, ывăлĕсен — 3, хĕрĕсен — 2. Мăнукĕсен те ывăлĕсем пур. Халĕ вара харăсах 3 ывăл — кĕçĕн мăнук çут тĕнчене килнишĕн питĕ хĕпĕртенĕ, ялти пек каласан, Чĕкеç кинеми. Пуринчен ытла Валерийăн ашшĕпе амăшĕ — Красноармейскинчи Вениамин Васильевичпа Тамара Григорьевна Григорьевсем тата Анжеликăн ашшĕпе амăшĕ — Чулкаçри Иван Филипповичпа Светлана Григорьевна Степановсем çав тери савăннă, паллах. Веньăпа Тамарăн аслă ывăлĕн — Ромăн — ывăл ачи çумне кĕçĕн ывăлĕн виçĕреш ывăл ачи хутшăнни, чăннипех те мăнуксем куç тулли пулни мăнаçлантарать вĕсене. Анжелика вара çемйери виçĕ хĕртен асли пулнă. Унăн ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕ те виçесĕр пысăк ĕнтĕ.
Паян эпир виçĕрешсен ячĕсене те хăпартлансах асăнма пултаратпăр. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче вĕсене савăнăçлă лару-тăрура ятсем хунă: Вадим, Богдан, Глеб. Çав ятпа пĕчĕк пепкесен тăванĕсем çеç мар, хулари ертсе пыракан ĕçлĕ çынсем те ăшшăн саламласа парнесем панă. Хамăр ен пепкисен сывлăхĕпе эпир те, районти журналистсем, кăсăкланса килĕнчи телефонпа çыхăнтăмăр. Виçĕрешсен амăшĕ Анжелика Ивановна пĕлтернĕ тăрăх, "виçĕ пăхаттир” хăйсене аван туяççĕ, йывăрăшне хушсах пыраççĕ. Хăйĕн сывлăхĕ те лайăхах.
Çак хыпарсен пуçламăшĕнче октябрь уйăхне "асамлă” тесе асăнса иртрĕмĕр. Çакăн сăлтавне те пĕлтерес килет вулакансене. Валерийпе Анжелика темиçе çул каялла шăп çав уйăхра паллашнă — Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи театрĕнче. Анжелика ун чух, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хĕр, театр администраторĕ пулса ĕçленĕ. Валерий, Йошкар-Олари техника университетĕнчен вĕренсе тухнăскер, инженер-строительте тăрăшнă. (Вăл халĕ те çав ĕçрех вăй хурать-ха). Икĕ çул каялла октябрĕн 9-мĕшĕнче вĕсем чаплă туй ирттерсе пĕр çемьене чăмăртаннă. Çакă та кăсăклă: Валерий хăй те 1979 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Анжелика унран шăп пĕр уйăх маларах — 1984 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче кун çути курнă. Виçĕрешсем вара Валерийăн çуралнă кунĕ тĕлне çут тĕнчене килнĕ — октябрĕн 11-мĕшĕнче.
Юлашкинчен çакна пĕлтерни те вырăнлă: Григорьевсен çемйинче виçĕрешсем çурални вĕсен йăх-тымарĕнче кунашкал тĕслĕхсем пулнинчен те килнĕ ахăртнех. Мĕншĕн тесен Валерийĕн мăн асламăшĕн — Чĕкеçĕн пиччĕшĕн (Миронăн) Юля ятлă хĕрĕ тата аппăшĕн (Марьян) Галя ятлă хĕрĕ йĕкĕрешсем çуратнă. Пурте чиперех пурăнаççĕ, тахçанах çемьеллĕ. Чĕкеç амăшĕ — Наçтуç вара пирĕн Янкас ялĕнчен тухнă. Куçкă (Николай Тимофеев) мучипе пĕр тăванни. Виçĕрешсен ашшĕн — Валерийĕн амăшĕн (Тамарăн) — Зоя аппăшĕ те, Ваçлипе Йăван куккăшĕсен те йĕкĕрешсем çут тĕнчене килнĕ хăй вăхăтĕнче.
Н. Ершов


Миçе çын пăхнă: 612 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 4
0  
4 mixaj_58   (06.12.2012 20:58) [Материал]
Шăпăрлансене пăхма çăмăл мар: апат çитермелле, кĕпе-йĕм çумалла... Унсăр пуçне кил-тĕрĕшри ĕçсене тума ĕлкĕрмелле. Анжеликăна пулăшма амăшĕпе хунямăшĕ çÿреççĕ. Вĕсем ун патĕнче черетпе пурăнаççĕ. “Ача йĕмесĕр ÿсмест”, - теççĕ. Кил ăшшин управçин çĕрлесерен тăрса ларма тивет.
Виçĕреше уйăрма çук, вĕсен йăлтах пĕрешкел тейĕн. Анчах амăшĕшĕн шăпăрлансем кашниех расна: “Çуралсанах уйăраймастăм. Пурте шыв тумламĕ пекех пĕр пек туйăнатчĕç. Эрнеренех тĕпренчĕкĕмсене сăнран паллама пуçларăм. Вĕсен кулли те, сасси те урăхла. Пĕчĕкскерсем йăлтах туяççĕ: пĕри тепринчен маларах вăрансан йĕмест, пĕр тăванĕсем çывăрса тăранасса кĕтет”.
Пĕчĕкскерсем кама хывнине халех калама çук, анчах, Анжелика шухăшĕпе, вĕсем иккĕшне те пăхнă. Валерий шăпăрлансене юратать. Ĕçрен ывăнса таврăнсан та тÿрех виçĕреш патне васкать, вĕсене тытса çупăрламасăр çывăрма выртмасть, ывăлĕсем хуп турттарнине сăнама кăмăллать.
Ачасен ячĕсене мăшăр пĕрле суйланă. Григорьевсем виçĕреш çут тĕнчене киличченех пĕрремĕш тĕпренчĕке Богдан е Богдана ят хума тĕв тунă. Çакă славян чĕлхинчен куçарсан: “Турă панă ача”, - тени пулать. Тепĕр иккĕшне Глебпа Вадим тесе чĕнеççĕ.
Виçĕ ача амăшĕ пепке кĕтекенсене УЗИре йĕкĕреш е виçĕреш пулнине каласан хăрама кирлĕ маррине пĕлтерчĕ. “Тăван тĕпренчĕксемшĕн мĕн пур йывăрлăха парăнтарма вăй-хал хушăнать. Вĕсен кулли пурăнма хавхалантарать. Кăкăр ĕмĕртетĕп те çисе тăрансан йăл кулаççĕ. Пĕчĕк пулин те амăшне мĕнле тав тумаллине пĕлеççĕ. Кил-çуртра ăнланупа ăшăлăх хуçалансан, ачасене тĕрĕс воспитани парсан вĕсен уссине курăпăрах”, - сăмах çăмхине сÿтрĕ пысăк чунлă çамрăк хĕрарăм.
“Ачи ÿснĕ май хуйхи те ÿсет”, - теççĕ ваттисем. Пĕчĕкскерсем кунсерен çитĕнеççĕ. Апат-çимĕç, çи-пуç туянмалла, чирлесен сиплемелле, шăлĕ тухнă чухне те нушаланмалла... Çапах тăван тĕпренчĕкĕсене ÿстересси ашшĕпе амăшĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Анжеликăпа Валерий çакна ăнланаççĕ. Юратура çуралнă ачасене чунран саваççĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратма тĕв тăваççĕ.
Григорьевсем хальлĕхе общежитири пÿлĕмре пурăнаççĕ. Хула администрацийĕ вĕсене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшассине пĕлтернĕ. Тем пекехчĕ... Нумай ачаллă çемье амăшĕн капиталне тивĕçĕ, çавăн пекех тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕллĕ пулĕ. Паллах, çакă çамрăксене хавхалантарать. Çапах чи пахи - ачасем йышлă çемьере çитĕнни. Пĕр тăванпа чуна уçса калаçма май пур, йывăрлăхра пулăшакан та, ватлăхра пăхакан та кирлĕ-çке.

0  
3 mixaj_58   (06.12.2012 20:58) [Материал]
“Красноармейски каччипе строительство фирминче паллашрăм. Унпа çемье çавăрасса шухăшламан та. Валерий мана пĕрре курсах куç хыврĕ. Пĕр чĕлхе хăвăртах тупрăмăр. Хĕрпе каччăлла икĕ çул çÿрерĕмĕр. Кашниех пурнăçра хăйĕн чун варлине шырать, Валерий ман ĕмĕтĕмри каччăна çаврăнчĕ, çавăнпа унăн арăмĕ пулма пĕр иккĕленмесĕрех килĕшрĕм. 2010 çулта çемье чăмăртарăмăр”, - сăмах çăмхине сÿтрĕ виçĕ ача амăшĕ.
Григорьевсен йăхĕнче йĕкĕреш, виçĕреш малтан та пулнă. Çамрăксем вĕсен харăсах темиçе тĕпренчĕк çураласси пирки шухăшламан, çавăнпа ывăлсем пулассине пĕлсен тĕлĕннĕ те, савăннă та. Анжелика пĕрремĕш УЗИ витĕр тухнине паянхи кун пекех лайăх ас тăвать: “Тухтăр хăй те тĕлĕннĕччĕ. “Сирĕн йĕкĕреш те мар, виçĕреш тĕвĕленнĕ”, - терĕ. Çак хыпар маншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Мăшăрăм патне тÿрех шăнкăравларăм. Валера эпĕ виçĕ ача кĕтнине пĕлсен çăварне шыв сыпнăн шăпланчĕ, кăштахран: “Ан кулян, Анжелика: пурне те çитĕнтерме вăй çитерĕпĕр, вĕсене ăшăлăхпа юратура пăхса ÿстерĕпĕр”, - терĕ. Савнă çын сăмахĕсем лăплантарчĕç”.
Кил вучахĕн управçи кун пирки хăйĕн ашшĕпе амăшне те каламасăр чăтайман. Унăн çывăх çыннисене те ку хыпар тĕлĕнтернĕ. Ĕненменнипе вĕсем темиçе хут ыйтнă: “Пĕрре мар, виççĕ тетĕн-и?” Анжеликăн амăшĕ хĕрĕшĕн хăранă. Ара, виçĕреш пăхма çăмăл мар-çке-ха.
Декрет отпускне кайсан Григорьевсем Мускавран Шупашкара пурăнма куçнă. Ача кĕтекен хĕрарăма юлашки уйăхсенче уйрăмах йывăр пулнă. Вăл нимĕн те ĕçлеймен. Анжелика турăран пулăшу ыйтнă. Тĕпренчĕкĕсем ырă-сывă çуралччăр тесе чиркĕве тăтăшах çÿренĕ. Йывăрлăхсене парăнтарма ăна савнă мăшăрĕ пулăшнă, вăл яланах юнашар пулни, ăшă сăмахпа йăпатни хĕрарăма лăплантарнă.

0  
2 mixaj_58   (06.12.2012 20:57) [Материал]
Кашни мăшăршăнах çемьене “çĕнĕ кайăк” килни телей. “Ачасем - пурнăç чечекĕсем”, - тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Тĕпренчĕксем пурăнма хавхалантараççĕ, çунат хушаççĕ. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ - тĕп хулара пурăнакан Григорьевсемшĕн чи савăнăçлă кунсенчен пĕри. Вĕсен виçĕреш çуралнă. Кун пекки республикăра сайра пулать, пĕлтĕр икĕ мăшăр “çĕнĕ кайăксемшĕн” савăннă. Кăçал хальлĕхе вĕсем пĕр çемьене телей кÿнĕ. Шупашкарти Ленин районĕнче виçĕреш 5 çула яхăн çуралман.
Ывăлсене пĕр-пĕринчен минут çеç уйăрать. Кашниех 2,5 килограма яхăн тайнă. Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче хулари 1-мĕш клиника больницинче Валерипе Анжеликăна виçĕреш çуралнă ятпа савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Клементьева пăхаттирсене виçĕ кравать, массаж кавирĕ парнеленĕ. Шупашкар хулин Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Радин тата Ленин районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Иванова Григорьевсене ача япалисене туянмашкăн сертификатсем панă.
Уйăхри виçĕрешĕн амăшĕпе калаçма май килчĕ. Кил хуçи арăмĕ Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă. Шкул пĕтерсенех И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ, çулталăкран Мускава çул тытнă. Унтах савнă çыннине тĕл пулнă.

0  
1 mixaj_58   (23.11.2012 21:20) [Материал]
Супруга Главы республики Лариса Игнатьева посетила семью Григорьевых, которые воспитывают сыновей - тройняшек
В Ленинском районе г.Чебоксары продолжаются мероприятия, посвященные Дню матери.
22 ноября супруга Главы республики Лариса Игнатьева и заместитель главы города Чебоксары Ирина Клементьева посетили семью Григорьевых, которые воспитывают сыновей - тройняшек.
Напомним, что Анжелика Ивановна и Валерий Вениаминович стали родителями 11 октября этого года: их семья пополнилась сразу тремя богатырями: Богданом, Глебом и Вадимом. Мальчики появились на свет с разницей в одну минуту и для тройняшек они считаются крупными: каждый весом больше 2 с половиной килограммов! Особых хлопот с ними нет, говорят счастливые родители: малыши быстро набрали массу, анализы у всех в норме, аппетит прекрасный. Мама также чувствует себя хорошо. Справляются и с бытовыми проблемами.
Лариса Игнатьева и Ирина Клементьева поздравили Анжелику Григорьеву с Днем матери и вручили подарки: столик для кормления, ходунки, манеж для малышей. За чашкой чая молодые родители поделились своими заботами, рассказали, как малыши развиваются.
Анжелика и Валерий уверены, что счастье иметь тройню им небеса послали за долгое ожидание. Общаться с Григорьевыми, действительно, приятно: спокойные, надежные, положительные и очень приветливые, - они вызывают безусловное чувство расположения и симпатии. Говоря о будущем сыновей, папа отметил, что, как только наступит время, определит их в спортивные секции самбо, гимнастики или футбола. А если обнаружатся иные таланты, то родители поддержат малышей и будут развивать творческие способности. Валерий, отец тройняшек: «А пока в планах - воспитать детей, чтоб ими люди гордились, чтоб молодцами росли и родителей уважали».
Прощаясь с семьей Григорьевых, супруга Главы республики Лариса Игнатьева и заместитель главы города Чебоксары Ирина Клементьева пожелали всем здоровья и благополучия.
Ирина Всеволодовна, как председатель женсовета города, пообещала и дальше продолжить держать связь с семьей, консультировать и помогать в решении возникающих проблем.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024