Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Часах — çырав!
[ ] 24.09.2010, 19:18
Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕччен шутлă кунсем тăрса юлчĕç. Районта çырава ирттерес ыйтусемпе ĕçлекен уполномоченнăй О.Тимофеева çырав пирки интереслентерекен хăш-пĕр ыйтусене хуравланă. 
— Халăх çинчен хыпар пухасси октябрĕн 14—25-мĕшĕсенче (25-мĕшне шута илсе) иртет. Ун чухне ятарласа вĕреннĕ çыравçăсем çынсем пурăнакан хваттерсене тата пулакан ытти вырăнсене çитсе вĕсенчен ыйтса пĕлеççĕ тата çырав хучĕсене çырса тултараççĕ.
Тĕрĕс статистика кăтартăвĕсене илмешкĕн халăх пирки çырав докуменчĕсене кĕртмелли хыпарсене халăх çыравĕн пĕр вăхăчĕ — 2010 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет (вырăнти вăхăтпа) тĕлне пухаççĕ.
Тĕслĕхрен халăхăн шутлав саманчĕ (2010 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет) хыççăн çуралнă пепкесене çырма кирлĕ мар, шутлав саманчĕ тĕлне пурăннă, çырав докуменчĕсене çырнă тĕле вилнĕ çынсенне çырав докуменчĕсене çырса хатĕрлемелле, — тесе ăнлантарнă Ольга Григорьевна.
Мĕншĕн çырав шăпах октябрьте иртет? Çырава хăш вăхăтран хутшăнма юрать?
СССРта халăх çыравне йăлана кĕнĕ тăрăх январьте ирттернĕ. Хальхи условисенче çакна тума питĕ йывăр пулать. Январьти вăтам температура октябрьти вăтам температурăран чылай аяларах. Кĕркуннен хăйĕн лайăх енĕсем пур, çыравçăсене вăрăмрах çутă кун условийĕсенче ĕçлеме чылай меллĕрех. Октябрь — чи лайăх тапхăр. Пурте отпусксенчен таврăннă, студентсем вĕренме пуçланă. 2008 çулхи тĕрĕслесе пăхма ирттернĕ çырав октябрь çырава ирттерме лайăх пулнине çирĕплетнĕ. Çĕр-шывсенчен ытларахăшĕ çырава çуркунне е кĕркунне ирттерет. Çырава çĕр-шыври пĕтĕм халăхăн, хăш вăхăтрине пăхмасăр, хутшăнмалла. 14 çултан çын хăй çыравçăн ыйтăвĕсене хуравлама пултарать, кĕçĕн тапхăрти ачасем пирки ашшĕ-амăшĕ пĕлтерет.
Хăй пирки хыпар пама граждансен мĕнле документсем кăтартмалла?
Çырав хучĕсен ыйтăвĕсен хуравĕсене калакан çын сăмахĕсенчен çыраççĕ, хыпарланине çирĕплетекен документсем кăтартма кирлĕ мар.
Çыравçă тесе киле ултавçă килсе кĕмест-и? Çыравçăн ăна уйăрса илме май паракан паллăсем пулаççĕ-и?
Çыравçăн удостоверени, "Патшалăх статистикин федераци служби" тесе çырнă ятарлă портфель, çырав эмблемиллĕ шарф пулаççĕ. Удостоверени паспорт кăтартсан чăн. Кунашкал чух та çыравçăна шанмасан çырав участокне телефонпа шăнкăравласа çырав ыйтăвĕпе килнĕ çын пирки ыйтса пĕлме пулать. Çырав участокĕн телефон номерне çыравçăн çырав кĕнеки çине çырса хураççĕ.
Çырав хучĕ çине мĕнлерех ыйтусене кĕртнĕ?
Çырав саманчĕ тĕлне пирĕн çĕр-шывра ялан пурăнакансем пурте çыравăн "Л" формăллă хучĕн 25 ыйтăвне хуравлаççĕ. Вĕсем арçын е хĕрарăм пулнине, çуралнă датăна е ăçта çуралнине, пĕлÿ шайне, хăш наци çынни пулнине, гражданлăха, чĕлхесене пĕлнине, ĕçленипе ĕçлеменнине, миграцие пырса тивеççĕ.
Çыравăн "П" формăллă хутĕнче халăхăн пурнăç условийĕсем, пурăнмалли санитарипе гигиена условийĕсем пирки, çыхăнупа телекоммуникаци пуррипе çуккине ыйтнă.
Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вăхăтлăха килнисем, чикĕ леш енче ялан пурăнакансем, çырава кĕскетнĕ программăпа хутшăнаççĕ, çыравăн "В" формăллă хучĕн 7 ыйтăвне кăна хуравлаççĕ. "В" формăллă бланк ыйтăвĕсем — арçын е хĕрарăм, çуралнин дати, Раççее мĕн тĕллевпе килнĕ, ялан пурăнакан çĕр-шыв.
Çырав хучĕн бланкĕсен формисене — "Л", "П" тата "В" формăсене — Раççей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ.
Кашни çын çинчен çырав хутне кĕртнĕ кăтартусене пĕлтермеççĕ.
Енчен те çын пĕр адреспа регистрациленнĕ, урăх адреспа пурăнать пулсан, унăн çырава ăçта ирттермелле?
Çын çырава хăй ялан пурăнакан вырăнпа ирттерет. Ăçта регистрациленни пĕлтерĕшлĕ мар. Ялан пурăнакан вырăн çын кашни талăкра хăйĕн каçхи канăвĕн пысăк пайне ирттерекенни пулса тăрать. Ку вырăн çын регистрациленнĕ вырăнпа пĕр пек е пĕр мар килме пултарать.
Пурăнмалли пĕр е икĕ вырăн пуррисене епле çыраççĕ?
Кун пеккисен хăйсен хăш вырăнĕ яланхи пулнине палăртмалла. Пурăнмалли çав вырăнпа çырав хучĕсене тултарса çыраççĕ те. Çавăн пекех вĕсем пирки контроль формине çыраççĕ те пурăнакан иккĕмĕш вырăн адресĕпе яраççĕ тата çын икĕ хут çыравра ан пултăр тесе çыравра пулни çинчен справка параççĕ.
Призывпа çар службинче тăракансем çыравра ăçта пулаççĕ?
Кунашкаллисене ĕç тăвакан тивĕçлĕ органсем ăçта службăра тăнине кура çыраççĕ.
Командировкăна, ĕçлеме е вĕренме кайнисене епле çыраççĕ?
1 çул таран вăхăта тухса кайнисене е вахта меслечĕпе ĕçлекенсене вĕсем ялан пурăнакан вырăн тăрăх мĕншĕн тата мĕн хушă çуккине кăтартса çыраççĕ.
Эпĕ ку хваттерте пурăнакансемшĕн пуриншĕн те хуравлама пултараятăп-и?
Тĕрĕс хуравлама пултарсан эсир хваттерте пурăнакансем пурин пирки те хуравлама пултаратăр. Тĕрĕс хуравлаймасан кун пирки çыравçăна пĕлтерĕр те пурте хăçан пулас вăхăта калăр, вăл тепĕр хут килĕ.
Çырав хутĕнче тупăш пирки ыйту пур-и?Çырав хутĕнче тупăш калăпăшĕ пирки ыйту çук, мĕн ĕçлесе тупăш илни пирки кăна ыйтаççĕ. Ку вăл ĕç-хĕл, килти хушма хуçалăх, стипенди, пенси, тĕрлĕ пособисем, упрама хунă укçа, пурлăха арендăна пани, çавăн пекех Эсир хăшне тĕп тупăш тесе шутланине кăтартма ыйтаççĕ.
Çырав хучĕсен кăтартăвĕсемпе налук органĕсем, федерацин миграци служби усă курма пултараççĕ-и?
Налук органĕсем, федерацин миграци служби, патшалăхăн ытти органĕсем, наука организацийĕсем хăйсен ĕçĕнче 2010 çулхи çыравăн пĕтĕмлетнĕ кăтартăвĕсемпе кăна усă кураççĕ. "Халăхăн Пĕтĕм Раççейри çыравĕ çинчен" саккун халăх çинчен çырав хучĕсенчи кăтартусене пĕлтерме тата сарма чарать.
Пĕрлештернĕ пĕтĕмлетÿсене пичетлесе кăлараççĕ тата вĕсемпе камăн кăмăл пур кашниех паллашма пултарать. Кун тăрăх пĕрлештернĕ пĕтĕмлетÿрен кашни уйрăм çинчен кăтартусене уйăрма май килмест, кун пек тума пачах май çук.
Вулакансен халăх çыравĕпе ыйтусем татах çуралма пултараççĕ. Вĕсем пирки районта çырав ирттерес енĕпе ĕçлекенсенчен 2-13-52 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 472 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024