Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятин директорĕ А.И.ИВАНОВ "Ял пурнăçĕ" хаçата панă интервьюран (Кӗске справка. Ҫак должноҫе А.
Иванова 2009 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗнче лартнӑ. Унччен
вӑл ку тытӑмрах тӗп энергетикра вӑй хунӑ. Анатолий
Иоилович 1972 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче Красноармейскинче
ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренсе техник-энергетик специальноҫне алла илнӗ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑх службин
Атӑл-Вятка академийӗн юлашки курсӗнче вӗренет. А. Иванов ҫемьеллӗ,
мӑшӑрӗпе, вăл район администрацийӗн финанс
пайӗн ӗҫченӗ, пӗр ача ҫитӗнтереҫҫӗ.):
— Анатолий
Иоилович, райцентрти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗри те тепри "Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗ
хӗле хатӗрле-нес ыйтупа ку таранччен нимӗн те тумасть. Кӑсал хӗл пулмасть тессӗ-ши вӗсем?"— тесе ÿпкелешессӗ. Тӗрӗссипе паянхи кун лару-тӑру еплерех-ши?
— Хӗле хатӗрленес
тӗлӗшпе туса ирттермелли мероприятисен планне хатӗрленӗ, ӑна ҫирӗплетнӗ. Нумай
хваттерлӗ ҫуртсенчи ӑшӑ си-стемисене пусӑм вӑйӗпе тӗрӗслеме тата ҫуса тасатма хатӗрленӗ.
Июлӗн 12-мӗшӗнче вӗсенчи ӑшӑ системисене
ҫуса тасатма пуҫлатпӑр. Тӗп, ҫавӑн пекех финн поселокӗнчи котельнӑйсенче пӑс хуранӗсене тӗрӗслесе, юсаса тухнӑ, хутса ӑшӑтмалли
ҫӗнӗ сезона хатӗрленӗ. Вӗсене комиссии
пӑхса тухса хакламалла. Электрообору-дованисене пӗтӗмпех
ревизи-лесе йӗркелештернӗ. Котель-нӑйсенчи КИПиА приборӗсе-не тӗрӗслеттерме республикӑ-ри
стандартизаципе метрологи центрне кайса памалла,
вӗсемпе кун пирки килӗшӳ тунӑ.
Райцентр™ Механизаторсен, Ленин тата Г. Степанов
урамӗсенчи ӑшӑ трассин линийӗсене пусӑм вӑйӗпе тӗрӗсленӗ, Ленин урамӗнчи 72,
74-мӗш номерлӗ ҫуртсем хушшинчисӗр пуҫне, начар вырӑнсем
палӑрмарӗҫ. 72,74-мӗш ҫуртсем тӗлӗнче ӑшӑ
трассине йӗркене кӗртме 219 мм диаметрлӑ пӑрӑх
30 метр курсе килнӗ. Ку йышши пӑрӑхсем илес пирки тулли мар яваплӑ "Чувашметалл"
акционер пӗрлешӗвӗпе килӗшӳ тунӑ, хальлӗхе
100 метр заказ панӑ. Маларах ка-ларӑм ӗнтӗ
ҫав шутран 30 мет-рне кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. 159 мм диаметрлӑ
ППУ пӑрӑхсем складра 500 метр пур.
Г.
Степанов урамӗнчи 30,32, 34-мӗш номерлӗ ҫуртсенчи ҫуяги хутри хваттерсене сивӗ шыв
пӗр ™кӗс пырса тӑмастчӗ. Шыв линине тӗплӗн тӗрӗслесе тухса ку кӑлтӑка пӗтернӗ, халӗ
кунта пусӑм вӑйне йӗркелеш-тернӗ, хваттерсенче шыв пур. Ҫӗньял Упири шыв башнине
юсаса йӗркене кӗртрӗмӗр, Ли-повкӑра та шыв ыйтӑвне татса панӑ.
Ленин урамӗнчи
20-мӗш сурт никӗоӗ хӑрах енче путса пырать. Кунта юсав ӗҫӗсене ирттерме проекта
смета документаци-не туса хатӗрленӗ. Кӗҫех юсав ӗҫӗсене
пуҫламалла.
—
Хутмалли черетлӗ сезона хатӗрленсе юсав ӗсӗсене, тӗслӗхрен, ӑшӑ трассине,
канализацине йӗркене кӗртес, сивӗ шывпа, электроэнергипе тивӗстерес енӗпе камсем тӑвассӗ-ха. Ку ыйтусене
татса пама хавар вăйпа пултаратӑр-и, кадрсем пур-и?
—
Пӗтӗм юсав ӗҫӗсене хамӑр вӑйпа ирттеретпӗр, Ӑшӑ трассине
опытлӑ Андрей Андреев газоэлектросварщик
йӗркене кӗртет. Кана-лизаципе, сивӗ шывпа ӗҫлекен
специалистсем пур. Тӗп инженерта Сергей Константинович Филимонов, инженер-теплотехникра Валерий Леонидович Васильев
тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗп инженер-энергетик должноҫӗ хальлӗхе вакансире, специалист шыратпӑр.
Мана ҫакӑ пӑшӑрханта-рать, юлашки вӑхӑтра канализаци ҫӑлӗсен
(колодец) виткӗчӗсем ҫухалма пуҫ-ларӗҫ. Кун пек 2—3 тӗслӗх пулчӗ ӗнтӗ. Уҫӑ выртнипе унта ача-пӑча, выльӑх-чӗрлӗх кӗрсе ӳксе хытах су-ранланма е вилме те пулта-рать. Ҫавӑнпах эпир ҫав вырӑнсене йывӑртарах тимӗр
листисем хурса хуплакаларӑмӑр-ха. Виткӗчсене тупса илме пулать, анчах вӗсем йунех
мар, пӗриншӗн 2 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Юсав енӗпе умра пысӑк ӗҫсем тӑраҫҫӗ.
Ҫурт-йӗрсене электроэнергипе пӗр тикӗс тивӗҫтерсе тӑма паян мӗн пур трансформатор-подстанцисене
тепӗр хут ревизилесе тухмалла. Г. Степанов урамӗнчи электролини пралукӗсене тата
юпасене тӗпрен ҫӗнетмелле, каҫсерен ҫутатса тӑмалла тумалла. Ку ӗҫе август
уйӑхӗнче пурнӑҫласшӑн, вӑл сахалтан та
100 пин тенке кайса ларать. Ҫак тӑкака каллех пирӗн чӑтма тивет.
—
Анатолий
Иоилович, хальхи пек, тимӗр шапа хӑвӑртлӑхӗпе юсав ӗсӗсем иртсе пырсан "шурӑ шӑна-сем"
вӗсме пуҫличчен эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗр
фондне хӗле хатӗрлесе çитерӗпӗр-ши? Лару-тӑрӑва
лайӑх енне улӑштарас тесе мӗнле мерăсем йышӑнма
шутлатӑр-ха?
Ашӑ системисене юсаса йӗркене кӗртес,
сивӗ шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва татса парассине
сентябрей 15-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме
палӑртнӑ. Ку енӗпе ӗҫсем пыраҫҫӗ те ӗнтӗ.
Халӗ райцентрта нумай хваттерлӗ ҫуртсене пӑхса тема кама парассине
палӑртас тапхӑр пырать. Г. Степанов урамӗнче ҫурт харпӑрлӑхҫисен виҫӗ юлташлӑхне (ТСЖ) туса
хунӑ. Вӗсем хӑйсен ҫурчӗсене пире — пурӑнмалли
ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн муници-паллӑ предпритине пӑхса тӑма шанчӗҫ. Ҫак ӗҫ ытти урамсенче те пырать.
Ҫуртсене кама пӑхса тӑма парассине райцентрта
ҫывӑх кунсенчех вӗҫлесчӗ, унсӑрӑн ҫурт-йӗр фондне тивӗҫлипе хӗле хатӗрлес ӗҫ тӑсӑлса кайма пултарать.
Ку вара никама та ырӑ тумӗ.
—Анатолий
Иоилович, калаҫушӑн тавтапуҫ, халӑхӑн кулленхи ыйтӑвӗсене
туллинрех татса парас ӗҫре Сире ӑнӑҫу сунатӑп.
Каласӑва В.
ЕГОРОВ йӗркеленӗ. |