Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

Геннадий Юмарт: “Пурнăçăм сая каймасть”
[ ] 20.08.2011, 11:55
Трак ен вулаканĕсем, çав шутра шкулсенче ĕçлекенсем те, хамăр ентеш-çыравçă, Кайри Карăк ялĕнче çуралнă Геннадий Федорович Трофимов-Юмарт ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ. Çавăнпах "Ял пурнăçĕ" хаçат Шупашкарта пурăнакан сăвăç-тĕпчевçĕ халĕ мĕнле кăмăл-туйăмпа вăй хуни пирки пĕлтерес терĕ. Пирĕн корреспондент нумаях пулмасть хатĕрленĕ калаçăва пичетлетпĕр паян. 

Корр.: Геннадий Федорович, Эсир халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Пур пĕр ĕçсĕр лармастăр-ха. Çапах та иртнĕ çулсене епле хаклатăр-ха?

Г.Ф.Ю.: "Пурнăçăм сая каймасть" тенĕ пулăттăм. Эпĕ ĕçлени, вулакана пĕлтерес тени халăх патне çитрĕ, пĕрлехи йыш ĕçне хушăнчĕ. Юлашки вăхăтра пухса кăларнă литературăпа фольклор кĕнекисем вĕрентÿ программисене пуянлатрĕç. Вĕсен шучĕ вăтăра яхăн пулĕ. Хам çырнисем, куçарнисем те, ача сачĕсенчен пуçласа аслă шкул таранах усă курма тивĕçлĕ пулчĕç. Ман пултарулăха тишкерсе темиçе студент та диплом ĕçĕ çырчĕ. Çаксем чун-чĕрене самаях савăнтараççĕ.

Корр.: Юлашки тапхăрта та Сирĕн кĕнекĕрсем тухсах тăчĕç. Вулакансене пĕлсе тăма ик-виç сăмахпа та пулин асăнса тухмăр-ши вĕсене?

Г.Ф.Ю.: Вĕсене эпĕ маларахах — куçран хавшаса ÿкичченех хатĕрленĕччĕ. Çийĕнчех тухаймарĕç, 3—4 çул хушшинче кăна кун çути курчĕç. Çав шутра — "Истори халапĕсем", Тарас Кирилловăн "Суйласа илнисем", И. Яковлевăн "Çитĕннĕ вăхăт", А. С. Пушкин юмахĕсем. "Тăван Атăл" журналта чăваш поэзийĕн антологийĕ пичетленчĕ (пысăк пайне хĕрĕмпе пĕрле хатĕрленĕ). "Библире" те эпĕ куçарнă икĕ сыпăк пур.

Корр.: Районти вулакансем Эсир Тарас Кириллов поэзине пухса кăларнăшăн питĕ савăнчĕç…

Г.Ф.Ю.: Литературăра пысăк йĕр хăварнă вăл, ăна сума суманни — чыссăр япала. Вăл пирĕншĕн К. В.Иванов пекех хаклă. Т. Кириллов халăх пурнăçне мĕн тери анлă сăнласа паниех мĕне тăрать. Хресчен пурнăçĕ, авалхи вăхăт, тĕн вĕрентĕвĕ — акă мĕн пăшăрхантарнă ăна. Т. Кириллов вĕсене анлăн çутатса панă. Унăн кĕнекипе вĕрентÿре усă курма та питĕ меллĕ, паха.

Район центрĕнче акă çамрăк яковлевсем çитĕнеççĕ. Шăпах çамрăк ăру валли куçартăм та ĕнтĕ пирĕн культура патриархĕн кĕнекине. Эпир И. Я. Яковлевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен сахал пĕлетпĕр. Унта ырă тĕслĕх илмелли темĕн чухлех. Иван Яковлевич чăваш йăли-йĕркине те пысăка хурса хакланă.

Корр.: Геннадий Федорович, хальхи вăхăтра тата мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр-ĕçлетĕр-ха?

Г.Ф.Ю.: Пысăк ĕçсемех тăваймăп ĕнтĕ халь. Унччен пухнă материалсене йĕркене кĕртес килет. Акă "Чăваш сăвви (Х—ХХ ĕмĕрсем)" хрестомати хатĕрлетпĕр. К. В. Иванов çинчен çырнисене пухса кĕнеке кăларма сĕнес тетĕп. Авалхи паттăрсем пирки статьясем çырас шухăш пур. Хам çырнă сăвăсемпе поэмăсене, куçарусене уйрăмшар кĕнекен кăларма хатĕрлетĕп. Чи малтан поэмăсене "Мерчен кайăк йĕрĕпе" ятпа кăларма шутлатăп. Тĕп сăмахăм унта тăван халăх кун-çулĕ çинчен пырĕ.

Корр.: Палăртнисене пурнăçа кĕртме ырă сывлăхпа вăй-хăват пултăр, Геннадий Федорович.

Г.Ф.Ю.: Тавтапуç, шăллăм.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 739 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024