Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Манăн файлсем [29]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » Файлсем » Манăн файлсем

ПАТМАРСЕМ ПУХНĂ ФОЛЬКЛОР – 10 ТОМПА
[ ] 17.07.2012, 15:19
Чăвашсен Эдисон Патмар çыравçине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, вулама юратакан 100 ытла кĕнеке кăларнă писателе пĕлмесĕр тăма май çук. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Эдисон Патмар «Сувар» редакцине килсе хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Меллĕ самантпа усă курса эпир писательтен интервью илтĕмĕр.
Паян «Сувар» хаçат сире çыравçăпа, фольклористпа çывăхрах паллаштарать. юнашар ялта библиотекарьте ĕçлетчĕ. Вăл мана пĕчĕклех вулама вĕрентнĕ, шкула кайичченех ун библиотекинчи ача-пăча кĕнекисене вуласа пĕтернĕччĕ.
– Эсир аçăрпа аннĕр искусство, литература патне туртăннине курса çырма пуçланă-и?
– Мана çыравçă ĕçне атте хăнăхтарчĕ. Юмахсем çыртаратчĕ, интервью илме вĕрентрĕ. Чи пĕрремĕш хайлав вара 1969 çулта Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче пичетленсе тухрĕ.
Пирĕн яла Мускавран пĕр генерал килнĕччĕ, тĕнчери лару-тăру çинчен лекци вуласа пачĕ. Атте хавхалантарнипе эпĕ çакăн çинчен хаçата çыртăм, пичетлерĕç. Гонорар та тӳлерĕç – 44 пус. Вăл укçапа çур кило пĕремĕк илнине халь те ас тăватăп.
Пĕрремĕш сăвă та манăн 1970 çулта «Ял пурнăçĕнчех» пичетленчĕ.
– Мĕн çинченччĕ вăл? 16 çулти каччă юрату çинчен çырнă пулĕ ĕнтĕ?
– Çук, вăл хам çуралнă Яманак ялĕ çумĕпе иртекен Шетмĕ çинчен, «Шетмĕ юхать Çавала» ятлăччĕ.
– Апла эсир малашлăха ачаранах литературăпа çыхăнтарма тĕв тунă?
– Пурнăç çине пăхсан аплах пулса тухмасть. Чăнах та эпĕ яланах çырнă, ку тĕрĕс. Анчах эпĕ, эсир каларăш, малашлăха çарпа çыхăнтарнă: 1976 çулта Оренбургри Г.Орджоникидзе ячĕллĕ зенитлă ракетăсен аслă çар училищине пĕтертĕм. Халĕ запасри подполковник эпĕ. 20 çул Тăван çĕршыва хӳтĕлесе ăçта кăна çитмен-ши, миçе вырăн улăштарман-ши? Ахальтен мар: «Шупашкарта манăн 15-мĕш хваттер», – тесе шӳтлетĕп. Паллах, пур çĕрте те çырнă. Ытларах чух çарти хаçатсенче пичетленнĕ.
– Пĕрремĕш кĕнекĕр те çар хĕсметĕнче тăнă вăхăтрах пичетленнĕ-и?
– Манăн пĕрремĕш кĕнеке 1993 çулта тухрĕ. «Пурнăç илемĕ» ятлă вăл.
– Эсир вырăсла та, чăвашла та çыратăр. Тематика енчен те тĕрлĕ.
– Çапла, тематика енчен илсен чăнах та анлă (мухтаннă пек илтĕнет пулĕ те). Чăваш фольклор, историпе çырнисем те, илемлĕ литературăпа та, эротикăлла калавсемпе повеçсен кĕнеки те пур. Манăн хăйнешкел рекордсем те пур: чи пĕчĕк тираж – 25, чи пысăкки – 1000.
– Халиччен те историпе çыхăннă кĕнекесем кăларнăскер, кăçал – Историпе культура еткерлĕхĕн çулталăкĕнче Турри хăех истори тĕпчевĕсене кăларма хушнă пек.
– Килĕшетĕп сирĕнпе. Архивсенчи нихăçан пичетленмен материалсене пухса «Чăваш салтакĕ» кĕнеке кăлартăм. Чăвашсен ваттисен сăмахĕсемпе юмахĕсем те кĕнекен-кĕнекен тухрĕç. Эпĕ чăваш фольклорне пухса 10 томпа кăларасшăн. Асăннă кĕнекесем те çав серирен. Паянхи куна 7 том тухнă.
– Эдисон Иванович, кĕнекĕрсем çинче икĕ автор: эсир тата И.А.Патмар. Ывăлăр-и?
– Ывăл манăн Сергей ятлă. Вăл мана кашни кĕнекене кăларма пулăшать. Манăн чи пĕрремĕш критик та, калăплаканни те, илемлетекенни те.
«И.А.Патмар» вара – манăн атте. Çак кĕнекесен 10 томлă пуххине эпĕ 2015 çул тĕлне кăларса пĕтересшĕн, ун чух атте Иван Анисимович Патмар 100 çул тултарнă пулĕччĕ. Вăл 1983 çулта çĕре кĕнĕ.
– Хусанта Чăваш чĕлхи, Тутар чĕлхи кунĕсен тĕлне вырăсла-тутарла-чăв ашла калаçу кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Çакăн пирки мĕн шутлатăр?
– Шел, эпĕ ăна алăра тытса курман. Хам эпĕ 100 пин сăмахран тăракан вырăсла-чăвашла словарь кăларасшăн-ха. Ĕмĕтре чăвашла-тутарла словарь кăларасси те пур. Ку хальлĕхе ĕмĕтре кăна.
Категорисем: Манăн файлсем | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 676 | Уçласа ил: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Комментарисем хушмашкăн регистрациленнĕ усăçсем кăна пултараççĕ.
[ Регистраци | Кĕр ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024