Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Чиркÿллĕ Упири Тимофеевсем
[ ] 03.06.2011, 00:09
100 ытла киллĕ Чиркÿллĕ Упи ялĕ ят-сум илнĕ, хăйсен ĕçĕнче ырăпа палăрнă çынсемпе пуян. Çак йыша Тимофеевсене те кĕртмелле. Çу уйăхĕн вĕçĕнче эпĕ ятарласа Нинăпа Николай Тимофеевсем патĕнче пулса куртăм. 
Çур куннен юлашки уйăхĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ теççĕ, анчах çут çанталăк чĕрĕлнĕ тапхăртан пахараххи çуках пулĕ. Паян хăвна кирлĕ çынна пÿрт-çуртра шыраса тупаймăн. Эпĕ те кил хуçипе тĕл пулас тĕллевпе вăхăтлăха Тимофеевсен улма-çырла пахчине тухрăм. Те кил хуçисем йăваш пулнăран, те урăх сăлтавпа хура тĕслĕ хураçка мана курсан пĕр сас та кăлармарĕ. Чылай улма-çырла йывăççи пахчара. Иртнĕ çул çимĕç паманран кăçал пĕтĕмпех чечек ăшне путнă вăл. Апла пулсан улмиççипе чие, груша кăçал япăх мар тухăç парнелес шанăç çуратать. Улмуççи, çĕмĕртпе сирень чечекĕсемпе пĕрле сăмсана ырă-ырă шăршă кĕрет. 
Ман телее килтех иккен Тимофеевсем, пахчара кăшăртатаççĕ. Сад пахчинче ятарласа çу шăрăхĕнчен пытанма çуллахи пÿрт туса лартнă. Епле меллĕ кунта. Шăпах çавăнта кил хуçисемпе пурнăç çăмхине сÿтме пуçларăмăр та. 
Нина Ивановна Упи ялĕнче 1934 çулта çуралнă. Иван Захаровичпа Агния Ивановна çемйинче хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ: Нина, Коля, Валя. Кил хуçин алли ылтăн пулнă, тимĕрçĕре ĕçленĕ пирки ун патне таврари ялсенчен те çынсем тĕрлĕрен ыйтусемпе килнĕ. 
— Çемьери ачасенчен эпĕ асли пулнă май яваплăх ман çине нумайрах тиеннĕ, — тет Нина Ивановна куççульпе тулнă куçĕсене шăла-шăла. — Пирĕн ачалăх калама çук йывăр вăхăтра килчĕ. Ачасемпе мăнукăмсем ăна нихăçан та ан курччăр. Упи шкулĕн пуçламăш классне çÿреме пуçласан Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланчĕ. Кĕçех ялти ытти вăйпитти арçынсем евĕрех пирĕн аттене те фронта илсе кайрĕç. Хаклă çыннăмăр ирсĕр вăрă-хурахпа çапăçма тухса кайнине паянхи евĕр астăватăп. Малтанхи вăхăтра унтан çырусем илеттĕмĕр, анчах каярах хыпар-хăнар вуçех килме пăрахрĕ. Пирĕн аслапай Нимĕчкасси Алманчран пулнă. Унăн шăллĕ, Ваçлей, пирĕн кукки, иртнĕ вăрçăра офицер пулса çапăçнă. Вăл Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать, йывăр аманать, пĕр госпитальте сывалать. Ăна вăхăтлăха киле килсе кайма ирĕк параççĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ Ваçли кукки хăйĕн арăмне пирĕн атте Атăл çинчи хулашăн пынă пĕр çапăçура йывăр аманни, çăварĕнчен юн юхтарса унăн аллинчех вилсе кайни çинчен пĕлтерет. Анчах пире çак йывăр хуйхăна, аманнă вырăна тăвар сапнă тенĕн, пире вăл вăхăтра калама хушмасть. Хăйне сывлăх енчен япăх мар туйма тытăнсан тепĕр хут фронта ăсанать вăл. Хаклă тăванăмăр та вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕ. Хамăрăннисем вăрçа Çĕнтерÿпе вĕçлесен тин куккин мăшăрĕ пире аттен тискер шăпи çинчен каласа панăччĕ. Аннен вăрçă вăхăтĕнче те, каярах ку хыпара илтсессĕн пушшех те куçĕсенче куççуль типме пĕлмерĕ.
Çемье хăйне тăрантаракансăр юлнă пулин те, çав-çавах пуçне усман. Паян Нина аппа Упи çĕрĕ çинче суха туса тырă акнине те, ăна çурлапа вырса пухса кĕртнине те, авăн çапнине те, вутă çукран çывăхри вăрмана çапă патне çÿренине те, унта лесник алăран тытса ăна çунтарса янине те питĕ лайăх астăвать. Унтанпа сахал мар вăхăт иртнĕ пулин те, анчах епле манăн-ха çав йывăр та асаплă çулсене? "Упа пек ĕçлеççĕ, амăшĕ пасара кайса çăпата илсе киличчен çур анкарти çĕр улми кăларса та пĕтернĕ", — пускилсен çак сăмахĕсене ниепле те манайманнине палăртать паян Н. Тимофеева. 
Хĕр Упи шкулĕн сакăр класне вĕренсе пĕтерсен малалла вĕренме кайма шутламан. Условийĕсем те тивĕçмен, амăшĕн те сывлăхĕ чаплах мар, килте ĕçлекен те çук. Куллен колхоз ĕçне хутшăнма тытăнать Нина. Кĕçех звеньевоя çирĕплетеççĕ. Николай Яковлевич Абрамов бригадирпа пĕрле ĕçленине паянчченех асĕнчен кăлармасть вăл. 
1957 çулта Нинăпа ялти чи пултаруллă каччă Николай Тимофеев пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ. Çемье чăмăртанă хыççăн Нина Ивановна ултă çул хушши Упи шкулĕнче поварта тăрăшать. "Вăл çулсенче вĕренекенсен хисепĕ пĕр пин ачана çывхаратчĕ. Апат пĕçерме ир çинче тăватă сехетре тăрса кайнă. Шывне алăпа йăтнă. Мĕн пур йывăр ĕçе пурнăçлама мăшăрăм пулăшатчĕ", — аса илет халĕ ветеран-пенсионер. Н. Тимофеева тивĕçлĕ канăва та шкулта техслужащире ĕçлесе тухать. 
Николай Тимофеев 1931 çулта çут тĕнчене килнĕ, йышлă çемьере çитĕннĕ. Ултă ывăл пулнă Тимофей Ефимовăн: Вася, Йăван, Петĕр, Миша, Микулай тата Леонид. 
— Пĕлетĕн-и, — тет мана Николай Тимофеевич, — Эпир, манăн мăшăр пекех, çăмăл мар пурнăç чăтса ирттертĕмĕр. Пиччесем — Вася (вăл 1917 çулта çуралнă), Йăван (1921ç.ç.), Петĕр (1924 ç.ç.) Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнчĕç. Атте, çулĕпе аслă пулсан та, вăл тапхăрта ĕçлев армине (трудовая армия) хутшăнчĕ. Улатăр хулинче пилорама ĕçлеттерчĕ. Шел, çав производствăра урине амантнипе унăн каялла киле таврăнма тиврĕ. 
Ыррăн-сыввăн кĕтсе илет пиччĕшсене Николай. Кĕçех хăйĕн çар службине кайма вăхăт çывхарать. Упи каччи 1951—1954 çулсенче Семипалатинск облаçĕнче служба кунĕсене ирттерет. Салтак шинельне хывсан аякка кайма шутламасть, тăван тăрăхах юлать. Çĕр ĕçĕпе ĕçлет. Лашапа вăрман турттарать. Каярах платниксен бригадине кĕрĕшсе ял тăрăхĕнче пÿрт-çурт, хуралтăсем туса çÿрет, каярах Упи ялĕнчи столяр мастерскойĕнче 14 çул тăрăшать. Паян та ял-йыш вăл тунă чÿречесене, пÿрт умне ăсталанă эрешсене ырăпа аса илет. Чылайăшĕнче вĕсем халĕ те çирĕп лараççĕ-ха. Николай Тимофеевич хăй ĕмĕрĕнче ял-йыша миçе пÿрт-çурт туса панин шутне те пĕлмест. Пĕрре шутласан, ăçтан чухласа пĕлĕн? 
Çакна калани пăсмасть: Тимофеевсем 60-мĕш çулсенче тĕп килтен уйрăлса тухса Упи ялĕн хĕррине хăйсем уйрăммăн йывăç çурт туса лартаççĕ. Ачисене, Альбинăпа Олега, çитĕнтереççĕ. 4 мăнук вĕсен. Çулсем иртнĕ май йывăç çурт кивелетех ĕнтĕ. Кил-йыш канашĕ унăн вырăнне çĕннине çĕклеме шутлать. Çапла вара темиçе çул каялла Тимофеевсем пилĕк уйăх хушшинче, аслă Тимофеев сĕнÿ-канашĕпе килĕшсе, ниме йĕркелесе кирпĕчрен çĕнĕ капмар çурт çĕклеççĕ, кĕр кунĕнче унта пурăнма кĕреççĕ. 
Çур ĕмĕр ытла пĕрле, шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ Нинăпа Николай Тимофеевсем. Ырă кăмăллă ватăсем вĕсем. Йăваш калаçаканскер, хура-шурне пайтах курнăскер, Нина Ивановна кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Яланах тăвансемпе, пускилсемпе пĕрле савăнать, хуйхă-суйхă килсе çапсан вара ăна вĕсемпе пĕрле пусарма, пайлама тăрăшать. Пĕр килти пек пурăнать кунти 5—6 çемье: кирек епле йывăр ĕçе те килтисем мĕн пур ачи-пăчине, мăнукĕсене явăçтарса пĕрле пурнăçлаççĕ — пĕр пĕчĕк ял хуçалăх предприятийĕ тейĕн. Çавăнпах ĕнтĕ ватти-вĕтти хисепĕнче вăл. Тăван ялта кирек епле мероприяти ирттерес пулсан, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе ял старости ялан тенĕ пек Нина аппана шанаççĕ. Çăва тухсан уявĕсем те чылай-çке: хуçалăх ака туйĕ, ял тата урам уявĕсем, çамрăксен уявĕ… Хăмлаллă, кăпăклă, килте вĕретсе тунă сăрана вăл нихăçан та лавккаринчен кая хатĕрлемест. Тата какай шÿрпине те Тимофеевсем патĕнче пĕçерсе унпа уява килнисене хăналаççĕ. Нина Ивановна йышшисем пирки "унăн алли ларать", теççĕ. Ку сăмахсем çумне урăх нимĕн те хушса калаймăн. Чăваш сăри ĕçнĕ, техĕмлĕ шÿрпе çинĕ хăнасенчен вара миçе тав сăмахĕ илтмен пулĕ 77 çулпа пыракан ватă? Çакăн евĕр чыслă ĕçшĕн вырăнти ĕç тăвакан органсенчен пĕр хутчен çеç мар парнесене тивĕçнĕ Нина Ивановна. Çавна тивĕçлĕ те. 
Хăйсем типтерлĕрен ыттисене те çак лайăх ене вĕрентнĕ Тимофеевсем. Кил хушшине, каярах пÿрте кĕрсен е пахчана тухсан кашни япала хăй вырăнĕнчине туятăн кунта. Тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Хĕле кĕрсен кил хушшинче юр выртнине вуçех курмастăн. 
… Манăн палăртнă вăхăт çывхарать . Тимофеевсемпе сывпуллашатăп. Пÿрт умĕнчи шап-шурă чечеке ларнă чие те мана пуç усать.

Ю.Борисов
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 665 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024