Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Авăн » 7 » Вăрçă ветеранĕсене чыс та мухтав
Вăрçă ветеранĕсене чыс та мухтав
21:05
Миçе хут пăхнă: 706 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Трак ен ветеранĕсем | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (14.10.2011 19:51) [Материал]
Ырă пуçару турăмăр кăçал. Вăл сентябрĕн 2-мĕшĕнче Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хирĕсенче çĕрĕм-шывăма хÿтĕлесе сывлăха та, çамрăк вăй-хала та шеллемен, фронтран таврăннă е вăрçă вут-хĕмĕнче пуçне хунă икĕ е ытларах та çар орденĕ илме тивĕç пулнă ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытассипе уçнă “Мухтав аллейипе” çыхăнчĕ.
Ваттисемшĕн те, çамрăккисемшĕн те чăннипех те историллĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ, манăçми ĕç ку. Çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва чун-чĕре туртăмĕпе юратма вĕрентес, патриотла воспитани парас çĕрте те аллейăн пĕлтерĕшĕ анлă та сумлă.
Халь ăна куç шăршине сыхланă пек сыхламалла, пули-пулми çынна, ашкăнчăка, ÿсĕр-пÿсĕре çĕмĕрттермелле мар пирĕн. Кашни çыннăн, иртен-çÿренĕн аллея умĕнче пуç тайнипе пĕрлех унăн сăн-сăпачĕшĕн, илемлĕхĕшĕн кар тăмалла, упрамалла, сыхламалла. Каçарăр та, аллея çине алă çĕклекенсене асăрхасан çийĕнчех тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле. Пĕрин те теприн яваплăха туйни кирлĕ, “Маншăн мар” текен сăмах вырăнсăр çакăнта.
“Мухтав аллейи” ĕç коллективĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, предпринимательсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, пенсионерсем ыр кăмăллăха хывнă укçа-тенкĕпе çĕкленчĕ, халăх умне тухрĕ. Паллах, çак ырă та пархатарлă ĕçе пуçарса, йĕркелесе пынă çĕрте Тусайра çуралса ÿснĕ, Красноармейскинче пурăнакан вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранне Михаил Прохорова чĕререн тав тумалла, ырлăх-сывлăх сунмалла, ун умĕнче пуç таймалла.
Асăннă аллейăна кун çути кăтартас тĕлĕшпе харпăр хăй укçи-тенкине май пур таран пухас çĕре хутшăннисене ятарлă список тăрăхах паллаштарас килет. Акă вĕсем:
— райцентрти хуçалăх таварĕсем сутакан уйрăм çын лавкки (Л. Данилов) — 1000 тенкĕ;
— Красноармейскинчи вăтам шкул — 1100 т.;
— район администрацийĕнче ĕçлекенсем — 4120 т.;
— Упи ял тăрăхĕн администрацийĕ — 1100 т.;
— райпо — 5000 т;
— Лев Николаев — 1000 т.;
— ĕçпе тивĕçтерекен центр — 700 т.;
— Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ — 1500 т.
Паллах, çак списокра пĕчĕкрех сумма тÿленисем те йышлă. Пурне те чыслă та сумлă ĕçе хутшăннăшăн пысăк тав!
“Мухтав аллейи” район çыннисемшĕн чăн-чăн халăх палăкĕ, ватти-вĕттишĕн те ĕмĕр-ĕмĕр манăçми, иртен-çÿрене кĕрсе тухса паттăрсемпе паллашмалли хаклă вырăн пулса тăчĕ.
“Мухтав аллейи” пуянланса пытăр тесен, Трак енте ниме йăли-йĕркине малалла тăсатпăр, хамăр пуçарнă сăваплă ĕçе — укçа-тенкĕ пухассине малалла пурнăçлатпăр. Çакăнта кашни ĕç коллективне, предпринимательсене, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, ветерансене, пенсионерсене, уйрăм çынсене пуçару кăтартса активлăрах хутшăнма ыйтатпăр. Шанас килет: вырăнсенчи ватăсен канашĕсен председателĕсен, кашни ветеранăн, пенсионерăн “Мухтав аллейин” шăпишĕн, малашлăхĕшĕн кăмăл-шухăшне ÿстересчĕ, укçа-тенкĕ пухас, çапла майпа ырлăх енчен кăштах хÿтлĕх кÿрессине вăйлатасчĕ.

Георгий Тусли

Регистрациленнĕ усăçсем çеç кунта комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024