Юпа уйăхĕн 14—15-мĕшĕсенче тулли мар яваплă “Чул хула Газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕн — Заволжски ЛПУМГн спорт комплексĕнче, ку филиала чылай çул ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн нефтьпе газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинне А. И. Слукина асăнса, хĕрсемпе каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн йăлана кĕнĕ республикăри ăмăртусем иртрĕç.
Хальхи турнира Чул хула тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи, Мордва, Удмурт, Чăваш Республикисенчи çамрăк 148 кĕрешÿçĕ хутшăнчĕ.
Ăмăртусене уçнă чухне вĕсене район пуçлăхĕ В. Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. Андреев, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В. Семенов, Чăваш ял хуçалăх академийĕн физвоспитани кафедрин заведующийĕ А. Алексеев, Заволжски ЛПУМГ директорĕн çумĕ А. Анисимов, Заволжски клубĕн "Юность" тата "Капельки" ансамблĕсем саламларĕç.
13 виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕсем палăрчĕç. Турнир хуçисем чи нумай призлă вырăн (14) çĕнсе илчĕç. Чĕмпĕр облаçĕн кĕрешÿçисем 7, чул хуласем 5, канашсем 4, Удмурт Республикипе Вăрнар поселокĕн спортсменĕсем 2-шер призлă вырăна тивĕçрĕç.
Турнирăн чи лайăх кĕрешÿçисем тесе Красноармейскинчи Артур Исаевпа Удмурт Республикинчи Анастасия Усольцевана (чи лайăх техникăшăн), Красноармейскинчи Роман Романовпа Чĕмпĕр облаçĕнчи Диана Яхинана (çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн) йышăнчĕç.