Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн
[ ] 18.10.2010, 12:49
Тăхăр уйăх вĕçленчĕ. Мĕнпе паллă пулса юлчĕ-ха вăл çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе пăхса тăракансемшĕн? Çакăн пирки каласа пама ыйтнă та пирĕн корреспондент районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД инспекцийĕн начальникĕнчен В. Ю. Алексеевран.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн уйрăмра 2883 автотранспорт хатĕрĕ учетра тăрать. Вĕсенчен 228-шĕ предприятисемпе организацисен тата учрежденисен, 2604-шĕ вара уйрăм çынсен. Мототранспортсен хисепĕ 51-не çитрĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра районти автоçулсем çинче 8 авари пулнă, е вĕсен хисепĕ пĕлтĕрхинчен 34 процент чакнă. Çул-йĕр инкекĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă, пĕлтĕр — 4, 9-ăн аманнă (15), инкексен йывăрлăхĕ кăçал 25, пĕлтĕр 22 процентпа танлашнă.
Аварисен тĕп сăлтавĕсем çаксем пулса тăраççĕ: автомашина хирĕç килекен транспорт çулĕ çине тухса кайни, çуран тата велосипедпа пыракан çын çул-йĕр правилисене пăсни, водитель руль умне ÿсĕрпе ларни.
Ачасем хутшăннипе пулакан çул-йĕр инкекĕсен хисепĕ ÿсни шухăшлаттарать. Пĕлтĕр кунашкал пĕр авари пулнă, кăçал — 4. Иртнĕ çул унта пĕр ача аманнă пулсан, 2010 çулта пĕр ача вилнĕ, виççĕн аманнă. Иккĕшĕнче ачасем пассажирсем пулнă, тепринче çуран, виççĕмĕшĕнче велосипедпа ярăнса пынă.
Виçĕ аварийĕнче транспорт хатĕрĕсем пĕр-пĕринпе пырса çапăннă, 2-шĕнче çуран çын, пĕринче велосипедист çине кĕрсе кайнă, иккĕшĕнче çаврăнса ÿкнĕ.
Республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче 6 инкек сиксе тухнă. Вĕсенче 3 çын вилнĕ, 5-ĕн аманнă. Район пĕлтерĕшлисенче 2 авари пулнă, унта 4 çын аманнă.
Çул-йĕрĕн 4 инкекĕ ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 6 сехетчен пулнă, унта 1 çын вилнĕ, 6-ăн аманнă. Тепĕр 4-шĕ 18 сехетрен пуçласа ирхи 8 сехетчен пулнă, вĕсенче 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 3-ĕн аманнă.
Çул-йĕр инкекĕсем пулассинчен асăрхаттарас тĕллевпе кăçалхи тăхăр уйăхра 2052 çынна тытса чарса айăпланă, пĕлтĕр — 2364 çынна. 2010 çулта тĕпрен илсен çул-йĕр инкекĕсен йывăрлăхĕ çине витĕм кÿрекеннисене тупса палăртма тăрăшнă. Тĕслĕхрен хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн кăçал 227 водителе, пĕлтĕр — 167 (Ç35 %) , çул-йĕр правилисене пăснă çуран çÿрекен 232 çынна, (185, Ç25%), хăвăртлăха ытлашши ÿстернĕшĕн 948 (898, Ç5 %), руль умне ÿсĕрпе ларнăшăн кăçал 84, пĕлтĕр 82 (Ç2%) айăпланă.
Иртнĕ 9 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснисене 514250 (пĕлтĕр 514250) тенкĕлĕх штрафланă, 497558 тенкине шыраса илнĕ, (82%).
Штрафсене вăхăтра тÿлеменнисем пирки 60 материал çырса йышăну тума суда ярса панă, пĕлтĕр — 25.
Кăçалхи виçĕ кварталта суда пĕтĕмпе 176 материал çитернĕ, иртнĕ çул — 128.
Технадзор енĕпе должноçри 14, çул-йĕр инспекцийĕпе вара должноçри 8 çынна айăпланă.
— Владислав Юрьевич, халĕ çĕр-шывра, республикăра "Тонировка" операци пырать. Трак енре вăл мĕнлерех иртет-ши?
— Тĕрĕслевсем пыраççĕ. Кÿкеçрен автомашинăсене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма килсен вĕсен "Тоник" приборĕсемпе усă куратпăр. Ку операци вăхăтĕнче пĕр водителе штрафланă, тепĕр 15-шĕ кантăк çине çыпăçтарнă пленкăсене хăйсен ирĕкĕпе хăйпăтса илчĕç. "Тоник" прибор илес ыйтупа район администрацине çырупа тухнă. Çулталăк вĕçлениччен ăна туянса тĕрĕслевсем ирттеретпĕрех. Операци малалла пырать. Водительсем, кам та кам халиччен харпăр хăй автомашинин малти кантăкĕсем çинчи пленкăна сÿсе илме ĕлкĕреймен, вĕсенчен хăтăлма ыйтатпăр.
— "Милици — ачасем" операци пирки мĕн калама пултаратăр-ха тата?
— Ку ыйтупа ятарлă план туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн эпĕ хам Карай тата Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенче пултăм. Вĕсенчи вĕренекенсемпе калаçу ирттернĕ тата анкета çыртарнă. Тепĕр 3—4 шкула çитсе килесшĕн-ха.
— Владислав Юрьевич, анчахрах, тĕрĕсрех октябрĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Республикинче патшалăх автоинспекцине туса хунăранпа 72 çул тултарчĕ. Сире тата сирĕн коллектива çав уяв ячĕпе саламласа район территорийĕнчи автоçулсем çинче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ туса хурас ĕçре ăнăçлă вăй хума ырлăх-сывлăх сунатăп.
— Ырă сăмахсемшĕн тавтапуç.

Калаçăва В.Егоров йĕркеленĕ
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 592 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024