Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 13 » Хĕрлĕ чутайсем Некей палăкне çĕклерĕç... Трак енсем вара Пайтул палăкне хăçан çĕклĕç?
Хĕрлĕ чутайсем Некей палăкне çĕклерĕç... Трак енсем вара Пайтул палăкне хăçан çĕклĕç?
18:27
Миçе хут пăхнă: 490 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Пайтул Искеев | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (14.10.2011 19:39) [Материал]
Некей, — 1773-1775 çулсенчи хресчен вăрçи вăхăтĕнче чи палăрнă чăваш паттăрĕ. Вăл хальхи Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнне кĕрекен Хурашаш ялĕнче çуралса ӳснĕ.
Некее вăйпа тĕне кĕртнĕ пулнă. Хут çинче вăл Михаил Иванов тесе çырăннă. 1774 çулхи утăн 14-мĕшĕнче Емельян Пугачев хăйĕн мĕнпур çарĕпе Атăл урлă Чăваш Енне каçсан, Некей ертсе пынипе пĕтĕм Хусанушкăнне кĕрекен ялсем вăрçа çĕкленнĕ. Часах вара ыти ялсенчен те чăваш паттăрĕсем пуçтарăна пуçланă. Некей тӳрех Пугачев патне каймасть, малтан элчĕсем ярать.
Ку чухне Емельян Пугачев Çĕрпӳ хулине çитсе чарăннă пулнă. Кун пирки В.Д. Дмитриев историк хăйĕн «История Чувашии XVIII века» (XVIII ĕмĕрти Чăваш Ен историйĕ) кĕнекинче те çырать:
«В ставку Пугачева на речке крестьяне чуваши привезли двух священников и жаловались на них. По приказанию Пугачева попы были убиты. Сюда же прибыла группа чувашских крестьян с. Хоршеваш Курмышского уезда, направленная их вожаком Михаилом Ивановым (Негеем), чтобы узнать, будет ли Пугачев в Курмыше...»
Некей хăйĕн ушкăнĕпе Çĕрпӳ хулине пынă чух Çулавăç ялĕнче (халĕ Элĕк районĕнчи Урпаш ял тăрăхне кĕрет) Çĕрпӳ хулин вăйпут канцелерин секретарĕ Попов улпут пĕтĕм кил-йышĕпе ун аллине лекет. Вăл питĕ тискер чунлă çын пулнă. Халăх ыйтнипе Некей çавăнтах Попова хăйне, арăмне тата темиçе тарçине çакса вĕлерме хушать.
Çулавăç ялĕнчех Некей патька-патша Салтăкран тухсан Вылпасар еннеле пынине пĕлет. Вара Некей каялла çаврăнса Вылпасара пырать.
«В Выле-Базар крестьяне во главе с Негеем устроили Пугачеву торжественную встречу», — çырнă «История Чувашии XVIII века» кĕнекере.
Вылпасарĕнчен Некей патька-патша çарĕпе пĕрле Кăрмăшалла кайнă.
Кăрмăша вĕсем утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пырса кĕнĕ. Хулари пуçлăхсем тарса пĕтнĕ. Хура халăх патька-патшана вара çăкăрпа-тăварпа тĕлпулу тунă.
Пугачев хулари мĕнпур тăвара, укçа-тенке таврари ялсенчен пынă чăваш тата вырăс хресченĕсене валеçсе панă. Хăй кунта 5 сехет тăнă. Кăрмăш вăйпучĕ пулма Иван Яковлев казака хăварнă та Улатăр еннеле хускалса кайнă.
Некей çарĕ патька-патша хушнипе çав таврарах юлнă, пĕр пайне Кăрмăшра хăварнă, ыттисемпе чăваш çĕрĕсене кĕрешĕве çĕклеме тухса каять.
Вырăссемпе чăвашсен 300 çынлă çарĕ, Иван Яковлев ертсе пынипе утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне хулине тапăнса кĕнĕ. Етĕрнере Кĕтерне патша çарĕ пулнипе каялла чакнă.
Çав вăхăтра Хусантан Чăваш çĕрне патшан пысăк çарĕ килсе çитнĕ. Ăна Мелин вăйпут ертсе пынă. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мелин вăйпут хăйĕн çарĕпе Кăрмăша илет те тыткăна лекнĕ хресченсене çакма хушать.
Çак хăрушă хыпара Некей пĕлет, хăйĕн 200 çыннипе утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçкӳлĕм Кăрмăш хулине тапăнса кĕрет, анчах та туртса илеймест, тыткăнри чылай юлташĕсене хăтарать çеç. Ун хыççăн вăл çарĕпе Сăр шывĕ еннелле чакса каять.
Вăл Кăрмăш енче терт курнипе аптăраса ӳкмен, чăваш ялесенче 700 çына яхăн çар пуçтарать. Кăрмăшпа Етĕрне патĕнче Алексеев капитан ертсе пыракан иайра патша çарĕпе темиçе хут та çапăçать.
Чăваш патшалăх архивĕнче упранакан «Из ведомости Курмышской воеводской канцелярии о разбитых карательными командами отрядах повстанцев в Курмышском уезде» текен чăнлавра та (ф.1274, оп.1, кн.183) çак çапăçу пирки каланă. Некей ертсе пыракан çарĕнче чăнах та 700 çын пулнă. Анчах вĕсем сăнăсемпе, ухăсемпе çеç кăраланнă иккен. Çавăнпа тупăсемпе тата пăшалсемпе кăраланнă майра патша çарне хирĕç кĕрешме вĕсене питĕ йывăр пулнă.
Некей паттăра сутăнчăк пулăшнипе ярса илеççĕ те асаплантарса вĕлереççĕ.
Некей, Некей!.. Чăваш ялавĕ
Сан аллунта çӳле çĕкленнĕ.
Санпа пĕрле чăваш мухтавĕ
Пуласлăха вĕçсе çитейнĕ.
Юхма Мишши

Регистрациленнĕ усăçсем çеç кунта комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024